Комментари хушас

22 Нарăс, 2017

ЛАВР ÇУЛÇИ ПУЛĂШАТЬ

Лавр çулçи аппетита уçать, апат ирĕлессине лайăхлатать, микробсене хирĕç кĕрешет, шыçнине ирттерет.

  • Шалкăм çапсан, шăнăр хутлатсан, ревматизм аптратсан. Вĕтетнĕ 90 çулçа 1 стакан йĕтĕн е хĕвелçаврăнăш çăвне ямалла. Ăшă вырăнта 7-8 кун лартмалла та сăрăхтармалла, тĕпĕнчине пăчăртаса юхтармалла. Лавр çăвĕпе сиенленнĕ вырăнсене кунсерен 1-2-шер хут сăтăрмалла. Ăшă япалапа çыхмалла е витмелле.
  • Сахăр диабечĕ чухне 10 çулçа тин вĕренĕ 3 стакан шыва ямалла, 3 сехет лартмалла. Шĕвеке кунне 3 хут апатчен 30 минут маларах çуршар стакан ĕçмелле. 10-15 кун ĕçсен 2 эрне тăхтамалла, унтан тепĕр курс ирттермелле.
  • Псориазран сипленме. 10 çулçа термосри тин вĕренĕ 3 стакан шыва ямалла, 2 сехет лартмалла. Кунне 3 хут апат умĕн çуршар стакан ĕçмелле.
  • Карланкăн усал шыççи аптратсан. Лайăх вĕтетнĕ 1 стакан лавр çулçине 1 литр шурă эрехе ямалла, тĕттĕм ăшă вырăнта 2 эрне лартмалла, вăхăт-вăхăтпа силлесе илмелле. Унтан ала витĕр сăрăхтармалла. Настойкăна кунне 3 хут апатчен çур сехет маларах 1-ер апат кашăкĕ ĕçмелле.
  • Аллергирен пĕр хутаç лавр çулçине кастрюле хумалла, çур литр шыв хушмалла, 2-3 минут вĕретмелле.Унтан термоса ярса 2 сехет лартмалла, сăрăхтармалла. Ачана кунне 2 хут 2-3-шер тумлам ĕçтермелле, тÿрех çăварне тумлатмалла. Çитĕннĕ çыннăн кунне 3 хут апатчен 30 минут маларах 10-20-шер тумлам ĕçмелле. Аслăрах ачасене кунне 10-шар тумлам ĕçтерме юрать. Палăртнă виçерен ытларах ĕçмелле мар, шĕвек питĕ хăватлă. Çак шĕвекех ачан ÿтне кунне 2 хут сĕрмелле. Асăннă процедура аллергие виçĕ кунрах ирттерме пулăшать.

Шута илме! Ача кĕтекен хĕрарăмсен лавр çулçипе усă курма юрамасть! Унсăр пуçне пасарта лавр çулçи туяннă чухне ăна лавровишньăпа пăтраштарасран асăрханăр — вăл питĕ наркăмăшлă.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.