Комментари хушас

11 Пуш, 2017

Хĕрарăма та, арçынна та тĕрек кирлĕ

Кашни ĕç чыслă та хисеплĕ. Ламран-лама пĕр профессие суйласа йăх-несĕлĕн çулне малалла тăсма кăмăллакансем вара уйрăмах хисепе тивĕçлĕ.

Куславкка районĕнчи Энтри-Пасарти вăтам шкулта тăрăшакан Ивановсем учитель династине йĕркеленĕ. Кира Петровна кĕçĕн классене 23-мĕш çул вĕрентет. Мăшăрĕ Андрей Петрович та кунтах тăрăшать, вăл математика, физика, информатика урокĕсене тытса пырать.

Энтри-Пасарта çуралса ÿснĕ хĕр ЧППУн кĕçĕн классен факультетĕнчен вĕренсе тухнăранпах тăван шкулĕнче тăрăшать. Андрей Петрович вара — Çĕрпÿ районĕнчи Çирĕккасси-Туçа каччи. ЧПУн физикăпа математика факультетĕнчен вĕренсе тухсанах вăл Куславкка районĕнчи Чăрăшкасси шкулĕнче тăрăшнă, унти шкул хупăнсан тăван ялне куçнă.

Мăшăр пĕр-пĕрне ĕçлеме пуçласан тупнă.

— Вăл вăхăтра шкул коллективĕсем тĕлпулусем йĕркелетчĕç. Çапла Чăрăшкассинче ĕçлекенсемпе курнăçнă май паллашрăмăр та, — тет Кира Петровна мăшăрĕпе епле тĕл пулнине аса илсе.

Ивановсем виçĕ хĕр çуратса ÿстернĕ. Асли Шупашкарта аслă шкулта вĕренет, вăтаммин кăçал ППЭ тытма тивĕ, кĕçĕнни 7-мĕш класра çеç-ха.

— Диплом илсен хамăр шкултах ĕç вырăнĕ тупăннишĕн хĕпĕртерĕм. Хулара юлма кăмăл çукчĕ, ялах таврăнас килетчĕ, — тет кĕçĕн классен вĕрентекенĕ.

Амăшĕ Зоя Арсентьевна кунтах математика вĕрентнĕ. Çавăнпах хĕрĕпе амăшĕ нумай çул юнашар ĕçленĕ. Шел, Зоя Кудряшова тăванĕсенчен тăватă çул каялла уйрăлса кайнă.

— Пулăшса пыратчĕ анне. Йăнăш тунине курсан систеретчĕ, ырă сĕнÿсем паратчĕ. Ĕçе кÿлĕниччен хăнăхма та йывăр-çке. Унăн канашĕсем ĕçĕме çăмăллатнă çеç, — ырăпа асăнать хĕрарăм çывăх тăванне.

Сăмах май, Кира Петровнăн йăмăкĕ Алина та — вĕрентекен. Вăл Куснар шкулĕнче амăшĕ пекех математика вĕрентет. Андрей Петровичăн аппăшĕ Ольга та Куснартах тăрăшать, ачасене историпе общество вĕрентет. Вĕрентÿ ĕçне тÿпе хывакан татах пур. Зоя Арсентьевнăн аппăшĕ Ольга та пурнăçне ачасене пĕлÿ тĕнчине илсе кĕрессине халалланă, Йĕпреç районне качча тухнăскер Кĕлĕмкассинчи вăтам шкулта кĕçĕн классене вĕрентнĕ. Тепĕр тăванĕ Нина Арсентьевна та биологипе хими вĕрентекенĕ пулнă.

— Ĕçĕ, паллах, çăмăл мар. Анчах кĕçĕннисемпе ĕçлеме мана питĕ килĕшет. Хам шăпах çак профессие суйланишĕн пачах та ÿкĕнместĕп.

Ашшĕ-амăшĕпе çыхăнса ĕçлетпĕр. Уроксене те килеççĕ. Вĕсемпе хутшăнмасăр май çук. Пĕр ĕç тăватпăр-çке, — палăртать 4-мĕш класс ертÿçи.

Паллах, мăшăрĕпе пĕр-пĕрне пулăшса, хавхалантарса пыраççĕ.

— Пурнăç хĕрарăм çинче çеç тытăнса тăмасть, арçын витĕмĕ те пур. Пĕр-пĕрне ăнланнинчен, пулăшнинчен нумай килет. Арçынна та, хĕрарăма та тĕрек кирлĕ. Хĕрарăм çемье ăшшине тытса пырать тетпĕр-ха, анчах арçынсăр та пурнăç çук. Эпир шкулта та юнашар ĕçлетпĕр, киле таврăнсан та — пĕрлех. Хăть те мĕнле ĕçе те ачасемпе, мăшăрпа тăватпăр. Килĕшÿре пурăнни — тĕп вырăнта, — çирĕплетет Кира Петровна.

Татьяна НИКОЛАЕВА.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.