Комментари хушас

15 Ака, 2014

Шкула - парне

«Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин регионти уйрăмĕ тата ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ Олег Мешков ятарлă акци пуçарнă. Ун вăхăтĕнче депутат Патăрьелпе Шăмăршă районĕсенчи шкулсене кире пуканĕн комплекчĕпе тивĕçтерме палăртнă.

Кун çинчен вăл «Хыпар» хаçатăн турнирĕнчех пĕлтернĕччĕ. Сăмахне тытрĕ: çак кунсенче Олег Мешков тата спортăн тĕнче класлă мастерĕ, Европа чемпионĕ Борис Глинкин Патăрьел районĕнчи шкулсене çитсе курнă. Чи малтан вĕсем район администрацийĕн пуçлăхĕпе Николай Глуховпа тĕл пулнă. «Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн» ыр кăмăллăх марафонĕ епле пынипе паллашнă, районти вĕренÿ, сывлăх сыхлавĕ тата социаллă пурнăç сферинчи ыйтусене сÿтсе явнă. Унтан хăнасем Тури Туçа, Сăкăт тата Аслă Арапуç вăтам шкулĕсене васканă.

«Сывă пурнăç йĕркине пăхăнакан тата спортпа туслă çыннăн сывлăхĕ ялан çирĕп, вăл нимĕнле йывăрлăхран та хăрамасть. Тимĕр вăййипе кăсăкланакан вара илемлĕ, вăйлă, ĕçре хастар, вĕренÿре тăрăшуллă. Кире пуканĕн спорчĕпе чылай çын интересленет: вĕсен йышĕнче эпир арçынсене кăна мар, хÿхĕм пикесемпе маттур хĕрарăмсене, пултаруллă яшсемпе сумлă ветерансене куратпăр. Çавăнпа çĕр-шывра, республикăра, район-хулара вун-вун ăмăрту иртет. Спортăн çак тĕсне аталантарас тĕллевпе Чăваш Ен правительствипе ЧР Патшалăх Канашĕ малашне те чылай ĕç пурнăçлĕç», - тенĕ Олег Вадимович ачасене кире пуканĕсене парнеленĕ май.

Сăкăт шкулĕнче ятарлă секци ĕçлет, тимĕр вăййине кăмăллакансем унта хаваспа çÿреççĕ. Çамрăк спортсменсем районта тата республикăра иртекен ăмăртусене хăюллăнах хутшăнаççĕ, çитĕнÿпе таврăнаççĕ. «Кашни спортсменшăн çĕнĕ хатĕр вăл питĕ пысăк парне. Малашне кире пуканĕпе туслисен йышĕ ÿсессе, кăтартусем тата пысăкрах пуласса шанас килет», - тав тунă депутата шкулти тренер, Раççей спорт мастерĕ Алексей Алексеев.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.