Комментари хушас

18 Пуш, 2017

Ĕмĕт малаллах чĕнет

Етĕрне районĕнчи Анат Пăрнаш ялне пырса кĕрсенех куçа çутă тĕслĕ сăрăсемпе илемлетнĕ кил-çурт курăнать. Парамон Константиновичпа Лидия Пантелеймоновна çемйи пурăнать кунта. Кăрлач уйăхĕн 19-мĕшĕнче Чеховсем ачи-пăчипе, тăванĕ-пĕтенĕпе, ял-йышпа пĕрле кевер туйра савăнчĕç.

Парамон Константинович 1933 çулта çуралнă. Ывăлĕ икĕ çулта чухне ашшĕ çĕре кĕнĕ. Атăл урлă пĕрене турттарма кайсан шăнса пăсăлнă вăл.

Пушкăрт шкулĕнче 8 класс вĕреннĕ йĕкĕт. Çар хĕсметне Китай çĕрĕнче артиллери çарĕнче ирттернĕ. Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçне пурнăçласа таврăнсан Мăн Сĕнтĕрте ветеринарсене хатĕрлекен шкулта вĕреннĕ. Ильинка, Урпаш ялĕсенче выльăх тухтăрĕнче тăрăшнă. Хусанти Бауман ячĕллĕ ветеринари институтĕнче ăнăçлă вĕренсе 1972 çулта аллине диплом илсе таврăннă. Çавăнтанпа тăван «Родина» хуçалăхра ветеринарта тимленĕ.

Пулас мăшăрне улахра пĕрре курсах савнă вăл. Урпаш хĕрĕ ун чухне 18 çулта çеç пулнă-ха. Çавăнпах качча тухма та тÿрех килĕшмен. Йĕкĕтĕн хăтана темиçе те пыма тивнĕ. Çирĕп сăмахлăскер, хăть те мĕнле ĕçе те вĕçне çитерме хăнăхнăскер палăртнине пурнăçламасăр хăтана çÿреме чарăнман. Ашшĕ Аслă вăрçăра пуçне хунăран Лидия тăван мар ашшĕпе ÿснĕ. Паян кун та Лидия Пантелеймоновна ăна ырăпа асăнать. «Сăхманне те çĕлесе паратчĕ, кăçаттине те йăваласа тăхăнтартатчĕ, пире лайăх пăхса ÿстернĕ вăл», — аса илет 1938 çулта çуралнăскер.

«Хунямапа 19 çул килĕштерсе пурăнтăмăр, ачасене пăхса пулăшатчĕ, килти ĕçе те хутшăнатчĕ», — каласа парать Лидия Пантелеймоновна. Хуçалăхĕ вĕсен яланах пысăк пулнă. Ирхи 3 сехетре тăрса кăмака хутнă. Çулсерен вăкăр самăртнă, 2-3 сысна ами çăвăрлаттарнă, пыл хурчĕсем тытнă, нутри, кролик ĕрчетнĕ. Ялта чи малтан «Нива» машина туянаканнисем те — Чеховсем. Лашасене пĕтерме пуçласан мотоблок та тÿрех илнĕ вĕсем. «Пирĕн атте мал ĕмĕтлĕ çын, кĕсье телефонĕсем тухсан ăна та тÿрех туянчĕ», — каласа парать ывăлĕ Юра.

Телейлĕ мăшăр виçĕ ача ÿстернĕ: Галя, Римма, Юрий. Пурне те аслă пĕлÿ панă. Ачисем çемйисемпе Шупашкарта тĕпленсе пурăнаççĕ. Тăван килне час-часах килеççĕ. Калаçăвĕсенчен ашшĕ-амăшне кашниех хисеплени, юратни сисĕнет.

Г.АМЕЛОВА, Л.ИМЕНОВА.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.