Кунта сывлăш та тасарах, пыл та пахарах
Поселокра çут çанталăк газĕ çук пулин те çынсем куçса килесшĕн
Çĕмĕрле районĕнчи Тури Макарин ял тăрăхне кĕрекен ялсенчен ытларахăшĕ пĕчĕк. Саланчăк кăна кăшт пысăкрах. Ял тăрăхĕн администрацийĕ те асăннă поселокра вырнаçнă. Маларах вара Тури Макаринта пулнă.
Сĕт пуçтарма та килмеççĕ
«Аслă çул айккинелле, çутталла тухас терĕмĕр», — шÿтлерех хуравларĕ Тури Макарин ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Людмила Егорова кун пирки сăмах пуçарсан. Çапла пулмасăр, Тури Макарин ялĕнче паян пĕлÿ çурчĕ те, клуб та çук. Маларах вара 8 çул вĕренмелли шкулта ача нумаййипе икĕ сменăпа вĕрентнĕ... Шел, паян Тури Макарин ял тăрăхне кĕрекен хăшпĕр ялта пĕр ача та çук. Ку хутлăхри ялсемпе поселоксен ячĕсем те питĕ хăйнеевĕр. Тĕслĕхрен, Петропавловск, Автобус, Комар, Триер, Полярная Звезда, Покровское... Маларах Автобуспа Комарта пулма тÿр килнĕччĕ. Каласа хăварам: Автобус поселокне кăна мар, ытти яла та автобус çÿремест паян. Хальхинче Покровское поселокне çитсе курас терĕм. Вăл район центрĕнчен — 26, Саланчăкран 12 çухрăмра вырнаçнă. Кунта ăçталла ан пăх — йĕри-тавра вăрман! Куç тулли илем! Куçшăн та, чуншăн та — тулли хĕпĕртев! Çĕпĕрти ялсем тейĕн...
Покровское пире йĕпе-сапа çанталăкпа, тăйлăк-тайлăк, тăлăххăн ларакан пÿртсемпе, йăванса кайма пуçланă хапхасемпе кĕтсе илчĕ. Пĕр урамлă поселокра 12 çурт мăрйинчен тĕтĕм пачах тухмасть. Икĕ килте кăна /вĕсем ял вĕçĕнче вырнаçнă/ пурăнаççĕ. Хуçисем çурчĕсене юсаса çĕнетнĕрен аякранах курăнаççĕ, яла чĕрĕлĕх кÿреççĕ.
«Пирĕнпе пĕрле ялта Людмилăпа Владислав Митинсем хĕл каçаççĕ. Вĕсем те пирĕн пекех хуларан куçса килнĕ. Çĕнĕ пÿрт лартрĕç. Сурăх, кăвакал, чăх-чĕп йышлă тытаççĕ. Ĕçчен те ырă çынсем. Кÿршĕ лайăх пулсан пурăнма питĕ аван. 85 çулти Анна Мироновăна вара хĕрĕ хĕл каçма хулана илсе каять. Çулла вăл — ялтах. Ватă çын пире пăхса, вĕрентсе пырать. Кунта эпир, пĕчĕк ялта, питĕ туслă пурăнатпăр», — çапла пуçларĕ калаçăва 56 çулти Галина Бурдасова. Галина Васильевнăпа Владимир Иосифович Бурдасовсем маларах Шупашкарта пурăннă. Каярахпа Мускава ĕçлеме çÿренĕ те ашшĕ-амăшĕн ялти çуртне çĕнетнĕ. Вунă çул каялла пуçĕпех куçса килнĕ. Килти хушма хуçалăха аталантарма лупас-витене çĕнĕрен хăпартнă, пахчари пĕвене пысăклатнă, урамрине тасатнă. Халĕ вĕсем 2 ĕне, вăкăр, пăру, сурăхсем, хур-кăвакал, чăх-чĕп усраççĕ, вĕлле хурчĕ тытаççĕ. 59 çулти Владимир Иосифович тинтерех кăна-ха Раççейĕн тĕп хулине кайма пăрахнă. Çуллахи вăхăтра лесничи чĕнсен вăрман ĕçне хутшăнать. Уншăн ăна утă та, вутă та параççĕ. Выльăх-чĕрлĕхпе те килте аппаланмалăх пур.
«Шел, çулĕ инçе тесе пирĕн яла усламçăсем сĕт пуçтарма килмеççĕ. Çавăнпа кун урлă мăшăрăм хăйĕн машинипе Саланчăка сĕт леçме каять. 60 литр сĕт илсе тухать. Ĕнесем сĕт лайăх антараççĕ. Хамăр та выльăха юратса пăхатпăр. Вĕсене апатне /комбикорм, çăнăх/ пĕçерсе паратпăр. Выльăх-чĕрлĕхпе калаçатпăр та. Тепĕр ĕне усрас ĕмĕт те пур-ха», — пытармарĕ Галина Васильевна. «Кичемленсе ларма вăхăт çук», — хушса хучĕ кил хуçи хĕрарăмĕ. Çулла вĕсем пахчаçимĕç чылай ÿстереççĕ, утă хатĕрлеççĕ, вăрмана çырлана, кăмпана, милĕке кайма та вăхăт тупаççĕ. Бурдасовсен мăнукĕсем те çăвĕпех ялта. Хĕлле те аптăрамаççĕ: каçсерен Галина Васильевна ятарлă машинăпа çăм арлать, мăшăрĕ Владимир ăна çип пĕтĕрсе парать. Хăй вăхăтĕнче пир-авăр комбинатĕнче вăй хунă хĕрарăм алĕçне питĕ ăста: кĕпе çĕлет, чăлха-нуски çыхать, тĕрĕ тĕрлет…
Пукрав — чи хисеплĕ уяв
Эпир Тури Макарин ял тăрăхĕн пуçлăхĕпе Людмила Егоровăпа тата Бурдасовсемпе ял историйĕпе шăпи, малашлăхĕ пирки сăмах пуçартăмăр.
«Кунти ялсем пурте иртнĕ ĕмĕрĕн 20-30-мĕш çулĕсенче пуçланса кайнă. Ун чухне Хĕрлĕ Чутай районĕнчи çынсем вăрманлă тăрăха куçа-куçа килнĕ. Поселока Пукрав тĕлнелле йĕркеленĕрен Покровское тенĕ. Çавăнпа ĕлĕкренпех кунта Пукрав — чи хисеплĕ уявсенчен пĕри. Ун чухне килĕренех кукăль пĕçереççĕ, пĕр-пĕрин патне хăнана çÿреççĕ. «Хĕле лайăх ирттересчĕ», — тесе ĕмĕтленеççĕ. Эпир хамăр хутлăхра «Пĕчĕк ялăн кунне» йĕркелессине йăлана кĕртнĕ. Иртнĕ çулла, сăмахран, Триер поселокĕн кунне паллă тунăччĕ. Унта пĕр çын кăна пурăнать пулин те уява 100 çынна яхăн пуçтарăнчĕ. Праçнике хуларисем те килни савăнтарчĕ. Кăçал кун пек мероприятие Покровское поселокĕнче ирттересшĕн, утçи хыççăн пухăнасшăн», — калаçăва сыпăнтарчĕ Людмила Даниловна.
Бурдасовсем пĕлтернĕ тăрăх, маларах поселокра 20 килте çынсем пурăннă. Культура вучахĕ, пĕлÿ çурчĕ, лавкка тавраш пулман. Хăй вăхăтĕнче ачасем Тури Макарин шкулне, çамрăксем Полярная Звезда поселокĕнчи клуба чупнă. Лавккине Хĕрлĕ Чутай районне кĕрекен Хура кĕсре ялне /унта Майское лесничестви пулнă/ çÿренĕ. Халĕ кашни эрнерех ял пуçне Элĕк райповĕн куçса çÿрекен лавкки килет. Мĕн кирлине эрнелĕхех илсе юлаççĕ ял çыннисем. «Халĕ килтех йăлт пур, пит аптăрасах каймастпăр. Кăмакара çăкăр та, кукăль те пĕçеретпĕр. Аш-пăшĕ арча тулли, пахчаçимĕçĕ те, çырли-кăмпи те чылай», — йăл кулчĕ Галина Васильевна.
«Ĕлĕкрен кăмакана вутăпа хутнă, малашне те çаплах пурăнăпăр, пире газ кирлĕ мар», — тенĕччĕ нумайăшĕ ялсене «кăвак çулăм» кĕртме тытăнсан. «Пĕчĕк ял, малашлăхĕ çук, инçетре», — хирĕçлерĕç газ кĕртекенсем те. Егоркино таранччен кăна тăсрăмăр вара. Май пур чухне кĕртсе юлмалла пулнă-ха та. Кам шухăшланă çамрăксем яла килеççĕ тесе? «Кирлĕ мар пире газ! Вăрманта мĕн газĕ?» — ятлаçнăччĕ Комарта. Халĕ вара ыйтаççĕ. Паян ку ĕмĕте пурнăçа кĕртме питĕ нумай укçа кирлĕ», — уçăмлатрĕ Людмила Даниловна.
Ял çыннине хĕл каçма икĕ машина вутă кирлĕ-мĕн. Çуртарса тирпейленĕ вутă 7 пин тенкĕ тăрать. Бурдасовсен, сăмахран, пÿртринчен ытла лаçра вутă çунать. Кăмакана вĕсем кунне пĕрре кăна хутаççĕ. «Ялăн малашлăхĕ пуласса питĕ шанатпăр. Ыттисем те пенси çулнелле çывхарнă чухне поселока куçса килессе кĕтетпĕр. Çĕр ыйтакан та, туянакан та пур. Хăшĕсем вĕлле хурчĕсем лартма пĕчĕк пÿртсем хăтлаççĕ. Мироновсем те авă тивĕçлĕ канăва тухсан яла куçса килес пек калаçаççĕ. Пирĕн пата пĕлĕшĕмсем çулла çырлана, кăмпана килеççĕ. «Ах, вырăнĕ питĕ килĕшет. Эсир кунта çăтмахри пек пурăнатăр, шăв-шав, техника çук. Уçă сывлăш, вăрмана кайма та кирлĕ мар, çăл патне тухсан та пĕр витре кăмпа татса кĕретĕн», — теççĕ вара тĕлĕнсе. Çапла, вăрман варринчи çын нихăçан та выçă вилмест. Ĕçлекен çын аванах пурăнать.
«Шел, пушă ларакан çуртсен хуçисене пурне те тупаймастпăр. Юхăнса лараканскерсем ял сăн-сăпатне çав тери илемсĕрлетеççĕ. Ял кунне уявлас умĕн тракторпах тĕртсе ямалла мар-ши тетпĕр. Хуçисем тупăнмасан пирĕн вĕсемпе хуçаланма ирĕк пур. Ишĕлчĕк çурт-хуралтă умĕнчи хыт-хурана тасатма, тирпей-илем кĕртме тытăнатăн та — ак хуçисем таçтан тупăнса килеççĕ. Ун пек те пулать», — пĕлтерчĕ Людмила Даниловна. Асăннă поселокра цивилизаци пач çук темелле мар. Карас çыхăнăвĕ пур. Атмосфера, сывлăш таса пулни çын пурнăçĕшĕн питех те пĕлтерĕшлĕ çав. Кунта телефон вышкисем те çук. Хурт-хăмăрçăсем пыл пахалăхне ятарласа тĕрĕслеттернĕ. Специалистсем пыл çав тери паха пулнине палăртнă.
Роза ВЛАСОВА.
Автор сăнÿкерчĕкĕсем
ШУХĂШСЕМ
Юлия МАРЕЕВА, Чăваш наци конгресĕн Хĕрлĕ Чутай районĕнчи уйрăмĕн пуçлăхĕ:
— Пĕтсе пыракан пĕчĕк ялсем Хĕрлĕ Чутай тăрăхĕнче те пур. Калăпăр, вăрман варринче вырнаçнă Лопа. Паллах, вырăнĕ çав тери илемлĕ. Анчах унта газ кĕртмен, 3 çын кăна хĕл каçать. Вĕсем пурте 7 теçетке çула хыçа хăварнă. Радиоприемниксем тытмаççĕ, карас çыхăнăвĕ те лайăхах мар. Хĕллехи вăхăтра çул уçманран тухса та çÿреймеççĕ. Хăйсен патне çын пырсан вара çав тери савăнаççĕ. Эпĕ вĕсем пирки ятарласа радиокăларăм хатĕрлеме кайнăччĕ. Çĕмĕрле районĕнчи Тури Макарин ял тăрăхĕнче ĕçпе пайтах пулнă. Унти ялсемпе поселоксем 10 çул каяллах юхăнма пуçларĕç. Кĕç-вĕç йăтăнса анас пек ларакан çуртсем ун чухнех пурччĕ. Халĕ вĕсен йышĕ тата ÿснĕ. Пурнăç чăнлăхĕ: çамрăксем яла юласшăн мар паян. Пурте выльăх-чĕрлĕх усрасшăн мар. Эпир мăшăрпа 2 ĕне тытатпăр. Сĕт-турăх туса сутатăп та – тыткаламалăх укçа пулать... Тĕрĕссипе, кунашкал ялсем пĕтни мана кăна мар, такама та пăшăрхантарать.
Валентина АРШИНОВА, Саланчăкри культура çурчĕн директорĕ:
— Пĕчĕк ялсенче çамрăксем валли ĕç вырăнĕ çук. Колхозсем саланнă, шкулсем хупăннă. Кунти çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртмен, сухаламаççĕ, акмаççĕ. Пирĕн тăрăхра фермер хуçалăхĕ те сахал. Вунă ялта пĕр фермер кăна. Хутар, Якуртушкăнь, Тăванкасси тăрăхĕсенчех урăхларах ÿкерчĕк. Хресченсем фермер хуçалăхĕсем йĕркелесе çĕр çинче ĕçлеççĕ. Пенси вăхăчĕ тĕлнелле çынсем çуралнă тăрăхнелле куçса килни кăна кăштах шанăç кÿрет. Вĕсем ашшĕ-амăшĕн килне çĕнетеççĕ, выльăх усрама пикенеççĕ. Хамăр енчен эпир вĕсене хавхалантарас тесе çуллахи вăхăтра кашни ялтах «Пĕчĕк ял кунне» ирттеретпĕр. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕн машинипе пĕчĕк ялта пурăнакансене концерт, спектакль курма Саланчăк клубне лартса килетпĕр, кайран леçсе яратпăр. Çитес вăхăтрах Покровское поселокĕнче пурăнакан Галина Бурдасовăна районти «Чăваш хĕрарăмĕ» конкурса хутшăнтарасшăн.