Комментари хушас

12 Ака, 2014

Асран кайми сăнар

- Ирçе вăтам шкулĕнче /Етĕрне районĕ/ пиллĕкмĕш класра вĕренеттĕмччĕ ун чухне. Фелицата Шатаева вожатăй пĕррехинче Зойăпа Шура Космодемьянскисем çинчен кĕнеке вуласа пачĕ. Калама çук тĕлĕнтĕм. Ытла та чун çывăхне илтĕм. 18 çулти хĕр хăюлăхĕпе паттăрлăхĕ пуçа вырнаçмарĕ. Совет Союзĕн икĕ Геройĕн амăшне куç хÿрипе те пулин курас килсе кайрĕ, - аса илет Нина Михайловна.

Ачалăхри ĕмĕт

Пĕчĕк хĕр ача вăрçă, паттăр пионерсемпе комсомолсем çинчен çырнă кĕнекесем вулама юратнă. Çакă пушшех хавхалантарнă ăна. Уйрăмах Зоя сăнарĕ куçĕ умĕнчен кайман, пурнăçри кирек мĕнле лару-тăрура та çирĕп те тÿсĕмлĕ, хăюллă пулма хистенĕ хĕр пĕрчине. Çитĕнсен паттăрсен тăванĕсене шыраса тупма тĕллев лартнă пĕчĕк Нина.

Шкул хыççăн педагогика институтне /халĕ И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУ/ ют чĕлхе факультетне вĕренме кĕнĕ. Анчах та амăшĕ чирленĕрен академи отпускĕ илме тивнĕ. Кайран Шупашкарти 2-мĕш шкула ĕçлеме вырнаçнă.

 

Кĕтнĕ тĕл пулу

1967 çулхи кăрлач уйăхĕнче, Шупашкарти 1-мĕш шкулта аслă вожатăйра ĕçленĕ чухне, Нина Михайлова Мускава экскурсие каякан студентсен ушкăнĕпе пĕрле Зоя амăшĕпе Любовь Тимофеевнăпа тĕл пулма çула тухать. Кремль, мавзолей интереслентермест ăна. Хулана çитсенех тĕллевне пурнăçлама васкать.

- Совет Союзĕн икĕ Геройĕн амăшĕ патне хăра-хăрах кайрăм. Алăка уçсанах çухалса кайрăм. Ман ума шап-шурă çÿçлĕ, çÿллĕ те тĕреклĕ хĕрарăм тухса тăчĕ, - каласа кăтартать Нина Михайловна.

Миçе çул ĕмĕтленсе пурăнни тинех пурнăçа кĕрет. Нина Михайловна паттăр ывăл-хĕр çитĕнтернĕ ачасен амăшне тав тăвать. Анчах та йывăр хуйхă тÿссе ирттернĕ хĕрарăм начар илтет иккен. Калаçу сыпăнмасть...

Любовь Тимофеевнăпа çыру çÿретме тытăнать Нина Михайлова. Тĕп хулана каймассерен ун патне чĕрĕ чечексемпе тата пĕчĕк парнесемпе кĕрет.

- Пĕррехинче Мускава çитсен ятарласа парикмахерские кайрăм. Хитре курăнас килчĕ. Çÿçе кастартăм, кăтралаттартăм. Çул çинче çумăр айне лекрĕм. Йĕпе чăх пек кĕрсе тăтăм ун патне. Любовь Тимофеевна ман çине пăхрĕ те: «Арçын аппа», - терĕ.

Любовь Космодемьянская патĕнче пулнă хыççăн адрес бюровне васкать. Зоя юлташĕ Клавдия Милорадова ăçта пурăннине çапла пĕлет. Малтанхи хутĕнче пĕчĕк хĕрĕ кăна алăк уçать. «Ыран килĕр, килтех пулатăп», - тет Клавдия Александровна телефонпа. Тепĕр кунхине калаçса татăлнă вăхăта каять Нина Михайлова. Çарти юлташĕсем пирки чылай каласа кăтартать ТАСС редакторĕнче ĕçлекенскер. Унранах 1941 çулхи чÿк уйăхĕн 29-мĕшĕнче Зойăн тантăшне Вера Волошинăна çакса вĕлерни пирки пĕлет. Унăн амăшне те шыраса тупать Н.Михайлова.

- Вăхăт сисĕнмесĕр иртсе кайрĕ Милорадова патĕнче. Калаçать те калаçать. Тухса кайнă чухне: «Çыратăр-и?» - терĕ. «Çыратпăр», - терĕм.

Нина Михайловна Клавдия Александровнăпа вăрахчен çыру çÿретсе пурăнать. Пĕррехинче хыпар ярать те - хурав килмест. «Ниночка, суккăрлантăм-çке», - илтĕнет телефонпа шăнкăравланă хыççăн лини тепĕр вĕçĕнче.

Клавдия Александровнăна кашни уявпах шăнкăравласа саламлать Нина Михайловна. 87 çула пуснă вăрçă паттăрĕ 2007 çулхи çурла уйăхĕнче ĕмĕрлĕхех уйрăлса каять.

 

Вĕренекен парни

Карачура вăтам шкулĕнче /Элĕк районĕ/ вĕренекен Володя Семенов Зоя Космодемьянская çуралнăранпа 75 çул çитнине халалласа йывăçа çунтарса портрет ÿкерет. Ăна Любовь Тимофеевнăна парнелеме шухăшлаççĕ. 1977 çул ачасемпе Ленинграда экскурсие кайнă май Мускавра ятарласа чарăнаççĕ. Портрет килĕшет хĕрарăма. Юлашкинчен пурте пĕрле асăнмалăх сăн ÿкерĕнеççĕ. Тепĕр 11 уйăхран Любовь Космодемьянскаян чĕри тапма чарăнать.

Нина Михайловнăн килĕнче унăн çырăвĕсемпе открыткисем упранаççĕ. Зойăн кăкăр çине çакмалли палли те пур. Ăна Любовь Тимофеевна хăй парнеленĕ.

 

Вил тăпри çинче

1967 çулхи кăрлачра Зоя Космодемьянская вил тăпри çинче пулнă май унăн мăйĕ çинче /мрамор бюст/ икĕ хĕрлĕ галстук вĕлкĕшнине асăрхать Нина Михайловна. Хăй галстукне те салтса çыхса хăварать. Мускавра пулмассерен унăн вил тăпри çине çитсе килет, чĕрĕ чечексем хурать.

Любовь Тимофеевнăна тата Зойăн шăллĕне Шурăна çак масартах пытарнă. Аппăшĕ вилсен вăл тата унпа пĕр класра вĕренекенсем хăйсен ирĕкĕпе «Зойăшăн тавăракансен экипажне» йĕркеленĕ. 1942 çулта вĕсем Ульяновскри танк училищине вĕренме кайнă. Александр Космодемьянский тата Владимир Юрьев паттăрла вилеççĕ. Чĕрĕ юлнă Владимир Титовпа вăрахчен çыру çÿретет Нина Михайловна, кайран тĕл пулать.

 

«Шырав» клуб

Шкулта ĕçлеме пуçласан Нина Михайлова «Шырав» клуб йĕркеленĕ. Ачасемпе кĕнеке вуласа тухнă хыççăн тетраде ятсене çырса хунă. Унтан шырама пуçланă, кайран çыру çÿретнĕ. Çакă ачасене кĕнеке вулама, ытларах пĕлме хавхалантарнă. Вĕсем хăйсен çитĕнĕвĕсем пирки чăн-чăн паттăрсене çырса кăтартнă. Кам патне кăна çырман пуль? Чылайăшĕнпе тĕл пулнă. Мускав, Хусан, Йошкар-Ола, Ленинград, Минск, Химки хулисене çитнĕ. Хатыньре те пулнă.

...Нина Михайловна пÿлĕме пысăк кутамккапа кĕрсе тăчĕ. Сĕтел çине темĕн чухлĕ çыру, сăн ÿкерчĕк, хулăн тетрадь кăларса хучĕ. Унăн архивĕ калама çук пуян. Музей уçмалăх та пур.

Шупашкарти 2-мĕш шкулта ĕçленĕ вăхăтра 3-мĕш класра Надежда Павлова ятлă хĕр ача вĕреннĕ. Ун чухне вăл тĕнчипе паллă балерина пуласси пирки никам та шухăшламан-ха. Нина Михайловна вара унăн сцена çинчи пĕрремĕш утăмĕсене курнипе мухтанма пултарать.

- 1966 çулхи пуш уйăхĕнче Хусанта шкулсен фестивалĕ иртрĕ. Надежда Павлова пĕрремĕш хут унта сцена çине тухрĕ. Ижевскран, Саранскран, ытти хуларан пултаруллă ача чылай пухăннăччĕ. Пирĕн Надежда шурă капрон кĕпепеччĕ, - каласа кăтартать Нина Михайловна.

Вĕрентекен халĕ тахçанах тивĕçлĕ канура. Тавралăха илемлетес, пуянлатас тесе кĕрлĕ-çурлă нумай-нумай йывăç лартать. 70 çултан каçнă хĕрарăм спортпа туслă. Шкулта тăрăшса ĕçленĕшĕн «Ĕç ветеранĕ» медале тивĕçнĕ, районти «Спорт ветеранĕ» медальпе те чысланă ăна. Хаçат-журналсăр унăн пĕр кун та иртмест. Уйрăмах чăваш кăларăмĕсене килĕштерет.

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.