Комментари хушас

7 Пуш, 2017

Чиновниксем йĕлтĕрпе те чупаççĕ, футболла та выляççĕ

Шăматкун Чăваш Енри патшалăх тата вырăнти влаç органĕсенче ĕçлекенсен кăçалхи спартакиади старт илчĕ. Пĕрремĕш ăмăрту — йĕлтĕрпе чупасси — Муркаш районĕнчи Москакассинче иртрĕ.

Ĕçтешĕсене ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçи Юрий Васильев саламларĕ. «Ку ăмăрту пирĕншĕн спорт уявĕ пулса тăчĕ. Вăл пире пĕр-пĕринпе курса калаçма, сывлăха çирĕплетме тата чи вăйлисене палăртма май туса парать», — терĕ Юрий Егорович.

Спортсменсене çавăн пекех ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов тата ЧР спорт министрĕ Сергей Шелтуков ăнăçу сунчĕç. Йăлана кĕнĕ йĕркепе иртнĕ çулхи спартакиада çĕнтерÿçисене чысларĕç. Аса илтеретпĕр: пĕлтĕрхи ăмăртусен пĕтĕмлетĕвĕпе чи сумлă наградăсене ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн, Шалти ĕçсен министерствин тата Шупашкар хулин администрацийĕн командисем тивĕçнĕ.

Кăçалхи пĕрремĕш ăмăрту VIP-чупуран пуçланчĕ. Унтан 51 команда виçĕ ушкăна пайланса эстафетăра /арçынсем — 2,5 км, хĕрарăмсем — 1,5 км/ тупăшрĕ. Патшалăх влаç органĕсен тупăшăвĕнче финиша чи малтан ЧР Ял хуçалăх министерствин ĕçченĕсем çитрĕç, вĕсем хыççăн — ЧР Патшалăх технадзорĕн командипе Юстици министерствин спортсменĕсем. Федераци органĕсен республикăри ведомствисен ăмăртăвĕнче Шалти ĕçсен министерствин йĕлтĕрçисене çитекен пулмарĕ. Вĕсемпе пĕрле пьедестал çине МЧС тата ФСИН управленийĕн командисем хăпарчĕç. Вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен хушшинче Хĕрлĕ Чутайсем, Шăмăршăсем тата Йĕпреçсем пуринчен маттуртарах пулчĕç. Шел те, Муркашсем мала тухаймарĕç: вĕсем пиллĕкмĕш вырăнпа çырлахрĕç.

Çапах спартакиада ирттерме Муркаш тăрăхне ахальтен суйламан: юлашки çулсенче районта çутăпа тивĕçтернĕ йĕлтĕр трасси чылай хута кайрĕ. Йĕлтĕр трассине хăнасем те пысăк хак пачĕç. “Питĕ аван хатĕрленĕ. Çанталăк ăшă тăчĕ пулин те чупма йывăр пулмарĕ”, — палăртрĕ ЧР вĕренÿ министрĕ Юрий Исаев. ЧР тĕп суд приставĕн заместительне Евгений Макарова та Муркаш трасси питĕ килĕшнĕ. “Кунта ярăнас та ярăнас килет. Кашни районта çакнашкал спорт обћекчĕ пулсан çитĕнÿсем те пысăкрах пулĕччĕç. Эпир кăçал тăваттăмĕш вырăн кăна йышăнтăмăр. Тепĕр çул виççĕмĕш пуласса шанатăп», — терĕ вăл.

 n Андрей МИХАЙЛОВ.

Василий КУЗЬМИН сăнÿкерчĕкĕсем

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.