Чăваш Акатуйне – Байкал хĕррине
Иртнĕ çул Пĕтĕм чăвашсен Акатуйĕ пĕрремĕш хут Крымра иртрĕ. Кăçал Байкал хĕррине çитесшĕн, чăваш юрри-ташшине Иркутскра кĕрлеттересшĕн.
Çуралса ÿснĕ кĕтесĕнчен çĕр-çĕр, пин-пин çухрăмра пурăнакан йăхташсемшĕн Шупашкарта тĕл пуласси — пысăк савăнăç, телей. Çавăнпа вĕсем кашни çуркунне тăван хутлăха вĕçсе килекен кайăксем пекех май тупăнса кунта туртăнаççĕ. Акă хальхинче те Чăваш наци конгресĕпе ЧР Культура министерствин пуçарăвĕпе йĕркеленĕ икĕ мероприятие — чăваш халăх тумĕн уявне тата чăваш эстрадин «Кĕмĕл сасă» фестиваль-конкурсне — тулли кăмăлпа килсе çитрĕç. Çав витĕмпе наци культура пĕрлĕхĕсен ертÿçисемпе тĕл пулса калаçма та меллĕ пулчĕ. Унта ЧР культура министрĕ Константин Яковлев, РФ Патшалăх Думин депутачĕ, Раççейри чăваш наци культура автономийĕн президенчĕ Леонид Черкесов, Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Николай Угаслов, Чăваш Ен халăхĕсен ассамблейин председателĕ Лев Кураков хутшăнчĕç.
Чăваш патшалăх филармонийĕнче иртнĕ «çавра сĕтеле» Константин Яковлев уçрĕ. Унăн шухăшĕпе — çакăн пек тĕлпулусем, мероприятисем питĕ кирлĕ: йăхташсен кăмăлне, ĕçлес хастарлăхне çĕклеме те, тăван чĕлхепе культурăна, йăла-йĕркене упраса хăварма та, хутшăнусене çирĕплетме те. Сăмах май, Константин Геннадиевич хăй вăхăтĕнче ЧНКн диаспорăпа ĕçлекен вице-президенчĕ те пулнă, çак тытăмри çивĕч ыйтусене никамран лайăх пĕлет. Çавăнпа Культура министерстви те наци культура пĕрлĕхĕсемпе çывăхрах пулмаллине, вĕсен çивĕч ыйтăвĕсене пĕлсе тăмаллине, татса пама пулăшмаллине хăйĕн тивĕçĕ тесе шухăшлать.
Министр çавăн пекех хăй ертсе пыракан отрасль ĕçĕ-хĕлĕпе те паллаштарчĕ. Йăхташсем çак тытăмра тунă çитĕнÿсемшĕн хĕпĕртерĕç пулĕ. Сăмахран, чăвашсем пысăк йышпа пурăнакан регионсем тăрăх час-часах гастрольте пулакан Çамрăксен театрĕ хăйĕн çурчĕллĕ пулчĕ, «Чăвашкино» çĕнĕрен чĕрĕлсе тăчĕ, пуш уйăхĕнчен пуçласа Наци телекуравĕ Калининградран тытăнса Урал тăвĕсем хутлăхĕнче пурăнакан ентешсен килĕсене те çитрĕ. К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕшĕн те савăнмаллах. Театра йĕркеленĕренпе 100 çул çитсе пынă май ăна инçетри тăвансемпе çывăхланма, çуллахи гастроле кайма республика бюджетĕнчен 8 миллион тенкĕ пама палăртнă. Çапла Тутарстан, Пушкăрт республикисенчи, Ульяновск облаçĕнчи, Мускав хулинчи ентешсем кăçал чăвашла спектакльсем курса киленĕç.
Леонид Черкесов Раççейри чăвашсен наци культура автономин президенчĕн тивĕçĕсене пурнăçлама нумаях пулмасть çеç пуçăннă, çапах вырăнти пĕрлĕхсен ĕçĕсемпе паллашма вăхăт тупнă. Унăн шухăшĕпе — чăвашсене упранса юлма тата аталанма пĕр шухăшлă пулни пулăшĕ. Тата ку енĕпе çине тăрса ĕçлени. Грантсене тивĕçмешкĕн проектсем çырма сĕнчĕ, вĕсене пурнăçа кĕртме май килнĕ таран хăй те пулăшма шантарчĕ, Чĕмпĕрсен наци культура автономийĕ лайăх ĕçленине палăртрĕ. Çĕршывăн тĕп хулинчи чăваш вырсарни шкулĕ ячĕпе ырă сăмахсем каларĕ. Çывăх вăхăтра пурнăçламалли ĕçсенчен пĕри — Мускавра Иван Яковлевăн палăкне лартассипе çыхăннă ыйту — çинче чарăнса тăчĕ.
Николай Угаслов ЧНК пуçарăвĕпе пурнăçа кĕнĕ ĕçсене аса илчĕ. Кăçал Чăваш наци конгресне йĕркеленĕренпе 25 çул çитет. Чĕрĕк ĕмĕрте пурнăçланă ĕçсене пĕтĕмлетекен кĕнеке кăларасси — тĕп ĕçсенчен пĕри. Регионсене тухса çÿресси те пĕлтерĕшлĕ. «Иртнĕ çул Пĕтĕм чăвашсен Акатуйĕ пĕрремĕш хут Крымра иртрĕ. Кăçал Байкал хĕррине çитесшĕн, чăваш юрри-ташшине Иркутскра кĕрлеттересшĕн, — терĕ Николай Федорович. — Диаспора чăвашĕсене май килнĕ таран пулăшатпăр. Наци уявĕсене — Акатуя, Çăварнине, Сурхурине, Чÿклемене, çавăн пекех халăх кĕрешĕвне — вырăнта чăн чăвашла йĕркелеме пулăшатпăр, методика хатĕрĕсемпе тивĕçтеретпĕр». Ун шухăшĕпе — Тюмень облаçĕнчи йăхташсем уйрăмах хастар. Унта çулленех «Бичурин вулавĕсем», «Тюмень-Шупашкар» телекĕперсем иртеççĕ. Красноярскри йăхташсем наци уявĕсене хастар хутшăнаççĕ.
Конгресс шкул ачисемпе те туслă ĕçлет. Икĕ çул умлă-хыçлăн «Çĕнĕ ятсем уçатпăр» литературăпа пултарулăх конкурсĕ ирттернĕ. Унта Тутарстан, Чăваш Ен, Пушкăртстан, Саратов, Ульяновск облаçĕсен ачисем хутшăннă.
2009 çултанпа Шупашкарта Пĕтĕм чăвашсен Акатуйĕ иртет. 2016 çулта унта Раççей регионĕсенчен тата чикĕ леш енчен 22 пултарулăх коллективĕ хутшăннă.
Чăваш халăх писателĕ Анатолий Кибеч халăх тумĕн куравĕнче чăвашсен авалхи эстетика туйăмĕ пысăк пулнине, ăна паян та тĕрĕс тытса пымаллине асăрхаттарчĕ. «Кĕмĕл тумлă халăх уринче çăпата пулман, вăл сăран пушмакпа çÿренĕ», — терĕ.
Хăнасене мĕнле ыйтусем хумхантараççĕ-ха? Ульяновск облаçĕнчи чăваш наци культура автономийĕн ертÿçи Олег Мустаев Лев Кураков хăй вăхăтĕнче Чĕмпĕрти чăваш шкулне çĕнĕрен чĕртсе тăратас тĕлĕшпе тунă ĕçсене аса илчĕ. «Яковлев шкулĕнче Чăваш университечĕн филиалне те уçнăччĕ, анчах ăна хамăрăн сÿрĕклĕхе пула пĕтерсе хутăмăр», — терĕ.
Константин Малышев /Тутарстан/ çапла шухăшлать: чăваш ачисене садикре те чăвашлах вĕрентмелле. Халĕ вĕсем вырăсла калаçса ÿсеççĕ, шкула кайма пуçласан тăван чĕлхене словарьпе вĕренме тытăнаççĕ. Андрей Яковлев /Крым/ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Севастополе хÿтĕлесе пуç хунă ентешсене асăнса палăк лартма тĕв тытнине пĕлтерчĕ. Ĕçе пурнăçлама 2 миллион тенкĕ кирлĕ-мĕн, хальлĕхе 70 пин кăна пухăннă. Çавăнпа пĕлтерĕшлĕ те сăваплă çак ĕçе пурне те хутшăнма чĕнсе каларĕ. Владимир Логинов /Тюмень/ Тобольск хулинче кăçал чаплă ăсчахăн Никита Бичуринăн асăну хăмине уçма хатĕрленнине пĕлтерчĕ, унта та ĕçленĕ вăл. Хĕвелтухăç халăхĕсен тĕпчевçи çуралнăранпа кăçал 240 çул çитет. Çавна май пысăк мероприятисем Шупашкарта та, Питĕрте те иртĕç. Шурă Шупашкар вара ентешсене тепĕр хут Республика кунĕнче йышăнĕ. Ун чухне хулара Пĕтĕм чăвашсен Акатуйĕ иртĕ.
Надежда СМИРНОВА