Чăваш чĕлхин вăйне Çеçпĕл пек шанасчĕ
Çак уяв хамăрăн тăван чăваш чĕлхемĕрĕн шăпишĕн çĕнĕ утăмсем тума паракан сăлтав вырăнне йышăннăччĕ. Тĕрĕссипе, çав тапхăрта çапла шухăшлама майсем те пурччĕ. Чăваш тĕнчинче ырă улшăну чылай пулчĕ. "Чăваш Республикинчи чĕлхесем çинчен" саккунпа килĕшÿллĕн шкулсенче, ытти вĕренÿ заведенийĕнче тăван чĕлхене вĕрентес ĕçе йĕркелесе ятăмăр.
Çак тапхăр çĕнетÿ çулĕсене тиврĕ. Аса илер: Чăваш чĕлхин кунне шăпах çав çулсенчи — 1992 çулхи ака уйăхĕн 9-мĕшĕнчи — йышăнупа килĕшÿллĕн паллă тума пуçланă. Кунне те ăнăçлă суйласа илнĕ: ака уйăхĕн 25-мĕшĕ — халăхăмăра çутта кăларнă Иван Яковлевăн çуралнă кунĕ. Çав тапхăртах Чăваш наци конгресĕ йĕркеленнĕ.
Историрен çакă паллă: сахал йышлă халăхсен чĕлхисем аталаннă тепĕр самант — наци интеллигенцине аркатнă репрессичченхи 10-15 çул. Унăн пирвайхи çулĕсем шăпах Çеçпĕл Мишшипе çыхăннă. Ирĕке тухнă халăхсем /çав шутра чăвашсем те/ хăйсен тăван чĕлхине тымарлантарма пуçланă. Патшалăх та чĕлхе политикине ăнăçлă тытса пынă. Чăваш чĕлхипе ĕçре те, патшалăх тытăмĕнче те усă курнă. Тăван чĕлхе вăйне кăвар чĕреллĕ Çеçпĕл Мишши акă мĕнлерех шаннă: "Вăхăт çитĕ. Чăваш чĕлхи те тимĕр татĕ. Çивĕч пулĕ. Хĕрнĕ хурçă пек пулĕ. Вăхăт çитсен — чăваш юрри те илтĕнсе кайĕ. Таса пĕлĕте, çут тĕнчене, хĕрлĕ хĕвеле савса юрлĕ вăл. Чăваш юрринче таса пĕлĕт çумĕнчи тăри юрри илтĕнĕ. Чăваш юрринче тинĕс хумĕ шавлĕ, вăрман кашлĕ, вĕçĕ-хĕррисĕр улăхсем симĕсленсе выртĕç. Авалхи хуйхă сасси илтĕнмĕ, телей куç умне тухса тăрĕ. Атăл хĕрри тăрăх тĕнче кĕсле сассипе янраса тăрĕ — çакă чăваш юрри пулĕ. Чăваш чĕлхи кăвар пулĕ, хĕрнĕ хурçă пулĕ!"
Поэтăмăрăн сăмахĕсем шухăша яраççĕ. Çапла пултăр тесе эпир хамăр енчен мĕн турăмăр-ха, тăватпăр-ха?
"Чĕлхесем çинчен" саккун та, чĕлхене аталантармалли программа та пур пирĕн. Вĕсене пурнăçа кĕрт те нимĕнле çивĕч ыйту та пулмĕ темелле пек. Анчах çапла-и-ха?
Юлашки çырав кăтартăвĕсене илсе пăхар-ха. Унпа килĕшÿллĕн Раççейре 1435,9 пин чăваш пурăнать. Çав шутран хулара пурăнакан йăхташсенчен 1-2% çеç хăйсен ачисемпе чăвашла калаçать. Икĕ çырав хушшинче республикăра пурăнакансен йышĕ 5% чухлĕ чакнă, çав вăхăтрах тăван чĕлхепе калаçакансем — 14%.
Наци шăпи, патшалăхăмăрăн малашлăхĕ тÿрремĕнех халăх йышĕпе, шучĕпе çыхăннă. Çакă пысăк пĕлтерĕшлĕ, мĕншĕн тесен тăван чĕлхене çухатса вырăсланас туртăм халĕ те вăйлă. Тĕнчере глобализаци вăй илни, Раççейри унификаци, пасар йĕрки — чăн пулăмсем. Вĕсем сахал йышлă халăхсен чĕлхисене çăтса яракан хăватсем. "Икĕ культура диалогне" чăвашсем кăмăлтан йышăннă. Ĕмĕртен вырăс халăхĕпе, финн-угорсемпе, мăсăльмансемпе пурăнма хăнăхнă. Анчах паян та чăваш чĕлхи çав халăхсен чĕлхипе пĕртан шая та лараймас хăрушлăх пĕтмен-ха. Шкулсенче чăваш чĕлхи, литература, культура сехечĕсене чакарни, чăваш шкулĕсенчи 11-мĕш класра ятарлă сочинени-экзамена пăрахăçлани тăван халăхăн статусне чакарасси патне илсе пыраççĕ.
Чăваш Ен республика статусне аталантарса пырсан çеç халăхăн ăс-хакăл çăлкуçĕсем типсе лармĕç, вĕсем ытти регионта пурăнакан чăвашсене чĕрĕлĕх вăйне парса тăрĕç. Çавăнпа та эпир ыран, малашне, çитес ĕмĕрсенче мĕнле пуласси пĕтĕмпех хамăртан, патшалăх чăвашлăх ыйтăвĕ çине мĕнле пăхнинчен килет.
Патшалăх шайĕнче шутланакан чĕлхесен те пĕтес хăрушлăхĕ пурри пирки пире 2009 çултах "чан çапсах" асăрхаттарчĕç. Сăмахăм ЮНЕСКО çĕнетсе кăларнă "Тĕнчере çухалас хăрушлăхра тăракан чĕлхесен атласĕ" пирки. Ăна ĕненес пулсан Раççейри 136 чĕлхе çавăн пек лару-тăрура иккен. Çак хыпара тĕрлĕрен хаклакансем пулчĕç. Ăнланмалла: çак тапхăрта пур шайра та хăйне хăтлă туякан чăваш сăмахĕпе унашкал инкек пулассăн туйăнмасть. Анчах та çакăн пирки те манмалла мар: икĕ çырав хушшинче çулталăкне 25 пине яхăн йăхташ чакса пынă, 300 пин чăваш тăван чĕлхине пĕлмест. Малашне те çаплах пулсан...
Пĕтĕм Европа 1992 çултанпа "Вырăнти тата сахал йышлă чĕлхесен хартийĕ" документ çинче никĕслесе хăйсен чĕлхипе культурине сыхласа хăварас тата аталантарас ĕçе йĕркелесе пырать. Раççейре ку документ вĕçне çитиех вăя кĕмен-ха. Чăваш наци конгресĕн Мăн Канашĕ хăйĕн 2005 çулхи чÿк уйăхĕнче иртнĕ ларăвĕнче "Европа хартийĕ çинчен" резолюци йышăнса хăварнăччĕ.
Хартири шухăшсем чăвашсемшĕн те, Раççейри пур халăхшăн та кирлĕ, вырăнлă. Урăхла каласан, пĕр-пĕр территорире /тăрăхра/ усă куракан чĕлхесене политика, саккунлăх, практика тĕлĕшĕнчен пур енлĕ пулăшмалли программа ку.
Америка философĕ Ральф Эмерсон каланине — "Наци нихăçан та вилмест, вăл хăйне хăй çеç пĕтерме пултарать" тенине — манас марччĕ. Апла пĕтĕм яваплăх — пиртех. Тăван чĕлхе вăйне Çеçпĕл Мишши пекех шанасчĕ, ăна çухалма парас марччĕ.
Надежда СМИРНОВА