Комментари хушас

15 Ака, 2014

Чăваш Ен паттăрсене чысларĕ

Вăхăт чуппи сисĕмсĕр. Юрий Гагарин «Восток» караппа пуринчен малтан тĕнче уçлăхне тухнăранпа 53 çул çитрĕ. Çак тĕлĕнтермĕш хыпар тĕнчипех çиçĕмле хăвăртлăхпа сарăлнă. Этемлĕх пурнăçĕнче çĕнĕ тапхăр пуçланнă кун паттăр професси çыннисем, наука прогресĕшĕн вăй хуракансем, ракетăпа космос отраслĕнче тăрăшакансем, хăйĕн ывăл-хĕрне çăлтăрсем патне ăсатнă халăхсем, çамрăк ăру Юрий Алексеевич уçнă çулпа утакансене савăк кăмăл-туйăмпа чысларĕç. Йывăр та пархатарлă çак ĕçре Чăваш Енĕн тÿпи те пысăк: вăл çитĕнтернĕ виçĕ Улăп çăлтăрсемпе «калаçнă».

Космонавтика кунĕ ячĕпе республикăри хула-ялта савăнăçлă митингсем, ытти мероприяти иртнĕ. Шупашкарти Юрий Гагаринпа Андриян Николаев космонавтсен палăкĕсен умне Чăваш Республикин ертÿлĕхĕ, Патшалăх Канашĕн тата Шупашкар хула депутачĕсем, тĕп хула мэрийĕпе район администрацийĕсен, республикăри Космонавтика ветеранĕсен союзĕн канашĕн яваплă çыннисем, Байконур космодром ветеранĕсем, Хусанти А.Н.Туполев ячĕллĕ наци тĕпчев техника университетĕнчен - авиаци институтĕнчен вĕренсе тухнисемпе халĕ унта ăс пухакансем, çамрăк космонавтсен юхăмĕн хастарĕсем, вăтам тата аслă шкулсенче вĕренекенсем, массăллă информаци хатĕрĕсенче ĕçлекенсем - йышлă хутшăннă, чĕрĕ чечексем хунă.

Космонавтика кунне Совет Союзĕн виççĕмĕш, тĕнчери пиллĕкмĕш космонавтăн çуралнă тăрăхĕнче те анлă паллă тунă. Андриян Николаевăн Шуршăлти мемориал комплексĕнчи /сăмах май, унăн дирекцийĕ кăçалхи уява тĕплĕн хатĕрленнине уйрăммăн палăртса хăвармалла/ митинга республикăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен килнĕ хăнасем питĕ йышлăччĕ. Çамрăк космонавтсен отрячĕсем вĕсене ăшшăн кĕтсе илнĕ. Енчен çак йышра вунă çул каялла çĕр ытларах ача пулнă тăк, халĕ - 2 пин ытла. Çак йыша кĕме кăмăл тăвакан - çĕр-çĕр çамрăк. Ахальтен мар пирĕн виçĕ космонавт! Татах пуласси пирки иккĕленместпĕр.

Уява килнисене Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, Олимп чемпионки, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Елена Николаева, Сĕнтĕрвăрри район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Григорьев, Байконур космодром ветеранĕ, малтанхи космонавтсене тĕнче уçлăхне вĕçеве ăсатса кĕтсе илнĕ Евгений Южалин полковник, Хусанти наци тĕпчев техника университечĕн аслă шкула вĕренме кĕме хатĕрлекен управлени пуçлăхĕ Динар Габидуллин, çамрăк космонавтсен юхăмне пуçарса янă Роза Ракова паллă пулăмпа - çын тĕнче уçлăхне пĕрремĕш вĕçнĕренпе 53 çул çитнĕ ятпа ăшшăн саламларĕç. Михаил Васильевич СССР тата Раççей космонавчĕсен паттăрлăхĕпе наука-техника прогресĕнче çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ тунине, вăл вара халăхшăн, пурнăç аталанăвĕшĕн ĕçленине палăртнă. «Çирĕп сывлăхлисемпе анлă тавра курăмлисем кăна тĕллевсене пурнăçа кĕртме пултараççĕ, - тенĕ вăл. - Пирĕн мăнаçланмалли, камран тĕслĕх илмелли, кам пек пулма тăрăшмалли ырă тĕслĕх пур. Вĕсем - Андриян Николаев, Николай Бударин, Муса Манаров. Пурте космонавт пулаймăпăр, анчах пирĕн ырă шухăш-кăмăллă, çутă ĕмĕтлĕ, тăван çĕр-шыва юрăхлă çын пулмаллах. Сирĕнте - пирĕн шанăç, ĕненÿ...»

Михаил Игнатьев Андриян Григорьевич ячĕпе çĕкленĕ часавая кĕрсе пуç тайнă тата чĕрĕ чечексем хунă хыççăн митинга хутшăннă çынсемпе тĕл пулнă, çамрăк космонавтсен отрячĕсенчи хĕр-упраçпа яш-кĕрĕмĕн ыйтăвĕсене хуравланă.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.