Комментари хушас

22 Нарăс, 2017

Ырри кăна юлать пиртен...

Пирĕн паянхи хăна — Чăваш халăх поэчĕ, Чăваш Ен искусствăсен тава тивĕçлĕ деятелĕ, ЧР Патшалăх премийĕн лауреачĕ, Чăваш çамрăкĕсен Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ преми, Ф.Карим /Пушкăртстан/, И.Яковлев /Ульяновск облаçĕ/ премийĕсен лауреачĕ Порфирий Афанасьев. Нарăсăн 20-мĕшĕнче вăл 75 çул тултарчĕ.

Ытарма çук илемлĕ вырăнта, несĕлĕмĕрсем суйласа илнĕ, унтах çĕр-çĕр çул тымар ярса пурăннă хутлăхра — Атăлçи Пăлхар çĕрĕ çинче — çуралса ÿснĕ вăл. Çĕнĕ Йĕлмел ялĕ Тутарстанри Çарăмсан районне кĕрет. Эпир пурте ачалăхран. Ÿссе çитĕнсе тăван йăваран кар! вĕçсе тухса кайса тĕнче тăрăх сапаланса пĕтсен те тăван ял, кĕтес яланах пирĕнпе. Акă мĕнлерех хаклать ăна Порфирий Васильевич:

Çарăмсанăн пĕр сыпкăм шывĕ,

Мĕн пулайтăр санран ырри.

Эй, атте-аннесен çĕршывĕ —

Çут тĕнчемĕрĕн чи варри!..

Чи тĕпри, чи хакли, чи сипли ентешĕмĕре утăм хыççăн утăм тума, малалла ăнтăлма вăй парса тăнă, Халăх поэчĕ таран çĕкленме çул уçса пынă. Хыçа хăварнă кун-çулĕ çинчен, паянхи тĕллевĕ пирки чуна уçса калаçрĕ те Порфирий Афанасьев.

— Порфирий Васильевич, эсир вăрçă вăхăтĕнче çуралнă. Пĕр калавăрта сире, виççĕри ачана, фронтран аманса таврăннă аçăрăн виçĕ татăк сахăрĕ вилĕмрен çăлса хăварни çинчен çырнă. Çаплах пулнă-ши?

— Паллах, госпитальтен илсе килнĕ 30-40 грамм сахăр пулăшăвĕнчен ытларах хăй таврăнни вăй панă ĕнтĕ мана. Кăштах сипленнĕ хыççăн атте колхозра ĕçлеме пуçланă. Вăрçă инвалидне, тен, патшалăх та, хуçалăх та кăштах пулăшнă пулĕ. Çапла майпа чăтса ирттернĕ выçăллă-тутăллă саманана.

— Тĕлĕнмелле самант: хырăма çăкăр пĕр татăк та пулин ярасчĕ тесе ăшталаннă вăхăтра эсир чун апачĕ пирки те шухăшлама мехел çитернĕ. Мĕнле майпа аталанса пынă çак пулăм?

— Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Мария Емендеева, вăрçăччен Сĕнчелти педагогика училищинче чăвашсен паллă çыравçи Ефрем Еллиев патĕнче вĕренсе ăс пухнăскер, пире тирпейлĕ калаçма та, чăн чăвашла çырма та питĕ лайăх хăнăхтарчĕ. Эпир алăпа çырса "Çăлтăр" ятлă журнал та кăлараттăмăр, хăмăрăн пĕрремĕш сăвăсемпе тĕрленчĕксене ушкăнпа тишкерсе тухса унта вырнаçтараттăмăр. Каярах пирĕн яла Хусанта тухса тăракан "Хĕрлĕ ялавăн" паллă корреспонденчĕ Константин Петров тăтăшах çÿреме пуçларĕ. Районти "По ленинскому пути" хаçатпа та тачă çыхăну тытнă эпĕ.

— Журналист пулас шухăш хăçан тĕвĕленнĕ-ши?

— Хамăн пурнăçра тата тепĕр ырă çынна тĕл пулни те самаях пулăшрĕ пулĕ мана журналист çулĕ çине тăма. Унăн ячĕ — Михаил Михеев, эпир сакăр класс пĕтернĕ хыççăн Хусанти педагогика институтĕнчен вĕренсе тухса пирĕн шкула физикăпа математика тата астрономи вĕрентме килнĕскер. Нихçан та манас çук — тăххăрмĕш класс хыççăн вăл пире турист çулçÿревне илсе кайрĕ. Çавăн чух, 1957 çулта, Хусанти педагогика институчĕн пĕр лабораторийĕнче эпир пĕрремĕш хут телевизор куртăмăр, театрта, обсерваторире пулса тĕлĕнтĕмĕр. Çавăн чухнех Михаил Петрович мана Хусанти Пичет çуртĕнчи "Хĕрлĕ ялав" редакцине ертсе кайрĕ.

Хаçатпа тытакан çыхăну çирĕпленсех пычĕ, тĕрленчĕксем, сăвăсем хаçатра пичетленсех тăчĕç. Шкул хыççăн унта ĕçе вырнаçрăм.

— Ун чухне эсир вунçиччĕре пулнă, шкул ачинчен литсотрудник таран ÿснĕ, татах тимлесе вĕреннĕ. Пултарулăх çыннисенчен вара камран тĕслĕх илнĕ?

— Тутар Писательсен союзĕ çумĕнче Василий Юдин ертсе пыракан чăваш литпĕрлешĕвĕ ĕçлетчĕ. Каярах ăна Шупашкартан куçса килнĕ Алексей Талвир ертсе пычĕ. Нумай-нумай çамрăк пухăнатчĕ унта. Пирĕн ăсталăха ÿстерес тĕллевпе Шупашкарта пурăнакан паллă çыравçăсем час-часах килсе çÿретчĕç, хайлавсене тишкеретчĕç, сĕнÿсем паратчĕç, хăйсемпе пĕрле Хусанти культура керменĕсенче сăвă калама хутшăнтаратчĕç. Пĕррехинче çапла майпа Чăваш халăх поэчĕсем Петĕр Хусанкайпа Александр Алка, халăх писателĕ Илпек Микулайĕ тата Василий Алакер çыравçă килнĕччĕ. Петр Петрович çавăн чухне ман сăвăсене халăх умĕнче мухтанăччĕ: "Сăввусем лайăх, хăюллăрах пул!" — тенĕччĕ.

— Порфирий Васильевич, шăпах çавăн чухне, 1960 çулхи ака уйăхĕн 20-мĕшĕнче, сирĕн ятпа çак йĕркесене çырнă пулĕ-ха Петр Петрович: "Афанасьев Пурхиле ырлăхпа телей пиллеп". Чăваш Ен тĕп хулине хăçан куçса килтĕр?

— Шел, "Хĕрлĕ ялав" хаçат 1963 çулхи ака уйăхĕнче тухма чарăнчĕ. Институт пĕтерсен тăван ялта вырăс чĕлхипе литературине çулталăк вĕрентрĕм. Унтан икĕ çул район хаçатĕнче вăй хутăм. 1967 çулхи авăн уйăхĕнче "Коммунизм ялавĕнче" ĕçе пуçăнтăм. Малтанхи икĕ уйăхрах республикăри 18 района çитсе килтĕм, вун-вун тĕрленчĕк, репортаж, очерк пичетлерĕм. Çапла вара тĕрĕслесе пăхмалли вăхăта ăнăçлă вĕçлерĕм, мана кĕçĕн литсотрудник мар, литсотрудник штатне куçарчĕç. Пултаруллă, опытлă журналистсем ĕçлетчĕç редакцире: М.Юрьев-Нямань, М.Романов, С.Данилов, Д.Дубинин, А.Осипова, Д.Семенов, В.Никитин, И.Тенюшев, Л.Таллеров, Г.Желтухин, ыттисем.

— Хаçат ĕçĕпе пĕрлех каçсерен тĕрлĕ журнал валли сăвăсемпе калавсем те çырма май тупнă ĕнтĕ.

— Вунă çул çапла сисĕнмесĕрех иртсе кайрĕ. 1977 çулта Писательсен союзне илчĕç, çакăн хыççăн ачасем валли тепĕр хут тухма пуçланă "Хатĕр пул" журнал редакторне çирĕплетрĕç. Малалла — Чăваш кĕнеке издательствин тĕп редакторĕ, унтан пилĕк çул Писательсен союзĕн председателĕ, Мире хÿтĕлекенсен республика комитечĕн председателĕн заместителĕ, Чăвашрадион тĕп редакторĕ, республикăри Пичет енĕпе ĕçлекен комитетăн председателĕн заместителĕ. Анчах та чăн-чăн çыравçа мĕнле вырăнта ĕçленине кура мар, мĕнле çырнине кура хаклаççĕ.

— Кăна эсир тĕрĕс палăртрăр. Ку енĕпе сирĕн пултарулăх тулăх. Сăмахран, кирек хăш хайлава илес тĕк — "Çарăмсан кĕввисем", е "Чун çути", "Пурăнатăп Атăл хĕрринче" е " Хĕвел хапхи" кĕнекесенчи сăвă-поэмăсене, "Пурăн, юрату" кĕнекери калавсемпе повеçсене, ытти ĕçсене илсен те — вĕсенче чĕлхе ăсталăхĕ, чунра мĕн пуррине уççăн çавăрса калама пĕлни витĕр курăнса тăрать. Эпир вара, вулакансем, вĕсемпе паллашнă хыççăн япалана е пулăма çĕнĕлле хаклама пуçлатпăр. Çакăнта ĕнтĕ сăмах хăвачĕ. Порфирий Васильевич, эсир паян чăваш литературинчи чи хастаррисенчен пĕри. Тăван литература ячĕпе ăçта-ăçта кăна сăмах каламан пулĕ?

— Хамăр çĕршыври ял-хулана шута илмĕпĕр, унсăр пуçне Кавказри, Балтика тăрăхĕнчи хутлăхсенче, Японире, Китайра, Югославире тата ытти вырăнта пурăнакансемпе тĕл пулнă, Егор Исаев, Борис Олейник, Иван Драч, Ренат Харис, Виктор Кочетков пек çыравçăсен хушшинче чăваш халăхĕ ячĕпе калаçма тивнĕ. Чăваш театрĕсем валли 18 пьеса куçарнă.

— Эпĕ вара сирĕнпе пĕрле 1999 çулта Беларуç Республикинчи йăхташăмăрсем патне кайса килнине аса илтĕм-ха. Каярах çав çулçÿрев çинчен хаçатра та çырса кăтартрăр.

— Беларуçре пурăнакан йăхташсем хăйсен ентешлĕхне "Атăл" ят панă. Таçта инçетре те чуна çывăх ят ăшăтса тăтăр тенĕ ĕнтĕ. Ун чухне тăванла республикăра виçĕ пин ытла чăваш пурăнатчĕ. Вĕсен хушшинче пуçаруллă та хăюллисем — Викентий Изотов архитектор, отставкăри полковник Капитон Быков, Дмитрий Михлеев кинорежиссер. Сăмах май, Дмитрий манăн чи çывăх юлташ, эпир унпа пĕр класра вĕреннĕ. Владислав Никитин предпринимателĕн — Тутарстанри Пăва районĕнчи Хирти Кушкă каччин — çаврăнăçулăхĕ питĕ тĕлĕнтернĕччĕ. Вăл Минск çывăхĕнчи Михановичи поселокĕнче тĕлĕнмелле предприяти — хальхи вăхăтри технологипе кирпĕч хатĕрлекен "Челми" производство пĕрлешĕвĕ — йĕркеленĕччĕ. Маншăн, çыравçăшăн, питĕ кăсăклă пулнăччĕ çав çулçÿрев.

— Эсир ăста куçаруçă пулнине пĕлетпĕр-ха, илемлĕ литература — пĕр япала, Библие куçарасси — сăваплă та яваплă ĕç.

— Куçаруçăсен ушкăнне 1992 çул вĕçĕнче йĕркелерĕç. Йышра çак писательсем пулчĕç: Денис Гордеев, Виталий Григорьев-Енĕш, Петр Львов, Ева Лисина, Олимпиада Таллерова. Эпир Библи Комиссийĕн членĕсемпе çыхăну тытса ĕçлерĕмĕр. Библие — Кĕнекесен кĕнекине — тăван чĕлхепе вулама май пурри — наци культурине аталанма май паракан хăват. Этеме малалла ăнтăлма чун, ăс-хакăл, тĕн апачĕ те кирлĕ. Тĕн апачĕ, ман шухăшпа, Турăпа çывăхланни пулать те.

— Пирĕн ятлă-сумлă юбиляр аслă ăрури поэзи ăстисен — Петĕр Хусанкайпа Ухсай Яккăвĕн, Стихван Шавлипе Александр Алкан тата ыттисен — чăваш поэзийĕн чаплă çăлтăрĕсен эстафетине çĕнĕ ĕмĕрте малалла тивĕçлипе тăсса пынине курса-пĕлсе тăма чăннипех те кăмăллă.

Надежда СМИРНОВА

калаçнă

Редакцирен.

Порфирий Афанасьева эпир те, "Хыпар" Издательство çурчĕн ĕçченĕсем, 75 çулхи юбилейпе саламлатпăр. Ырлăх-сывлăх, телей, ăнăçу сунатпăр.

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.