Комментари хушас

30 Пуш, 2017

Вĕллесене кaнтaра май лартма вaхaт

Утарçă тесен чылайăшĕн умне ăш-пиллĕ сăн-питлĕ çулланнă мичи сăнарĕ тухса тăрать пулĕ. Вĕлле хурчĕсемпе унччен чăнах та ватăсем ытларах тăрмашатчĕç. Юлашки çулсенче çак ĕçе çамрăксем те явăçаççĕ. Çакă хальхи çамрăксем хăйсен вăхăтне ирĕклĕрех палăртма пултарнипе те çыхăннă-ши? Паянхи кăларăмра Олег ИВАНОВ хурт-хăмăрçă утарти çуркуннехи ĕçсем çинчен каласа кăтартать:

— Эпĕ хулара çитĕннĕ. Тĕрĕссипе, пыл хурчĕпе аппаланасси пирки нихăçан та шухăшламан. Вăрнар районĕнчи Тимĕрчкассинче пурăннă кукаçи, вăрçă ветеранĕ Павел Иванович, хуртсем тытатчĕ. Ача чухне ун патĕнче каникулта пулнă чухне куркаланă-ха вăл ĕçленине, пулăшма хутшăнсах кайман. Кайран кукаçи ватăлчĕ, пыл хурчĕсене пăхайми пулчĕ, пирĕнтен уйрăлса кайсан вĕллесем те пушанса юлнăччĕ. Пĕррехинче Вăрнарта пурăнакан кукка, аннен шăллĕ, яла кайсан пĕр вĕллине хуртсем йышăннине асăрханă. Вĕсене пăхма тытăннă — шел-çке. Ăна кура эпĕ те кăсăкланма пуçларăм. Хуньăм Етĕрне районĕнчи Метякассинче çурт туянчĕ. Çуркунне пуçлансанах канмалли кунсерен çемьепе çавăнта çÿреме пуçларăмăр. Вĕлле хурчĕ ĕрчетсе пăхас килчĕ. Интернетра çак пĕчĕк ĕçченсем çинчен материалсем тупса паллашма пуçларăм. Пĕлтерÿсем те шырама тытăнтăм вара. Çурла уйăхĕнче теветкелленсех виçĕ çемье туянтăм. Вĕлле хурчĕсене мĕнле пăхмалли çинчен çырнă литература вĕрентнĕ пек «чĕрчунăмсене» хĕл каçарма хатĕрлерĕм. Малтанхи çул икĕ çемье хĕл каçайрĕ. Ку та савăнтарчĕ. Тимлесех вĕсемпе ĕçлеме пуçларăм. Пĕрремĕш хут пыл юхтарнă чухне епле хĕпĕртемĕн! Каярахпа йыша ÿстерме те пултартăмăр. Халĕ ачасем те пулăшма пикенеççĕ.

Пыл хурчĕсем усрама пуçланăранпа апатланас йĕркене те улăштартăм, сахăртан пыл çине куçрăм. Унăн сиплĕхне туйса савăнатăп. Темиçе çул шăнса чирленине, инфекци ернине ас тумастăп. Çемьене те пыл культурине явăçтарма тăрăшатăп. Иммунитета çирĕплетекен пĕр ансат сĕнÿ: пĕр апат кашăкĕ пыла çур литр е ытларах лĕп шывпа хутăштармалла та ирхине выç варла ĕçмелле. Кулленех ĕçме юрать. Çак меслет пÿрене, пĕвере, шалти ытти органа та лайăх витĕм кÿнине хам туйса ĕнентĕм. Вĕлле хурчĕн ытти продукчĕ прополис, ама хурт сĕчĕ т. ыт. те питĕ сиплĕ.

Çыннăн пыл çине аллерги пулсан унпа усă кураймăн. Мана кура пĕр пĕлĕшĕм вĕлле хурчĕпе аппаланма пуçларĕ. Унăн хурт сăхнипе ÿчĕ вăйлă шыçать иккен. Утар ĕçне пăрахма тиврĕ.

Çуркунне хуртсемшĕн чи йывăр вăхăт. Саппас апат пĕтсе пырать. Мĕнле хĕл каçнине тĕрĕслемелле, апат сахал пулсан пыл е канди памалла. Вĕллесене ирĕкрех хĕл каçаратăп. Паллах, кун пек чухне çилтен, сивĕрен хÿтĕлемелли хушма ĕç пулать. Çуркунне хÿтлĕхе сирмелле, вĕллесене кăнтăра май лартмалла, çилтен хупламалла. Омшаника лартсан та вĕллесене тĕрĕслесех тăмалла. Çуркуннепе вăхăтра ирĕке кăларса лартмалла.

Хĕвеллĕ çанталăкра пуш уйăхĕн пуçламăшĕнчех, кăнтăрлахи вăхăтра 8-10 градус ăшăтсан хуртсем тасалмашкăн вĕллерен тухса вĕçме пуçлаççĕ. Кăçал пуш уйăхĕ çитичченех çанталăк ăшăтса ячĕ те хăшпĕр çемьесем тухса вĕçсе тасалчĕç. Хĕлĕпе вĕсем йывăрлансах каяççĕ. Хырăмĕнче 40-50 мг каяш пуçтарăнать. Пĕтĕмĕшле илсен, лайăх хĕл каçрĕç. Хуртсем вăйлă пулсан вĕллерен тухсанах çÿлелле çĕкленеççĕ, инçе вĕçеççĕ, каяша пушатса таврăнаççĕ те тăрăшсах ĕçе пикенеççĕ. Çемье имшерленнĕ пулсан хуртсем е вуçех тухмаççĕ, е тухаççĕ те вĕлле çывăхнех варалама тытăнаççĕ. Каяшĕ те сыввисен пек мар тăк хуртсене назиматозран сиплемелли препаратсене сиропа хушса памалла. Вăйсăрланнă хуртсем юр çинех канма ларма пуçлаççĕ. Шăнса вилме пултараççĕ. Вĕллесем çывăхне утă е улăм сарса хуни хуртсемшĕн çăлăнăç пулĕ.

Çанталăк ăшăтнăçемĕн хурт ами те хастарланать. Çут çанталăк ылмашăвне кура ĕçлет. Малтан сахалрах çăмарта хывать-ха, çанталăк шăнтсан сÿрĕкленет. Çуркунне вăй илнĕ май нумайрах та нумайрах çăмарта хума пуçлать. Вăйлă çемьесем çу уйăхĕнчех йышланса каяççĕ, вĕллере тăвăрланнипе çемье пайланма пуçлать. Ама çăвăр ама çăмарти хурса хăварать те вăл тухас умĕн вĕллери çурри ытла хурта ертсе тухса вĕçет. Çак сăлтавпа çемьесене тĕрĕслесех тăмалла, ытлашши тулса кайнисене палăртмалла. Пĕр вĕллере çăмарталлă 7-8 рамка пулсан пайламалла. Ама хуртлă рамăсене тепĕр вĕллене куçармалла. Эпĕ çĕнĕ çемьесене пайласа юлташсене паратăп. Ку хăй тепĕр калаçу.

Вăйлă çемье пыл нумай хатĕрлет. Пыл пуçтармалăх вĕлле хурчĕсене шăпах çăка чечек çурнă тĕле хатĕрлеме тăрăшатăп. Çăка пылĕ ытларах килĕшет, вăл çемçе, тутлă, унран хуртсем нумай пыл пуçтараççĕ.

Çуркунне вăйсăрланнă хуртсене çирĕплетмешкĕн сиплĕ сироп хатĕрлесе пама сĕнетĕп. Пĕр-икĕ рецептпа паллаштаратăп. Хыр лăссине чÿхесе илмелле, шывне лайăх сăрхăнтарса турамалла. 4,5 литр вĕрекен шыва 1 кг лăсă ярса пĕр сехет ытла вĕретмелле. Симĕс тĕслĕ йÿçенкĕрех шыва сăрăхтарса илмелле. Кăштах сивĕнсен сахăр сиропĕпе хутăштармалла та вĕлле хурчĕсене памалла. 1 литр сиропа 200 грамм лăсă шывĕпе хутăштармалла. Малтанлăха çак апата хуртсене кун сиктерсе памалла, пĕр эрне иртсен 8-9 кун кунсеренех памалла.

Ыхра настойки. 200 грамм ыхрана тасатсан имĕретпĕр те çур литр шыв ярса пĕр талăк холодильникра лартатпăр. Унтан 2 апат кашăкĕ ыхра шывне 1 литр сахăр сиропне ярса пăтрататпăр та хуртсене паратпăр. Спиртлă ыхра настойки те лайăх. 200 грамм ыхрана 200 мл таса спиртпа хутăштарса 10 кун лартмалла. 1 литр сиропа 1 апат кашăкĕ спиртлă ыхра настойки яма юрать.

Унччен ял хуçалăхĕпе пачах туслăмарскер эпĕ утарçă пулса тăтăм, çак ĕçпе интересленекенсемпе паллашрăм. Нумайăшĕнпе çыхăну тытатăп. Интернет урлă Австралире, Америкăра пурăнакансемпе те çыхăну тытатăп. Пĕлтĕр çулла Çĕнĕ Зелландирен килчĕç. Чăвашра вĕсен йăхташĕсем пур та вĕлле хурчĕсемпе кăсăкланаканскерсене утарпа паллаштартăм.

«Куç хăрать те алă тăвать» теççĕ. Ĕçе пуçарсан вăл хăех малалла туртса пырать. Утар ĕçĕ чылайăшĕшĕн ÿт-пÿшĕн те, чуншăн та сиплĕх апачĕ пулнине шанатăп, кăсăкланакансене харсăртараххăн утар ĕçне алла илме сĕнетĕп.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.