Çичĕ кил пĕр çемьери пек пурăнать
Ялĕ малтан та пысăк пулнă тееймĕн-ха, пĕтĕмпе те 70 çурт мăрйинчен çеç тĕтĕм мăкăрланнă. Халĕ вара хĕллехи кунсенче Куславкка районĕнчи Аялти Улмалуйра 7 çемье çеç пурăнать. Çулла хапха алăкĕ уçăлса-хупăнакан хуралтăсен йышĕ кăштах ÿсет-ха. Çакă хулара пурăнакансем çуралса ÿснĕ тăван килĕсемпе е çывăх тăванĕсен çурчĕсемпе дача вырăнне усă курнипе çыхăннă.
Энĕш юханшывĕ хĕрринче вырнаçнă ял çулла çав тери илемлине калаççĕ çынсем. Йывăç-курăклăскер ешерсе симĕсленсен, пахча-сад чечеке ларсан куçа епле ан илĕрттĕр-ха? «Пырса кĕнĕ чухне ку ял тесе те калаймăн. Йывăçсен хыçĕнче çуртсем курăнмаççĕ те», — тет Энтри-Пасарти вулавăш ĕçченĕ Людмила Шикарева.
Халăх вара ялта питех те туслă пурăнать. Пĕр пысăк çемье пек. Паян кам мунча хутнине те, кам мĕн ĕçлеме палăртнине те, виççĕмĕшĕн района е хулана çула тухма сăлтав тупăннине те... — пурне те пĕлсе тăраççĕ Улмалуйсем.
Вутă та çурать, утă та çулать
Ялти хисеплĕ çынсенчен пĕри — Зинаида Смирнова. 89 çула кайнăскерне кинемей теме те чĕлхе çаврăнмасть. Лара-тăра пĕлменскер паян та вутă çурать, утă çулать. «Ним мар йывăç тăрне те хăпарса анать» теççĕ ун пирки ыттисем. Халĕ кинемей пилĕк çул каялла пенсие тухсан хуларан яла таврăннă хĕрĕпе Вальăпа пурăнать-ха. Анчах ĕне яланах усранă хĕрарăм. Пĕччен пурăннă чухне те. Сăмах май, ялта ку выльăха тытакан пĕртен-пĕр çемье ку. Сурăхĕсем те 15 таранах пулнă-ха, халĕ вĕсене усрама чарăннă ĕнтĕ. Çăмĕ вара — туллиех. Ăна та арласа чăлха-нуски çăмăллăнах çыхать Зина аппа. Мăйракаллă шултăра выльăха çулла кĕтĕве ямалла-çке. Курăк çине тухса кăкараççĕ пулĕ терĕм те... Çук иккен. Кÿршĕ ял кĕтĕвне хутшăнаççĕ.
— Çÿлти Улмалуйсен те ĕни 11 пуç майлă çеç, вĕсене сурăхсемпе хутăштарнă та уйăхра пĕрре каятпăр черете. Кашни ир ĕнене анне кайса леçет, илсе килет. Хам хăвалас тетĕп те — килĕшмест. Хăех тухса утать. Ялсен хушши пĕр-икĕ çухрăм майлă пулать пулĕ. Тепĕр чухне дачниксем валли виçĕ литрлă бидонпа сĕт йăтса каять-ха тата, — тет хĕрĕ Валя.
Сĕтрен тăпăрчă та тăваççĕ, çу уçласа уйран та ĕçеççĕ... Юр-вар таврашне туянакан та чылай. Çавăнпах пĕр ĕне сĕчĕ тепĕр чухне çитсе те пыманнине палăртаççĕ Смирновсем. Халĕ акă тата 9 хутчен пăруланă ĕнине çамрăклатасшăн-ха, пушмак пăру çитĕнтереççĕ. Паллах, выльăх валли апачĕ те сахал мар кирлĕ.
— Çăвĕпех çурла йăтса утатăп. Йĕри-тавра курăк сахал-и? Çавапа кĕске хунав касăлмасть, капла симĕс курăка вырса илетĕп те тултарса килелле утатăп, — тет Зинаида Сергеевна.
Ачалăхĕ вăрçă çулĕпе пĕр килнĕскерĕн, паллах, пурнăçра темĕн те курма тивнĕ. Мăшăрне 25 çул каяллах пытарнă. Канаш районĕнчи Асхваран килнĕ кинне хуняшшĕ тÿрех килĕштермен. «Каялла кайса яр ку пĕчĕкскерне», — тенĕ ывăлне. Çемье пуçĕ хаяр пулнăранах ачине те иккĕ çеç çуратнă кинĕ.
— Хветĕрпе килĕштерсе пурăннă эпир. Канашра механизаци шкулĕнче вĕреннĕ чухне паллашнă унпа. Мана курсан «ку хĕре вĕçертместĕпех» тесе шухăшланă-мĕн. Юрлама ăстаччĕ вăл. Юнашар ларса илемлĕ кĕвве темĕн чухлех шăрантарнă, — тет юрра халĕ те ăстаскер. «Сарлака юратнă ман çĕршывăм» юрра чăвашла, вырăсла, нимĕçле ним мар шăрантарать вăл.
Пĕри кукăль пĕçерет, тепри сăра вĕретет
Ялĕ пĕчĕк пулин те пурнăç вĕресе тăрать кунта. Пĕрин хыççăн тепри çурчĕсене юсаса-çĕнетсех тăраççĕ. Çамрăксенчен кинемей-мучисем те юлмаççĕ. Тирпей-илеме кăмăлланипе палăрать ял халăхĕ. Йышĕ пысăк мар пулин те — хастар. Сирĕн ялта «волонтер» пур-и-ха? Аялти Улмалуйсем вара хăйсен кун пек пулăшуçă пуррипе мухтанма та пултараççĕ.
Валерий Карташов çумне çыпăçнă çак хушма ят. Ахальтен мар. Хĕлле тăман вĕçтерсе иртнĕ хыççăн ирех тăрса кÿрши-арши умĕнчи сукмака та уçса хурать-мĕн. Камăн газ кăмаки сÿннĕ, теприн электирчество çути пĕтнĕ — чылайăшне пулăшма васкать вăл. Мăшăрĕпе Людмила Фадеевнăпа ватăсене тĕрлĕ ĕç пурнăçлама та наччасрах пулăшаççĕ, пĕрре те ÿркенмеççĕ.
Карташовсем хулара ĕçлесе пурăннă, пенси çулне çитсен Валерий Алексеевич çуралса ÿснĕ киле таврăнса ăшă йăва çавăрнă. Халĕ ялти уçă сывлăшпа тулли кăмăлпа киленсе пурăнаççĕ вĕсем.
— Пилĕк хĕл каçрăмăр ĕнтĕ. Нихăш енчен те япăх мар. Ял халăхĕ те питĕ кăмăллă та уçă. Лайăх пурăнатпăр. Выльăх усрамастпăр ĕнтĕ, чăх-чĕп тытатпăр, пахчара ĕçлетпĕр. Халĕ акă калчасемпе аппаланатпăр-ха. Уявсенче те пурте пĕрле эпир. Ăшă кукăль пĕçеретпĕр. Люба аппа сăра вĕретет. Ăста юрлама пĕлекенсем те чылай. Ачасем те, тус-тăван та килсех тăраççĕ. Пĕр канмалли кун та хăнасăр иртмест. Мăшăрăм та питĕ кăмăллă арçын, — тет Людмила Карташова.
Мĕнпур ĕçе мăшăрĕпе пурнăçлаççĕ вĕсем. Хăма саваламалла-и, кирпĕч хумалла-и — яланах пĕрле.
— «Волонтер» тенине таçтан шухăшласа кăларчĕç... Кÿренместĕп куншăн. Ватăсене пулăшатăп ĕнтĕ. Пирĕн пĕрле пурăнмалла-çке. Çÿлти урамри куккан пĕр вăхăт тăтăш газ кăмаки сÿнетчĕ. Халĕ тÿрлетсе пачĕç-ха. Килес тесех килтĕмĕр яла. Кунта сывлăшĕ те паха. Энĕшре пулă та тытатăп. Йĕри-тавра кăмпа-çырла та нумай, — тет «волонтер».
Американ та хăтлăх тупнă
Улмалуй йышĕ чăннипех туслă. Тĕрлĕ наци çынни килĕштерсе пурăнать кунта. Чăваш хушшинчех Америкăн Алабама штатĕнчен куçса килнĕ Кэвин Ли Олив та хăтлăх тупнă.
— Йăмăк Наташа Иордание ĕçлеме кайсан паллашнă вĕсем. Пĕр-пĕрне килĕштернĕ те çемье чăмăртанă. Мăшăрланса ют çĕршывра тăватă çул пурăннă. Кĕрÿн ашшĕ-амăшĕ вилсен пĕтĕм пурлăхне сутса Чăваш Ене куçса килнĕ. Хальлĕхе кукамай çуртĕнче пурăнаççĕ, унпа юнашар çурт лартас теççĕ. Кэвина кунта килĕшет. Юр çеç йăлăхтарса çитернине палăртать. Вут та татать, мунча та хутать, апат та пĕçерет... Выльăх та усрасшăн вăл. Чăх-чĕп те, ĕне те илесшĕн. Тăван çĕршывĕнче мăйракаллă шутлăра выльăх пуçĕ 30 таранах пулнă унăн. Фермер шутланнă. Ашшĕ-амăшĕ пысăк çĕр лаптăкĕпе хуçаланнă. Унта вăрман та, кÿлĕ те кĕнĕ. Сысна таврашне епле пăхмаллине те пĕлет. Профессипе самолет-вертолет юсаканскер вăл. Вăрçăра та пĕрре мар пулнă. Награда та темĕн чухлех, — тет Сергей Долгов. Хулара пурăнаканскер кăçал хăй те ялтах хĕл каçнă.
Шел, Кэвина курма май килмерĕ. Шăп эпĕ пынă кун Наташăпа вĕсем Шупашкара кайнăччĕ.
Ял старостăсăр пулмасть
Ял старостăсăр епле пултăр-ха? Улмалуйсен те пур вăл. Ку тивĕçе Николай Скворцов чыслăн пурнăçласа пырать. Çак ялтах çуралса ÿснĕ вăл. Комбайнерта, трактористра, шоферта тăрăшнăскер кĕçех 76 çул тултарать. Хастар ĕçлесе республикăра та палăрнă арçын. Ахальтен мар Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕпе, Хисеп хучĕсемпе чысланă ăна. «Пĕрре кăмака хутса пÿрте ăшăтма та çитеççĕ вăл хут таткисем», — тет кил хуçи шÿтлесе. Районти хисеп кĕнекинче те пур унăн ячĕ.
— Ял старости малтанах Владимир Шикаревчĕ-ха. Вăл кунтан куçса кайрĕ те тилхепене мана шанчĕç, — тет Николай Федорович.
Ялта лавкка таврашĕ çук. Эрнере пĕрре автолавкка килсе каять. «Сахал мар-ши?» тесе кăсăклантăм та...
— Сахал мар. Укçине пит лайăх хырса каяççĕ, — тет уçă кăмăллă ăста купăсçă.
Мăшăрĕ Василиса Никитична çĕре кĕрсен пĕчченлĕхрен тарса арçын Валентина Николаевнăпа пурăнма тытăннă. Унпа чĕлхе тупнăранпа 18 çул çитнĕ.
— Ялта халăх сахал пулни, паллах, пăшăрхантарать. Эмигрантсем килмеççĕ-ши пирĕн пата? Йыш хушăннăччĕ. Эпĕ каччă чухне 70 килччĕ ялта. 1961 çулта пушанма пуçларĕ вăл. Красноярск тăрăхне тÿрех 10 çемье тухса кайрĕ. Ун чухне яла çитме çул та çукчĕ. Чылайăшĕ хулана, Энтри-Пасарне куçрĕ. Çапла йыш чакрĕ, — тет Николай Скворцов.
Тен, питех кулянмах та кирлĕ мар-тăр-ха... Ялта çурт лартса тымар ярас текен çамрăксем те пур-çке.
Татьяна НАУМОВА.
Автор сăнÿкерчĕкĕсем.