Комментари хушас

7 Пуш, 2017

Чăваш Енри пултаруллă хĕрарăмсене патшалăх наградисемпе чысланă

Паян, пуш уйăхĕн 7-мĕшĕнче, Чăваш Енри чи пултаруллă хĕрарăмсенчен пĕрисене патшалăх наградипе хисеп тунă. Вĕсене Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăй чысланă.

Михаил Васильевич хĕрарăмсен общество пурнăçĕнчи пĕлтерĕшне пысăка хурса хакланă. "Сирĕнпе эпир экономикăна, вĕрентĕве тата ăслăлăха, сывлăха сыхлас ĕçе, культурăна, спорта аталантаратпăр", - палăртнă вăл.

Патшалăх наградисене тивĕçнисен хушшинче тĕрлĕ отрасльти ĕçчен пур. Чăвашпотребсоюз тытăмĕнче нумай-нумай çул тăрăшакан Любовь Абрамована (халĕ вăл - правлени председателĕ), акă, "Чăваш Республики умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн" орден медалĕпе чысланă. Чăваш Енĕн наци библиотекин секторĕн заведующийĕ Роза Степанова Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунне "Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" ятпа кĕтсе илĕ. Наградăна тивĕçнĕ кашни хĕрарăм пирки ыррине нумай калама пулать. Вĕсен пĕр пеклĕхĕ - ĕçе чунтан парăнни.

www.hypar.ru

Теги: