«Кунта шанчăклă çынсем вăй хураççĕ»
Республикăра Раççей Федерацийĕн наци гвардийĕн çарĕсен кунне паллă турĕç.
Право хуралĕн органĕсен çумĕнче хĕç-пăшаллă отрядсем Вырăс патшалăхĕ тата Раççей империйĕн саманинчех йĕркеленнĕ. Малтан опрична çарĕсем, унтан гарнизон çарĕсем, шалти хурал, жандармери, Хĕрлĕ гварди… Граждан вăрçи вăхăтĕнче те, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи çулĕсенче те пакунлисем Общество хуралĕнче сыхă тăнă. СССР арканнă хыççăн 1992 çулта Раççей ШĔМĕн шалти çарĕсене туса хунă. Раççей Федерацийĕн Президенчĕн 2016 çулхи ака уйăхĕн 5-мĕшĕнчи хушăвĕпе Шалти ĕçсен министерствин шалти çарĕсен никĕсĕ çинче наци гвардине йĕркеленĕ.
Унтанпа вăхăт нумай та иртмерĕ. Апла пулин те Росгварди пирки право хуралĕн çирĕпленсе çитнĕ тытăмĕ тесе шанчăклăн калама юрать. Вăл общество хăрушсăрлăхне, граждансен прависемпе ирĕклĕхне хÿтĕлессипе çыхăннă тĕллевсене пахалăхлă тата тухăçлă пурнăçлать.
— Наци гвардийĕн тĕп пуянлăхĕ, мăнаçлăхĕ — хăйсен тивĕçĕсене тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлакан, Тăван çĕршыв вăй-хăватне çĕклекен шанчăклă çынсем, — терĕ Росгвардин Чăваш Республикинчи пайĕн пуçлăхĕ Алексей Ежеев ĕçтешĕсене професси уявĕпе саламланă май. Вăл çавăн пекех РФ наци гвардийĕн Атăлçи округĕнчи çарĕсен командующийĕн Александр Порядин генерал-лейтенантăн саламне вуласа пачĕ. Командующи наци гвардийĕн салтакĕсем патшалăхăн шанчăклă тĕрекĕ пулнине палăртнă, вĕсен çемйисене мăшăрĕсемпе ывăлĕсене пурнăçра, кулленхи ĕçре ăнланса пулăшса пынăшăн тав тунă.
Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин та çĕнĕ структура ăнăçлă ĕçленине, служба тивĕçĕсене пурнăçа шеллемесĕр пурнăçланине палăртрĕ. «Раççей гражданĕсен канăçлăхĕпе ырлăхĕ сирĕнтен нумай килет», — терĕ премьер-министр. Унтан вăл служба тивĕçĕсене тÿрĕ кăмăлпа пурнăçласа тата оперативлă служба ĕç-хĕлĕнче пысăк кăтартусемпе палăрнисене патшалăх наградисемпе чысларĕ. Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов вара республикăра саккунлăха тата право йĕркине çирĕплетес тĕлĕшпе тунă тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн наградăсем пачĕ.
Чăнах та, наци гвардийĕн салтакĕсен тăнăç пурнăçра та алла пăшал тытмалли, вилĕмпе куçа-куçăн тăмалли самант сахал мар сиксе тухать. Акă пуш уйăхĕн 24-мĕшĕнче Çурçĕр Кавказра служба тивĕçĕсене пурнăçласа темиçе сотрудник пуç хунă. Пуриншĕн те пысăк инкек. Вăхăтсăр пурнăçран уйрăлнисене уява пухăннисем пĕр минут шăп тăрса асăнчĕç…
Наци гвардийĕн çарĕсен сотрудникĕсем професси уявне кăçал пĕрремĕш хут паллă турĕç. Раççей Федерацийĕн наци гвардийĕн çарĕсен кунне çулсерен пуш уйăхĕн 27-мĕшĕнче уявласси çинчен Раççей Президенчĕ кăрлач уйăхĕн 16-мĕшĕнче пĕлтерчĕ. Çак куна ăнсăртран суйласа илмен. Çарти çирĕпленнĕ йăла-йĕркене сыхласа хăварассине тĕпе хунă: маларахри çулсенче пуш уйăхĕн 27-мĕшĕнче Раççей ШĔМĕн шалти çарĕсен кунне паллă тунă.
Валентина БАГАДЕРОВА