Пĕрле çине тăнипе
Пуш уйăхĕн варринче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев политика партийĕсен парламентри фракцийĕсен ертÿçисемпе тĕл пулнă вăхăтра ку ыйту каллех çĕкленчĕ.
1996 çулхи çу уйăхĕн 14-мĕшĕнче Çĕмĕрле районĕнчи Мисчĕ поселокĕ çывăхĕнче чукун çул çинчи цистернăсем çаврăнса ÿксе вĕсенчи химикатсем - дизтопливăпа фенол - юхса тухса çĕре варалани, халĕ чукун çул управленийĕн дирекцийĕ малтан панă сăмахне тытмасăр инкек сиенне сирессинчен пăрăнни çинчен сăмах пулчĕ. Ун чухне вырăнти влаç тытăмне те çакăнпа килĕшсе ларнишĕн ÿпкев лекрĕ.
- Авари - яланах пысăк инкек. Капашĕ мĕн чухлĕ пысăкрах - çавăн чухлĕ тăкакĕ те, сиенĕ те... Паллах, синкере кĕске вăхăтрах сирме те, унăн хăрушă енне пĕтерме ниепле те май çук, - терĕ 18 çул каяллахи авари пирки телефонпа çыхăнсан Хĕрлĕ Октябрь ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Владимир Христофоров. Унтан çапла хушса хучĕ: - Вырăнти влаç ку енĕпе нимĕн те тумасть тенипе килĕшес килмест. Тен, пирĕн ĕçре те кăлтăк-çитменлĕх пулчĕ, ахăртне, анчах халăха ку синкерпе куçа-куçăн хăварман. Ун чухне те асăннă ыйту кун йĕркинчен тухман, халĕ те...
Çак тапхăтра инкек хăрушлăхне сирес, çут çанталăка вараланин калăпăшне чакарас, экологи тăрăмне лайăхлатас тĕлĕшпе мĕн тунине Владимир Васильевич пайăррăн асăнчĕ. Вăл çирĕплетнĕ тăрăх - хăй вăхăтĕнче дизтопливăпа фенол юнашарти икĕ юхан шыва - Хĕвел анăçри Ятсăр /Западный Безымянный/ тата Пасна /Бездна/ - лекнĕ, разъезд çывăхĕнчи тата çыран хĕрринчи пысăк лаптăка вараланă. Çĕрĕн пулăхлă сийне тавăрас, унпа малашне усă курмалла тăвас тĕлĕшпе «Раççей чукун çулĕсем» АУО тата «Бигор» ООО специалисчĕсем вараланнă вырăнсене сиенсĕрлетме «Олеворин» препаратпа усă курнă. Биотăрăма мĕнле лайăхлатнине, шывпа тăпра пахалăхне ЧР Çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министерстви сăнасах тăнă. Юхан шыври фенол шайĕ, сăмахран 1998 çултинчен 520 хут пĕчĕкленнĕ. Специалистсем çирĕплетнĕ тăрăх халĕ ку шыв пулă, хур-кăвакал ĕрчетме, пахча çимĕç шăварма юрăхлă.
Пасна юхан шывĕн авари тĕлĕнчи çыранĕсене малтанах гидроизоляципе хуплама палăртнă пулнă, анчах тĕрлĕ тĕпчевпе тĕрĕслев халĕ çапла тума кирлех маррине çирĕплетнĕ. Анчах Мисчĕ поселокĕнчи ĕçмелли шыв пахалăхĕ хальлĕхе лайăхланайман-ха. Çавна май Çĕмĕрле район администрацийĕпе Хĕрлĕ Октябрь ял тăрăхĕн сĕнĕвĕсене, халăх итлевĕн пĕтĕмлетĕвне, Хĕвел анăçри Ятсăр тата Пасна юхан шывĕсен санитарипе экологи тăрăмне тĕпе хурса Чăваш Республикин Çут çанталăк ресурсĕсен министерстви «Раççей чукун çулĕсем» АУО филиалĕпе - Чул хула чукун çулĕпе - малтан тунă килĕшĕве - юхан шыв çыранĕсене гидроизоляципе хуплассине - пăрахăçлама, ун вырăнне хăйĕн укçи-тенкипе Мисчĕ поселокĕнчи ĕçмелли шывпа тивĕçтерекен сооруженисене тата шыв пăрăхĕсене тĕпрен юсама, çавăн пекех çĕннисене хывма тепĕр килĕшÿ тума сĕннĕ. Атăл тăрăхĕнчи регионсен çут çанталăка сыхлакан пĕрлехи прокуратури килĕшĕве ырланă.
Чул хула чукун çулĕсем хальхи вăхăтра асăннă миравай килĕшĕве тĕпе хурса хăйĕн укçи-тенкипе ĕçмелли таса шыв сооруженийĕсемпе пăрăхĕсене пĕтĕмпех çĕнĕрен тăвать. Ĕнерхи кун тĕлне 5 км яхăн шыв пăрăхĕ хывнă, герметизациленĕ 42 çăл тунă, электричество линине çĕнетнĕ, ытти ыйтусене татса панă. Пĕтĕм ĕçе кăçал Республика кунĕ тĕлне вĕçлеме палăртаççĕ.