Сĕтлĕ качака ăрачĕсем
Качакасене тăватă тĕллевпе ĕрчетеççĕ: сĕтшĕн, çăмĕшĕн, çемçе мамăкĕшĕн, какайшăн. Чи анлă сарăлни — сĕтшĕн ĕрчетекенни. Сĕтлĕ ăратсен шутне зааненски, тоггенбургски, горьковски тата вырăс шур качаки кĕреççĕ. Чи сĕтли — зааненски. Вăл çӳллĕ — 77-78 см, ама качакасен виçи 50 кг, качака такисем 90 кг яхăн тайма пултараççĕ. Лайăх ĕрчеççĕ, путеккисем хăвăрт çитĕнеççĕ. 7-8 уйăхра чуптармалăх ĕлкĕреççĕ. Такасене çулталăк тĕлнелле çеç качака çине сиктерме юрать. Унсăрăн ăрат пахалăхĕ япăхланать.
Çулталăкра пĕр качакаран 900 литра яхăн сĕт сăваççĕ. Зааненски качакасем çирĕп, тĕрлĕ условие хăвăрт хăнăхаççĕ.
Тоггенбургски ăрат кăшт пĕчĕкрех. Виçипе амасем 50 кг, такисем 60-70 кг таяççĕ. Хăмăр тĕслĕ, сăмси тĕлĕпе куçĕ енне икĕ шурă йĕр каять. Мăйракасăр шутланаççĕ, хăшпĕрин пĕчĕк мăйрака шăтать. Кĕлетки çирĕп, лайăх ĕрчеççĕ. Çулталăкне 800 литр сĕт суса илме пулать.
Шурă качакан русская белая тĕсĕ шурă, çулталăкне 500 литра яхăн сĕт парать. Мăйракаллă, зааненскинчен пĕчĕкрех, лайăх ĕрчеççĕ, мăйракисем каялла çаврăнса ӳсеççĕ. Тепĕр чухне çак икĕ ăрата арпаштараççĕ.
Горьковскисем те шурă тĕслĕ, çăмĕ кĕске. Виçипе качака амисем 45 кг, такисем 55 кг пулаççĕ. Çулталăкне 500 литр сĕт параççĕ.