Комментари хушас

12 Ака, 2014

Юрă-ташă çывăхлатать

Авалхи ырă йăла-йĕркене упраса хăварса çамрăк ăру патне çитересси - паян пурăнакансен тĕп тивĕçĕсенчен пĕри. Вун-вун çултан та çынсене савăк юрă, хаваслă ташă савăнтарма пултартăр.

Хĕрлĕ Чутай районĕнче халăх пултарулăхне аталантарас енĕпе курăмлă ĕçлеççĕ. Очень рекомендую DEAD TRIGGER 2 взлом с сайта fullgamehack.ru Хальхинче Питĕркасси ял тăрăхĕнчи пултарулăх ушкăнĕсем сцена çине тухрĕç. "Çуралнă çĕр-шывшăн чĕремĕр юрлать!" смотр-отчет программипе килĕшÿллĕн йĕркеленĕ концерт чăн-чăн уяв пулчĕ. Кунтах З.Перепелкина, Е.Охливанкина, Л.Сядайкина, З.Ярабаева ăстасен ал ĕçĕсен куравне йĕркеленĕ.

Ял артисчĕсене курма халăх йышлă пухăнчĕ. Жюри Г.Ярлов ертсе пыракан хор пысăк шайра юрланине палăртрĕ. Н.Чобайкинпа Н.Быков "12 çул хыççăн” шÿтлĕ юрăпа халăха чылайччен култарчĕç. Куракансем Питĕркасси шкулĕн вĕрентекенĕсен ансамбльне, М.Огонькова, Н.Чернов, Ю.Егоров юрăçсене тăвăллăн алă çупрĕç. Уява çавăн пекех шкул ачисемпе пĕчĕккисен юрри-ташши пуянлатрĕ. "Хăмăш” фольклор коллективĕ чăваш халăх юррисене хальхи вăхăтри пек çĕнетсе юрларĕ.

Питĕркасси ял тăрăхĕнче пурăнакансем юрă-ташă çынсене çывăхлатнине, чун-чĕрене пуянлатнине аван ăнланаççĕ. Çавăнпах кашниех халăх пултарулăхĕн пуян еткерлĕхне упраса хăварма, ăруран ăрăва куçарса пыма тăрăшать.

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.