Комментари хушас

31 Пуш, 2017

Дипломати ведомствипе – алла-аллăн

Ака уйăхĕн 20-мĕшĕнче Раççей Ют çĕршыв ĕçĕсен министерствин йышăнусен çуртĕнче Чăваш Республикин презентацийĕ иртет.

Çĕршывăн дипломати ведомствинче Чăваш Ен презентацине йĕркелесси пирки республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ют çĕршыв ĕçĕсен министрĕпе Сергей Лавровпа çулталăк каяллах калаçса татăлнăччĕ. Министр регион ертӳçин ячĕпе янă çырура çапла палăртнăччĕ: «Эсир хутшăнакан мероприятие 2017 çулхи çуркунне ирттерме сĕнетĕп. Презентаци Мускавра аккредитациленнĕ дипломати корпусне республикăн инвестиципе экономика, промышленноç тата наукăпа техника хăвачĕпе çывăхрах паллашма май парасси пирки иккĕленместĕп». Çавна май Михаил Игнатьев ун чухнех ведомствăсен ертӳçисене çак мероприятие хатĕрленме пуçламашкăн, регионпа çавнашкал çӳллĕ шайра чыслăн паллаштарма хушнăччĕ. Халĕ вара презентаци кунĕ те паллă.

Мероприяти ăнăçлă иртес тĕлĕшпе иккĕленӳ çук. Кунашкал презентаци Ют çĕршыв ĕçĕсен министерствинче пуçласа иртмест — маларах та йĕркеленĕ. Унта регион представителĕсемсĕр пуçне федерацин влаç органĕсен, дипломати корпусĕн, Раççейри тата чикĕ леш енчи массăллă информаци хатĕрĕсен ĕçченĕсем хутшăннăччĕ. Вĕсен умĕнче сăмах илнĕ май Сергей Лавров министр Чăваш Ен Раççей федерализмĕн тытăмĕнче сумлă вырăн йышăнни, социаллă пурнăçпа экономика тĕлĕшĕнчен çĕршыври регионсен хушшинче малти позицисенче пулни çинчен каланăччĕ. Çакă республикăн çĕршывсен хушшинчи ĕçтешлĕхпе çыхăннă позицийĕсене çирĕплетет.

Пирĕншĕн, паллах, чи малтан çак презентаци республикăшăн усăллă пулнипе пĕлтерĕшлĕ. Ют çĕршывсемпе ĕçлекен ведомствăра хамăра чыслăн кăтартни Чăваш Ен чикĕ леш енĕпе тытакан çыхăнусене анлăлатассине витĕм кӳрет-çке. Чăн та, республика ют патшалăхсемпе паян та аван ĕçлет-ха. Чăваш Ен — 2016 çулта экспорт-импорт операцийĕсене чакарман кăна мар, 3,5% ӳстерме пултарнă йышлă мар регионсенчен пĕри. Регион экспорт калăпăшне çуллен пысăклатса пырать. Суту-илӳ енĕпе республика тĕнчери 80 ытла çĕршывпа çыхăну тытать. Çапах ку сферăра усă курман ресурс нумаййи те иккĕленӳсĕр — çакна Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та çине-çинех палăртать.

Чăваш Ене чикĕ леш енче пĕлеççĕ, хаклаççĕ. Çакна ют çĕршывсенчи бизнес, ытти сфера представителĕсем республикăна килсех çӳрени те çирĕплетет. Сумлă делегацисем те Чăваш Енрен ютшăнмаççĕ. Нумаях пулмасть, сăмахран, Кубăн Мускаври посолĕ инçетри çак çĕршыв делегацине ертсе килнĕччĕ — Кубăпа тытакан çыхăну вăй илесси куçкĕрет. Презентаци шăпах çакнашкал çыхăнусене çирĕплетме пулăшĕ. Унта кăтартакан экспозици хăнасене республикăн промышленноçри, социаллă пурнăçпа экономикăри, культурăпа спортри çитĕнĕвĕсене курса хаклама май парĕ. Ăнăçлă ĕçлекен регион — шанчăклă, эппин, унпа алла-аллăн ĕçлени, инвестицисем хывни икĕ еншĕн те усăллă тата тупăшлă пулмалла.

Сăмах май, Чăваш Енпе РФ Ют çĕршыв ĕçĕсен министерствин ĕçтешлĕхĕ çак презентаципе кăна вĕçленмест. Çыхăну тĕрлĕ енлĕ. Республика министерствăн Дипломати академийĕпе те тачă çыхăну тытса ĕçлеме килĕшӳ алă пуснă. Вăл та Чăваш Ен майĕсемпе дипломати корпусĕ урлă паллаштарассине тĕпе хурать. Çав вăхăтрах килĕшӳре Чăваш Ен çамрăкĕсем валли академире экскурсисем ирттерессине, пирĕн абитуриентсене унта вĕренме йышăнассине те палăртнă.

Дмитрий АНТОНОВ

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.