Комментари хушас

2 Пуш, 2017

Шупашкарта çĕршыври чи лайăх çĕр улмине туянма пулать

"Çĕр улми - 2017" регионсен хушшинчи форум йĕркелесси юлашки çулсенче пирĕн республикăра йăлана кĕчĕ. Паян ăна "Экспо-Контур" суту-илÿпе курав центрĕнче савăнăçлă лару-тăрура уçнă. РФ Ял хуçалăх министерствипе Раççейри çĕр улми ÿстерекенсен союзĕ пулăшнипе йĕркеленĕ кăçалхи курава çĕршывăн 22 регионĕнчен килсе çитнĕ.

Вырăссен: "Турă хăй хушнă", - тес йăла пур. Чăваш Ене те çĕр улми ÿстерекенсене çак саманара пухма Турă хăй хушнă пулĕ. "Иккĕмĕш çăкăр" пирки юлашки вăхăтра çине тăрса калаçма тытăнчĕç. Çак культурăна туса илекенсен икĕ кунлăх форумне хутшăннă Чăваш Ен ертÿçи Михаил Игнатьев çĕршыв Президенчĕ çĕр улмин экспортне аталантарас тĕллев лартнине палăртнă. Михаил Васильевич пирĕн тăрăхра селекципе вăрлăх центрĕ йĕркелени отрасле аталантарма пулăшасса шанать. Ăна "АСК-Яльчики" обществăра ĕçлеттерсе ярасшăн. Хамăр патрах паха та элитăллă сорт туса илсен ют çĕршыври хаклă вăрлăха (килограмĕ 60-70 тенкĕпе танлашать) туянма тивмĕ.

 

Рубрика: 
Теги: