15 Пуш, 2017
ПИТПЕ ТУТА ВАЛЛИ
Каç енне ывăнса çитнĕ май нимĕн те тăвас килмест. Çапах та пите уçăлтаракан маска валли вăхăт тупмаллах. Ăна килти çимĕçсенчен хăвăртах хатĕрлеме пулать.
- Çĕрулмине пĕçермелле, сĕт хушса тӳмелле, пит çине хумалла. Вăл питри ывăнчăклăх йĕрĕсенчен самантрах хăтарать, ӳте якатать, çамрăклатать. Нимĕре ăшăлла сĕрмелле.
- Ӳте хăвăрт пулăшакан маска валли теркăланă кишĕр лайăх. Ăна майонезпа е сахăрпа хутăштарма пулать. Вăл типĕ тата йĕркеллĕ ӳте сывă тĕс кĕртет, питри хĕрлĕ йĕрсенчен хăтарать.
- Пахча çимĕç салачĕ хатĕрленĕ чухне кашни çимĕçе /çĕрулмисĕр пуçне/ кăштах илсе теркăпа хырмалла, лайăх пăтратмалла. Нӳретекен маска пулать. Вăл çуллă тата йĕркеллĕ ӳте юрăхлă.
- Пит çине йӳçĕтнĕ купăста хуни усăллă. Çак маска кирек мĕнле ӳте те çамрăклатакан, тасатакан витĕм кӳрет.
- Улма-çырла маски те паха. Тĕслĕхрен, теркăланă панулми, груша тата лимон сĕткенĕн хутăшĕ ӳте нӳретет. Ӳт типсех кайнă пулсан банан маски хатĕрлĕр. Хуппинчен тасатнă пĕр лимона нимĕрлемелле, пите çӳхе сийпе сĕрмелле. Маска кирек мĕнле ӳтшĕн те лайăх.
- Туташăн йӳçнĕ сĕт çимĕçĕсем усăллă. Тăпăрчă е хăйма маски тута ӳтне нӳретет, якатать.
- 1 чей кашăкĕ тăпăрча 1 чей кашăкĕ пылпа тата çĕçĕ вĕçĕпе илнĕ вĕтĕ тăварпа хутăштармалла, тутана сĕрмелле. Сивĕнсен маскăна мамăк тампонпа ӳте çемçен массаж туса тасатмалла.
- 1 чей кашăкĕ хăймана вĕтĕ вакланă 1 чей кашăкĕ ешĕл петрушкăпа хутăштармалла. Темиçе тумлам олива çăвĕ ярса лайăх пăтратмалла. Тутана сĕрмелле. 15 минутран ăшă шывпа çуса тасатмалла.