"Мĕн тери телейлĕ пулĕ унăн ачисем..."
"Алла калем тытса куççуль юхтарса "Чăваш хĕрарăмне" çырмасăр пултараймарăм. Пурăнасса Мурманск облаçĕнче пурăнатпăр-ха, Шупашкара хăнана килнĕ самантра çак çырăва шăрçалас терĕм.
Ача çуртĕнче çитĕннĕ эпĕ. Пурнăçăм мĕн çуралнăранпах унта иртрĕ темелле. Анне! Мĕн тери ачаш сăмах. Манăн та çак сăмаха каласа курас килетчĕ, анчах йĕри-тавра ача çуртĕнче ĕçлекенсем кăначчĕ. Юрать-ха вĕсем хушăран ăшă сăмах калатчĕç. Мĕн чухлĕ куççуль юхтарман пуль...
Парта хушшине ларсан урăх пурнăç пуçланчĕ. 9 класс хыççăн кам тăван шырама кайрĕ, кам — кил-йыш ăшши. Эпĕ вара пĕр хушă хамăрăн ача çуртĕнче ĕçлес тесе шухăшларăм. Урай, чашăк-тирĕк çурăм.
Малашнехи пурнăç еплерех йĕркеленесси çинчен пĕрмай шухăшлаттăм. Хам пекех шăпаллă тус-юлташпа Димăпа Шупашкара килтĕмĕр. Вăл ача çуртне амăшĕпе ашшĕ вилнĕ хыççăн лекнĕччĕ. Тăванĕсем ăна çемьене йышăнманччĕ. Атте-анне çук пулсан мĕн тăвăн, камран пулăшу ыйтăн?
Шупашкара вĕренме кĕрес шухăшпа килнĕччĕ эпир. Анчах ăнсăртран ÿкрĕм те ал-урана хуçрăм — строительсен больницин травматологи уйрăмне çаклантăм. Темиçе уйăх сипленмелле пулчĕ. 18 çул та больница койки çинчех тултартăм. Йăваш кăмăллă çынсем ĕçлетчĕç кунта. Мана вырттарнă кун санитарка Аля аппа та дежурствăраччĕ. Эпĕ алă-ура ыратнипе ниçта кайса кĕреймесĕр макăратăп — вăл çепĕç сассипе, ăшă кăмăлĕпе йăпатса сурансене сиплерĕ. Аля аппан ачаш аллине, ырă кăмăлне нихăçан та манас çук. "Анне" тесе чĕнсе курман эпĕ, унăн ачашлăхне те туйман, çепĕç алăпа та никам та çупăрламан мана. Çавăнпах-ши Аля аппана "анне" теессĕм килетчĕ. Маншăн вăл ĕмĕрлĕх çывăх çын вырăнĕнче юлчĕ. Аля аппа икĕ ывăл пур тетчĕ. Манăн хаçат урлă вĕсене "аннĕре нихăçан та ан кÿрентерĕр, яланах упрăр" тесе калас килет.
18 тултарнă ятпа Аля аппа мана илемлĕ алка, йăлтăр-ялтăр шăрçа парнелерĕ. Паян та упратăп вĕсене. Мĕн чухлĕ калаçса ларман-ши вăл манпа, мĕн чухлĕ ăса вĕрентмен-ши... Мĕнле телейлĕ пуль унăн ачисем!
Дима та 18 тултарчĕ, хĕсмете каясси çинчен калаçма пуçларĕ. Салтака кайиччен мана качча тухма ыйтрĕ. Аля аппа: "Лида, килĕш. Тен, Турă çырниех..." — сĕнÿ пачĕ. Эпир Димăпа мĕн ачаран пĕрле çитĕнтĕмĕр. Больницăрах çырăнтарчĕç. Анчах Димăна салтака ăсатма каяймарăм. Ман вырăна аппа-аннепе пĕрле уйрăм заведующийĕ Анатолий Васильевичпа Алена медсестра кайрĕç.
Дима Мурманск облаçĕнчи Североморска лекрĕ. Мĕн тери савăннăччĕ Аля аппа. Унăн аслă ывăлĕ те унтах пулнă-мĕн. Икĕ мăнук пур тетчĕ. Кĕçĕнни авланманччĕ-ха.
Ура çине тăма пулăшнăшăн, йывăр вăхăтра пĕрле пулнăшăн тайма пуç сана, Аля аппа-анне. Мана вăл Дима патне кайма тухсан та ăсатсах ячĕ. Дима хĕсметре тăнă вăхăтра хваттер тара илсе пурăнтăм. Кайран вăл контрактпа юлчĕ. Эпĕ Мурманскра диплом та илтĕм. Кăнтăрла вĕренеттĕм, каçхине ĕçлеттĕм. Каярах пире хваттер пачĕç. Çутă тĕнчене икĕ хĕр килчĕç: Алевтинăпа Алина. Упăшкам пĕрне Аля аппана халалласа унăн ячĕпе хуратпăр терĕ. Дима лайăх мăшăр та, лайăх атте те.
Тавах сире, Аля аппа, пире ырă сăмахпа пилленĕшĕн. Лайăххипе çеç асăнатпăр сире.
Те Ишлей, те Ишек тăрăхĕнче пурăнатăп тетчĕ Алевтина Никифорова. Хаçат урлă ăна пысăк тав сăмахĕ каласан тем пекехчĕ.
Лида, Дима, Аля тата Алина НОВИКОВСЕМ".
Салам, атте...
Алевтина Никифоровăна Ишлейре шыраса тупрăмăр. Чи кăсăкли — вăл пирĕн хаçат тусĕ, автор иккен. Çыру пирки асăнсан вăл сăмах кам пирки пынине тÿрех тавçăрчĕ. Кун пеккине епле манăн-ха? Çапах çÿлерех асăннă истори çинчен сăмах пуçариччен Алевтина Каприяновнăн кун-çулĕпе те паллаштарас килет. Мĕн тери тумхахлă пулать-çке пурнăç çулĕ ...
Амăшĕ Анастасия Михайловна — Мамка хĕрĕ. Тавах Турра, вăл чиперех пурăнать-ха, кăçал 84 çул тултарать. Çĕньял каччипе Каприян Григорьевичпа пĕрлешсен çемье хулана куçса кайнă. Ывăлпа хĕр çуралсан мăшăр хушшинче харкашу сиксе тухать. Упăшки кÿрентернине чăтайманнипе хĕрарăм икĕ ачипе тăван амăшĕ патне Мамкине куçса килет. Ун чухне Алевтина 6 çулта пулнă. Саккăр тултарсан ялти шкула кайнă.
"Аттерен уйрăлса килсен ăна 5-6 класа çитичченех курман. Пĕррехинче Ишлей урамĕпе утатпăр. Пĕрле вĕренекенсем: "Аçу килет, аçу..." — теççĕ. Палламан арçын манран иртсе кайрĕ. Йĕрес килчĕ. Каялла çаврăнтăм та аллинчен ярса тытрăм. "Эсĕ мана мĕншĕн чĕнмерĕн?" — тетĕп. "Аля-и? Сана курман та", — тет. Хăй те макăрса ячĕ. Лавккана илсе кайрĕ. Мĕн кирлине ыйтать. "Мĕн илсе парас тетĕн — çавна", — пĕлтертĕм. Велосипед туянчĕ. Ун чухне ку транспорт тухнă кăна! Роза чечекĕллĕ капрон тутăра хам суйларăм. Çÿçе пуçтармалли капăр пуç тури куç тĕлне пулчĕ те — ăна илсе пама ыйтрăм тата. Пуç çине хурса пăхсан питĕ хитре пулчĕ вăл. Çав парнесем маншăн питĕ паха пулчĕç. Кучченеçсем тултарса пачĕ. Яла çити ăсатрĕ, киле кĕмерĕ хăй. Кирса аттине те парса ячĕ. "Хăçан та пулин пурпĕр пыратăп", — терĕ.
Киле çитрĕм — анне вăрçать, ку япаласене ăçтан тупнине тĕпчет, атте пачĕ тенине ĕненесшĕн мар... Çавăн хыççăн атте пирĕн пата пыркаласа çÿреме пуçларĕ.
Вĕреннĕшĕн хĕненĕ
10 класс хыççăн хĕр вĕренес тĕллевпе хулана çул тытать. ЧПУн чăваш филологийĕпе истори уйрăмне кĕресшĕн пулать, анчах пысăк конкурс витĕр тухаймасть. Куçăнсăр майпа вĕренме те май пурри çинчен пачах та аса илмест. Электроаппарат заводĕнче диспетчерта ĕçлеме тытăнать. Икĕ çул тăрăшать унта.
"Ун чухне общежитире вырăн пурне те çитместчĕ. Ялтан куллен çÿреттĕм. Мамкирен 7 çухрăм Ишлее анаттăм. Ирхи 5-ри автобусран юлма юрамастчĕ. Анне хĕрхенчĕ. Хĕлле те, шыв-шурта та утмалла-çке. Çапла Ишлее таврăнса çĕвĕçре тăрăшма пуçларăм", — каласа кăтартать Алевтина Каприяновна.
22 çула çитсен хĕр Чăрăшкасси каччипе çемье çавăрнă. Иван Порфирьевичпа 15 çул пурăннă вĕсем. 1993 çулта арçын çĕре кĕнĕ.
"Пĕрлешсенех хунямапа пурăнтăмăр. Питех ĕçлеме юратмастчĕ çав Иван. "Искра" колхоз пире валли хваттер çук терĕ, çапах çурт лартса пама пулчĕ. Вырăн суйлама хушрĕ. Анчах фермăра ĕçлеме тивессе систерчĕç. "Хăть пăру, хăть сысна фермине ярăр, анчах ĕне сăваймастăп — сĕт шăршипе хăсатăп," — килĕшрĕм. Калаçса татăлтăмăр пек... Анчах пĕр кунхине эпĕ Ишлейрен киле таврăннă тĕле упăшка манăн япаласене анне патне кайса леçнĕ. Трактористчĕ вăл, трактор хÿрине çеç курса юлтăм. Çавăнтан анне патĕнче пурăнтăмăр. Хăй те — пирĕнпе пĕрлех.
Ĕçленĕ те ĕçленĕ эпĕ. Хамăн тем пек вĕренсе пăхас килетчĕ. "Ĕç хыççăн каçхине те вĕренме пулать-çке" тесе шухăшласа пурăнтăм. Иккĕмĕш ачана çуратнă хыççăн виçĕ çултан никама систермесĕр ЧПУна пĕрех кайрăм. Эпĕ — 33 çулта. Йĕри-тавра — çамрăксем. Сочинени çырнă чухне вĕсен хушшинче хама аван мар та пулчĕ-ха. Пуçа чикрĕм те... ĕçе малаллах пурнăçларăм, тăрăшса çыртăм. 1989 çулта çапах та вĕренме кĕтĕм.
Коля шкула çÿретчĕ, Саша — садике. Малтанах садикре ĕçлеттĕм-ха. Часах ача садне завод района панине каларĕç. Капла та май килмест-ха — хваттер илесси пĕтет-çке. Заводра юлас тесе темиçе ĕç те сĕнчĕç, анчах малярта ĕçлейместĕп — астма, чертежсем тума геометрие юратмастăп... Çапла 12 çул поварта тăрăшнă хыççăн тата çавăн чухлех подъездсем тасатрăм. Шăпах çак вăхăтра вĕрентĕм те. Лайăх пулчĕ ку. Сессине те ыйтса каймалла мар, шăлса тасататăп та — хулана вĕçтеретĕп. Тепĕр чухне Ивана: "Шупашкара кайса килмелли пур, ман вырăна тасат-ха паян," — тесе ыйтаттăм".
Тăватă çул чиперех вĕренет çапла хĕрарăм. Никам та сисмест вăрттăнлăхне. Анчах... Анчах пĕррехинче упăшки йĕрлесе хула-на пырать. Хĕрарăм университета кĕрсе кайнине те курса юлать. Вĕренме кайнăшăн çурăм шăмми тăрăх кирса атăпа ислетет. Икĕ çул юлнă вĕренмелли — диплом илеймест. Ура çине тăрайманран икĕ-виçĕ уйăх больницăра сипленме тивет. Кун хыççăн арçын хăй те нумай пурăнаймасть...
"Тепре качча каясси пирки шухăшламанччĕ те... Виçĕ çултан 18 çул каялла калаçнă Леонид Александровичпа пĕрлешрĕмĕр. Çамрăк чухнехи тусăм та арăмĕпе уйрăлнăччĕ. Икĕ ывăлăма ашшĕ кирлĕ пулĕ терĕм. 21 çул пурăнатпăр-ха", — сăмах çăмхине малаллах сÿтрĕ халĕ канлĕ ватлăхри Алевтина Никифорова.
Аля аппа-анне
"Тирпейлÿçĕре ĕçлеме йывăрланчĕ. Тулли витре те йăтмалла-çке. Çурăм шăмми ыратнине сисетĕп. Çăмăлрах ĕç тупмаллине чухлатăп. Больницăна кайма шухăш тытрăм. Унта питех асапланнă чухне уколсем тутарма та пулать вĕт. Республика больницинче пульмонологи уйрăмĕнче санитаркăра ĕçлерĕм. Строительсен поликлиникинче травматологи уйрăмĕнче санитарка кирлине пĕлсен унта куçрăм", — аса илет ырă кăмăллă та çемçе чунлăскер.
2004 çулта çулла ĕçлеме пуçланă вăл кунта. Çулталăкран пулса иртнĕ истори те асĕнчех.
"Чирлине анса илмелле теççĕ. Çап-çамрăк хĕрача лекнĕ больницăна. Аллине те, урине те хуçнăччĕ. Хăй каланă тăрăх — ÿкнĕ. Ытти-хыттине тĕпчемен те. Чăвашла лайăх пĕлетчĕ-ха. Хăш ача çуртĕнче ÿснине те ыйтман çав ун чухне. Дима илсе пынăччĕ ăна. Питех те ахлататчĕ хĕрĕ. Суранĕсем ыратнă ĕнтĕ. Ачашласа лăплантараттăм. "Аля аппа-анне" тесе чĕнме тытăнчĕ. Шелччĕ ăна. Лăпкаса лăплантарни те пĕрре мар пулнă.
Лида хăйне ача çуртне пăрахса хăварнă тетчĕ. Дима ача çуртне лекнине те ас тăватчĕ: ашшĕпе амăшĕ вилнĕ хыççăн лекнĕччĕ вăл унта. Шупашкара вĕренес тесе килнĕччĕ çамрăксем, анчах тĕллевĕ татăлнăччĕ. Çĕртме уйăхĕнче малтан Дима 18 тултарчĕ. Çурла уйăхĕнче Лида та çула çитрĕ. Манран парне пултăр тесе йăлтăркка эрешлĕ блузка илсе патăм. Хам сирень тĕсне кăмăлланăран çав тĕслĕ алкапа шăрçа парнелерĕм.
Больницăрах çырăнчĕç çамрăксем. ЗАГСа кайса калаçаканни те хамах пултăм. Юпа уйăхĕнче Дима салтака кайрĕ. Чÿк варринче Лида та ура çине тăчĕ. Дима ăна хăй патне чĕнсе çырнине кура раштав уйăхĕнче ăна пуйăспа лартса ятăм", — калаçрĕ пирĕн тусăмăр.
Ăна ырăпа асра тытни чунне ăшăтни хĕрарăм куçĕнченех сисĕнчĕ.
Татьяна НАУМОВА.