Комментари хушас

1 Пуш, 2017

СЫВЛĂХА ЫРĂ ВИТĔМ КӲРЕТ

Организма тасатма, сыватма ӳсен-тăран сĕчĕ витĕмлĕ пулăшать. Усăллă çак шĕвеке килтех хатĕрлеме май пур.

Миндаль сĕчĕ

Каçхине 1 стакан миндале 3 стакан шыва ямалла, çĕр каçа лартмалла. Ирхине шывне тăкмалла. Юлнă мăйăра 1 хутаç ванилинпа, 1 чей кашăкĕ пылпа е корицăпа, е финикпа, лимон сĕткенĕпе, апельсин цедрипе пĕрле 2 стакан шыва ямалла, блендерта пĕр минут вĕтетмелле. Унтан марля витĕр сăрăхтармалла. Çак сĕте холодильникре икĕ талăк упрама юрать. Кунне çур-пĕр стакан ĕçме е кофĕне хушма пулать. Çак сĕтпе манна пăтти те хатĕрлеççĕ.

Шĕвекре магни шпинатра пурринчен те нумайрах. Унра фосфор, кальци, кали, цинк, пăхăр, тимĕр, фоли йӳçекĕ, çăра мар çуллă йӳçексем, Е, А, Д, В ушкăнри витаминсем пур. Миндаль сĕчĕ иммунитетшăн, ӳтшĕн, куç çивĕчлĕхĕшĕн усăллă. Вăл организма лайăх тасатать. Анчах унра калори питĕ нумай.

Сĕлĕ сĕчĕ

Ăна хуппине тасатман сĕлĕрен е сĕлĕ хăрпăкĕнчен хатĕрлеме пулать. Хăрпăк лайăхрах. Геркулеса малтан вăйсăр çулăм çинче шывпа пĕр сехет пĕçермелле. Унтан 2 стакан шыва ямалла, блендерта вĕтетмелле. Тутă кĕме банан касăкĕсем, çĕр çырли е сахăр, ваниль, корица, лимон цедри, е пыл хушмалла. Блендерта вĕтетнĕ хыççăн сĕте сăрăхтармалла, 30 минута холодильнике лартмалла. Усă курас умĕн лайăх силлесе пăтратмалла.

Шĕвек юн тымарĕсене, юна япăх холестеринран тасатать. Вăл шăнса пăсăлсан та усăллă. Анчах çак сĕтрен самăрланасси те часах. Сахăр тата улма-çырла хушмасăр ĕçсен хăрамалли çук, вăл виçене хушмасть.

Рис сĕчĕ

4 стакан шыва вĕретмелле, çур стакан рис, ваниль е корица хушмалла. Пăтă пуличчен пĕçермелле. Сивĕнсен блендера ярса çавăрттарса илмелле. Пĕр сехетрен марля витĕр сăрăхтармалла. Сивĕлле ĕçмелле.

Рис сĕчĕ пыршăлăха лайăх витĕм кӳрет, аллергие ямасть. Вăл организмĕ ĕне сĕтне йышăнман çынсемшĕн лайăх, апатпа наркăмăшлансан, варвиттие яракан чир хыççăн пулăшать.

Кавăн сĕчĕ

Тасатнă 1 стакан кавăн тĕшшине 1 стакан шыва ярса 1,5 сехет лартмалла. Шывне тăкмалла, каллех шыв, хальхинче 2 стакан, хушмалла, ваниль тата финик кăштах ямалла. Блендерта лайăх пăтратмалла. Унтан марля витĕр сăрăхтармалла, тĕпĕнчине пăчăртаса юхтармалла.

Шĕвекре фосфор, цинк, магни, кальци, белок нумай. Вăл астăвăма лайăхлатать, иммунитета çирĕплетет. Кавăн сĕтне, тĕпрен илсен, пӳре, ват çулĕсен, пĕвер чирĕсенчен ĕçеççĕ. Вăл чăннипех усăллă.

Соя сĕчĕ

Тасатнă соя пăрçине сивĕ шывпа çумалла, исленме шыва ярса лартмалла. Сăрăхтармалла, кăштах пăрса илмелле. Пăрçана тӳмелле, сахăр хушмалла, 10-15 минут, хытиччен, вĕретмелле. Сăрăхтармалла, сивĕтмелле.

Ӳсен-тăран шĕвекĕсенчен соя сĕчĕ ĕне сĕтне пуринчен те çывăхрах, унра белок та çавăн чухлех темелле. Холестерин вара пачах çук, çавăнпа ăна гипертонипе тата атеросклерозпа аптракан çынсене сĕнеççĕ. Соя сĕтне йӳçĕтсе турăх е кефир хатĕрлеме пулать. Çакăн пек шĕвек кальципе тата Е витаминпа пуян. Вăл чĕрнене, çӳçе, ӳте лайăх витĕм кӳрет. Соя сĕтĕнче тата çăра мар çуллă омега-3 йӳçек пур, вăл чĕрене йĕркеллĕ ĕçлеме кирлĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.