Комментари хушас

2 Пуш, 2017

«Студентсен отрячĕ» аталанма пулăшать

Нарăс уйăхĕн 17-мĕшĕ — Раççейре студентсен отрячĕсен кунĕ. РФ Президенчĕн Владимир Путинăн 2015 çулта алă пуснă указĕпе килĕшÿллĕн, ăна кăçалхипе иккĕмĕш хут уявланă. Çак юхăм ĕç-хĕлне Чăваш Енри хĕр-упраçпа яш-кĕрĕм те хастар хутшăнать. Чи пултаруллисем ЧР Пуçлăхĕн стипендине тивĕçеççĕ. Кăçал вĕсен йышĕнче Шупашкарта çуралса ÿснĕ Анастасия Павлова пур. Вăл И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн электроэнергетика факультетĕнче 4-мĕш курсра вĕренет.

Раççейри студентсен отрячĕсен пĕрлешĕвне мĕнле лекнĕ-ха вăл?

— 1-мĕш курс пĕтернĕ чухне çак пĕрлешÿ пирки илтрĕм. Студентсен отрячĕсен ретне тăма кăмăл тăвакансене пуçтарнине пĕлтерÿре вуларăм. Факультетра вĕренекен юлташсене пĕрле пыма чĕнтĕм. Çапла эпир «ЧуГУнОк» педагогика отрядне лекрĕмĕр. Çак пĕрлешĕвĕн ĕçĕ-хĕлне 4-мĕш çул ĕнтĕ хаваспах хутшăнатăп. Кашни çуллах лагерьте вожатăйра тăрăшрăм. Раççейри студентсен отрячĕсен йышĕнче пулни мана аталанма, шанчăклă туссем тупма пулăшрĕ. Халĕ эпĕ вĕсемпе вăрçа кайма та хатĕр. Мана юлташсем кирек епле лару-тăрура та, талăкăн кирек хăш вăхăтĕнче те алă пама хатĕр. Çуллахи каникула тинĕс хĕрринче ирттерме май пурри те килĕшет. Ачасемпе ĕçленĕ чухне канăва усăллă йĕркелеме пулать. Шалу та тÿлеççĕ, — ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ Анастасия.

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.