Сидерат тaпрана çĕнетет
Юлашки вăхăтра сидератсем пирки нумай калаçаççĕ. Мĕн вăл сидерат, унпа еплерех усă кураççĕ.
Полина ЛЬВОВА. Муркаш районĕ.
Сидерат тесе органика удобренийĕ вырăнне çи-тĕнтерекен ÿсен-тăрана калаççĕ. Ун шутне тăпра пулăхне лайăхлатмашкăн усă куракан пĕр çул ÿсекен кирек епле ÿсен-тăрана та кĕртме пулать.
Сидерат - шанчăклă, перекетлĕ, экологи тĕлĕшĕнчен сиенлĕ мар япала. Вăл тăпрана пуянлатнипе пĕрлех тĕрлĕ çум курăка пĕтерет, тăпра тытăмне çĕнетет, ăна çилпе шыв эрозийĕнчен хÿтĕлет. Сидератпа килти пахчара усă курни уйрăмах усăллă. Мĕншĕн тесен нумай çул пĕр вырăнта тислĕк хывмасăр пĕр йышши культурăна /тĕслĕхрен, çĕр улмине/ ÿстерни тăпрана чухăнлатать.
Сидерат çителĕксĕр гумуслă, хăйăрлă тата çурма хăйăрлă вырăншăн питĕ усăллă. Вăл тăмлă вырăна та палăрмаллах пуянлатать. Унччен усă курман, йĕркене кĕртмен лаптăксене çĕнĕрен уçнă чухне те сидератпа усă курни питĕ пулăшать.
Симĕс удобренипе еплерех усă курмалла.
1. Пĕр йыша / семействăна/ кĕрекен культурăсене пĕрин хыççăн теприне акма кирлĕ мар. Сăмахран, сидерат вырăнне усă курнă люпин хыççăн пăрçапа нимĕç пăрçине е тата сидератлăх рапс, горчица, çуллă йÿç кăшман /масличная редька/ хыççăн купăстана вырнаçтарма юрамасть.
2. Сидерата суйласа илнĕ чух ăна мĕн тĕллевпе ÿстернине шута илмелле. Енчен те ÿсен-тăрана мульчалăх е компостлăх питĕ васкавлă çитĕнтерме тивет тĕк çуллă йÿç кăшман аксан аван. Тăпрана азотпа пуянлатма илепер /донник/, вика, люпин тата ытти пăрçа йышши культурăсем ÿстерни пулăшать. Ыраш, сĕлĕ тымарĕсем вăйлă аталаннă пирки тăпрана лайăх çемçетеççĕ, унăн тытăмне пахарах тăваççĕ, çум курăксене пĕтереççĕ.
3. Сидератсене икĕ тапхăрпа, çуркунне тата утă/июль/ - авăн /сентябрь/ уйăхĕсенче, йăрансем çимĕçсенчен пушансан, акма юрать.
Пĕр сезонра ирĕклĕ лаптăк çинче сидератăн темиçе ăстрăмне çитĕнтерме пулать, çавна май тăпра пулăхĕ хăвăрт ÿсет. Анчах та сидерат культурисене çум курăкпа хутăшма ан парăр. Ун пек чухне вăл ешĕл удобрени вырăнне çум курăк «пахчи» пулса тăрать. Ÿссе çитнĕ сидерата çеçкене лармалли тапхăра çитерĕр. Ун чухне унра органика тата минерал япалисем нумай пулаççĕ. Çамрăк, чĕрĕ ÿсен-тăран азотпа пуян, вăл хăвăрт çĕрнĕ май азот йышлă кăларать. Унсăр пуçне тунисем хытиччен ÿстернĕ сидерат тăпрара питĕ начар çĕрет.
4. Купăста, хăяр, сухан, кабачок, кавăн тăпрана питĕ вăйлă чухăнлатаççĕ. Çавăнпа та вĕсем хыççăн люпин е çурхи вика, фацели, кĕрхи рапс аксан аван. Томатпа пăрăç хыççăн горчица акни усăллă. Сидерат вăррине сапаласа 2-5 см тарăнăш акмалла. Калча харăс шăттăр тесен типĕ çанталăкра лаптăка шăварма юрать.
Хăш сидерата кĕркуннне /авăн уйăхĕнче/ акма юрать.
Хĕреслĕ чечеклĕ культурăсем питĕ хăвăрт ÿсеççĕ. Çавăнпа та вĕсене кирек хăш вăхăтра та / ака - авăн/ акма юрать. Фацелие культурăсем хушшинче туса илекен ÿсен-тăран /промежуточная культура/ вырăнне ака /апрель/ уйăхĕнче те, çулмалăх ÿсерес тĕллевпе кĕркунне те акма юрать. Çак культура 7 градус таран сивве тÿсме пултарать.
Чи кирли - кăпкалатмалла мар. Сидератсене ÿстернĕ чух çакна асра тытмалла, вĕсене тăпрапа пĕрле кăпкалатмалла мар, плоскорезпа е культиваторпа касмалла. Каснă çеçкене /массăна/ çĕр çинче мульча вырăнне хăвармалла е компост купине хывмалла. Тымарĕсене те кăпкалатма кирлĕ мар, мĕншĕн тесен ун пек чух тăпра тытăмĕ /структури/ пăсăлать.