Комментари хушас

15 Ака, 2014

Кунта ăсталăха туптаççĕ

Вăрмар тăрăхĕ чылай пултаруллă спортсмена çитĕнтернĕ. Çамрăк ăрăва физкультурăпа спорта юратма хăнăхтарас тата спортăн анлă çулĕ çине тухма хатĕрлес енĕпе районти А.Федоров ячĕллĕ ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн тÿпи те пур. Кăçал вĕренÿ учрежденийĕ уçăлнăранпа 45 çул çитрĕ.

Çамрăксене - анлă çул çине

«Урожай» спорт обществин Чăваш Енри канашĕн президиумĕн 1968 çулхи раштавăн 27-мĕшĕнче иртнĕ ларăвĕнче Вăрмарта спорт шкулне уçма йышăннă. Унăн директорĕ пулма физкультура вĕрентекенне Зосим Матвеева çирĕплетнĕ. Малтан спорт çуртĕнче ирĕклĕ мелпе кĕрешекенсен тата велосипедистсен секцийĕсем /тренер-преподавателĕсем - Николай Таратинпа Петр Павлов/ ĕçленĕ, каярах самбо, волейбол, футбол тата çăмăл атлетика уйрăмĕсене уçнă. 1971-1974 çулсенче шкул тилхепине Петр Павлов тытса пынă, унтан 20 çул ытла - СССР спорт мастерĕ Алексей Федоров. Вăл тăрăшнипех 1982 çулта поселокра спорт çурчĕ хута кайнă.

1995 çултанпа спорт шкулне Сергей Архипов ертсе пырать. Вăл пĕлтернĕ тăрăх - паянхи кун 8 уйрăмра 670 яхăн ача ăсталăха туптать, районти 11 пĕлÿ çуртĕнче спорт шкулĕн уйрăмĕсем пур. Унта пултаруллă тренерсем вăй хураççĕ. Пысăк Енккассинче Раççей тава тивĕçлĕ тренерĕ Юрий Архипов ĕçлет. Вăл Олимп вăййисен бронза призерне Татьяна Архипова-Петровăна, тĕнче чемпионачĕн кĕмĕл призерне Татьяна Титова-Тихоновăна, кросс енĕпе республика чемпионкине Зоя Миролюбовăна çитĕнтернĕ. ЧР тава тивĕçлĕ тренерĕ Валерий Сидоров велосипедçăсене хатĕрлет, унăн вĕренекенĕсем /Никита Чубуков, Руслан Боредский, Дмитрий Яковлев.../ нумай ăмăртура мала тухнă. Геннадий Исаев, Людмила Агапова, Александр Ноздрин /çăмăл атлетика/, Лев Уливанов, Иван Никитин /самбо, кĕрешÿ/ тата ыттисем çамрăксен ăсталăхне туптас енĕпе чылай тăрăшаççĕ.

 

Мухтанмалли пурах

Ашшĕ-амăшĕн мухтавĕ - ачисем, спорт шкулĕн ятне спортсменсем çĕклеççĕ. 45 çул хушшинче шкултан пин ытла çын вĕренсе тухнă: спортăн тĕнче класлă мастерĕ - 3, СССР тата РФ спорт мастерĕ - 38, спорт мастерĕн кандидачĕ - 100 ытла... Вĕсенчен чи палли - 2012 çулхи Олимп вăййисенче бронза медаль çĕнсе илнĕ Татьяна Архипова-Петрова /Карăкçырми/. Олимпиадăсене хутшăнма тивĕçнисем: Светлана Захарова /Атайкасси/ марафонçă, Сергей Иванов /Кĕтеснер/ велосипедçă, маунтинбайк енĕпе палăрнă Вера Андреева /Çĕнĕ Шулхан/. Çавăн пекех Вăрмарсем Олимп вăййисен чемпионĕпе, СССР спортăн тава тивĕçлĕ мастерĕпе, паллă боксерпа Валериан Соколовпа /Пинер/ тата Пĕтĕм тĕнче Универсиадин çĕнтерÿçипе, СССР чемпионĕпе Николай Пуклаковпа мухтанаççĕ.

Вăрмар тăрăхĕнче çуллен вун-вун ăмăрту иртет. Алексей Трофимов çамрăк велосипедçăна халалласа Пĕтĕм Раççейри турнир йĕркелесси йăлана кĕнĕ. СССР спортăн тава тивĕçлĕ мастерне Николай Пуклакова асăнса тата тĕнче чемпионачĕн бронза призерĕн Светлана Захаровăн парнисене çĕнсе илессишĕн иртекен ăмăртусене чылай атлет хутшăнать. Район чемпионачĕсен шучĕ те сахал мар.

 

Алексей Федоров - тренер тата ертÿçĕ

2001 çулта спорт шкулне ЧАССР физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕн Алексей Федоровăн ятне панă. Алексей Федорович Кĕçĕн Шăхальте çуралса ÿснĕ. Ял ачи 5 çухрăмра вырнаçнă шкула çÿренĕ чухне велосипедпа туслашнă. Киле таврăннă чухне тусĕсемпе ăмăртмалла чупнă, çак тупăшура ăна никам та çитеймен. Унăн хастарлăхне физкультура вĕрентекен Петр Павлов асăрханă, часах велосипедпа тата йĕлтĕрпе чупас енĕпе тренировкăна çÿреме пуçланă. Çитĕнÿ нумай кĕттермен: шкул ачи пĕрремĕш ăмăртурах лайăх кăтартупа палăрнă, 15 километрлă дистанцие пиллĕкмĕш вĕçленĕ. 1969 çул спортсменшăн ăнăçлă пулнă. Республика ăмăртăвĕнче призерсен йышне кĕнĕскере Чăваш Енĕн пĕрлештернĕ командине илеççĕ. Çĕр-шыври шкул ачисен спартакиадине хутшăнать, каярах республикăри велосипедçăсен чупăвĕнче чемпион ятне тивĕçет.

1974 çулта Канашри педагогика училищинчен вĕренсе тухнă çамрăк специалиста районти спорт шкулĕн директорне çирĕплетеççĕ, çав вăхăтрах вăл тренер-преподавательте те ĕçлет. Алексей Федоров чылай велосипедиста çитĕнтернĕ: спортăн тĕнче каласлă мастерĕ, СССР чемпионĕ Иван Иванов, çĕр-шыв чемпионатĕнче 6 хут çĕнтернĕ тата тĕнче чемпионатне хутшăннă Виталий Гаврилов, РСФСР ăмăртăвĕсен çĕнтерÿçи Нестер Федоров, СССР спорт мастерĕсем Валерий Федоров, Николай Павлов, Сергей Иванов тата ыттисем. Ăна ăста спортсменсем хатĕрленĕшĕн «Физкультурăпа спорт отличникĕ» хисеп паллипе /1979/, «РСФСР тава тивĕçлĕ тренерĕ» /1985/ ятпа чысланă. Алексей Федоровăн ывăлĕ Андрей та ашшĕ çулĕпе кайнă. Вăл - маунтинбайк-велокросс енĕпе Раççей спорт мастерĕ, Чăваш Ен чемпионачĕн çĕнтерÿçи, çĕр-шыв чемпионачĕн призерĕ, тĕнче турнирĕсенче пĕрре мар палăрнă.

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.