Комментари хушас

Кишĕр вăрри вĕтĕ, çăра акăнать. Йăвă шăтса тухнă калчана сайратма тивет. Сайратнă чухне асăрхануллă пулмалла, юнашарри тăпăлать е аманса юлать. Вăрлăх та чылай каять.

Кишĕре туалет хучĕ çине маларах акса хатĕрлеме пулать. Кирлĕ япаласем: туалет хучĕ, пĕчĕк мелке, çăнăх, шыв тата вăрлăх.

Çăнăха чашăка ярса шывпа хăйма пек пуличчен пăтратмалла. Хута тăсса хумалла та хăю тăршшĕпех кашни 5 см пăнчă туса пымалла. Мелкепе çăнăх исленчĕкне палăртнă тĕлсене сĕрмелле, кашни пăнчă çинех икĕ-виçĕ кишĕр вăрри пăрахса тухмалла. Типĕтмелле те чĕркесе хумалла. Хăвăра кирлĕ чухлĕ вăрлăхлă хăюсем хатĕрлесе хуни çуркунне вăхăта перекетлеме май парать. Йăран çине йĕрсем тумалла та хăюсене сарса тухмалла, шывпа пĕрĕхмелле, тăпрапа витмелле çеç.

Тĕрлĕ сортсем акатăр пулсан хăю вĕçне сорт ячĕсене çырса хумалла. Кĕрхи сортсене тăпрана çу уйăхĕн вĕçĕнче çеç акмалла. Кĕркунне тĕлне вăл шăпах пулса çитет.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.