Комментари хушас

10 Пуш, 2017

Ака уйăхĕнче çулсене хупаççĕ

ЧР Транспорт министерствин хушăвĕпе республика территорийĕнче ака уйăхĕн 3-мĕшĕнчен пуçласа çу уйăхĕн 2-мĕшĕччен йывăр транспорта регион пĕлтерĕшлĕ тата муниципалитетсен хушшинчи çулсемпе çÿреме чараççĕ.

Вăхăтлăх чару çĕнĕлĕх мар — унпа çуллен усă кураççĕ. Министерствăран ăнлантарнă тăрăх — çакă çулсем çуркуннехи тапхăрта арканасран сыхланма кирлĕ. Чару транспорт хатĕрĕн кашни тĕнĕлĕ çине лекекен чи пысăк виçеллĕ грузовиксене пырса тивĕ. Çав «чи пысăк тиев» транспорт хатĕрĕн тĕсне кура 2-6 тоннăпа танлашать.

Çĕршывсен хушшинчи груз, апат-çимĕç, выльăх апачĕ, топливо, вăрлăх, им-çам турттаракан транспорта, пассажирсене илсе çÿрекен автобуссене асăннă тапхăрта та çÿреме чармаççĕ.

Сăмах май, йывăр транспорт тĕлĕшпе çуллахи тапхăрта та чарусем пулĕç. Кăнтăрлахи температура 32 градусран пысăкрах чухне унашкал транспорт çĕрле 22 сехетрен тытăнса ирхи 10 сехетчен кăна асфальт çулсемпе çÿреме пултарать. Çакă та вĕрипе çемçелекен асфальт çулсем сиенленесрен сыхланма кирлĕ.

www.hypar.ru