Хăватсене ÿстермелли меслетсене вăйлатмалла
Юнкун республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Комсомольски районĕн социаллă пурнăçĕпе экономикин пĕлтĕрхи аталанăвне тишкерес, кăçалхи тĕллевсене палăртас тĕлĕшпе райцентрта ирттернĕ канашлăва хутшăнчĕ.
— Строительствăри подрядçăсем хăйсен тивĕçне пурнăçламан пирки районта пурăнмалли çурт виçĕмçулхинчен икĕ хут ытла сахалрах хута янă, — терĕ Михаил Игнатьев. — Хваттер илес текенсен черечĕ пур вĕт. Тĕллевсене кăçал лайăхрах пурнăçламалла. Пурăнмалли вырăн, çав шутра уйрăм çурт, хăпартассипе кăтарту республикипех пĕчĕкленнине йышăнатпăр. Чи малтан мĕн тумаллине çынсем хăйсем палăртаççĕ.
Иртнĕ çулхи пĕтĕмлетÿпе район администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Самаркин паллаштарчĕ. Ÿсĕм-çитĕнĕве уйрăммăн палăртрĕ. Бюджетри тупăшсен пайне укçа 2015 çулхинчен ытларах хывма пултарнă. Муниципалитетăн 14 программине аван пурнăçланă. Инвестицин 11 проектне ĕçе кĕртнĕ, вĕсем 35 ĕç вырăнĕ тума май панă. Мĕнпур организацин укçа çаврăнăшĕ виçĕмçулхинчен — 5,3%, вак суту-илÿ çаврăнăшĕ 12,2% пысăкрах. Экономикăна тÿпе хывакансен кашни уйăхри ĕç укçи 18296 тенкĕ пулнă, ĕçсĕрлĕх шайĕ 0,26% /кăтарту республикăра чи лайăххи/ çеç.
— Тĕрлĕ харпăрлăхлă хуçалăхсен ял хуçалăх производствин индексĕ 103,2% танлашрĕ, — терĕ докладçă. — Тĕштырăпа пăрçа йышши культурăсене 36,8 пин тонна — 2015 çулхинчен 22,8% нумайрах — пухса кĕртрĕмĕр. Пахчаçимĕç те ытларах пуçтарнă. Кăçалхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне çулталăк каяллахипе танлаштарсан мăйракаллă шултра выльăх 0,6% хушăннă.
Район АПК программисене пурнăçа кĕртме патшалăх пулăшăвĕ хыснаран 234 млн тенкĕлĕх илнĕ. Хуçалăха тытса пымалли пĕчĕк формăсен, АПК организацийĕсен кредит ресурсĕ 86,3 млн тенкĕпе /2015 çулхинчен 76,7%/ танлашнă. Кил хуçалăхĕсем илнĕ кредитăн пĕр пайне саплаштарма уйăрнă субсиди кăтартăвĕ Комсомольскисен республикăра — чи пысăккисенчен пĕри.
Ĕç укçи парăмĕ, сухаламан-акман çĕр çук. Кунти хуçалăхсем кÿршĕ районсенчи пушă выртнă 3882 гектара пусă çаврăнăшне кĕртме пултарнă. Ĕне выльăх, кайăк-кĕшĕк ашне — 1,2%, сĕт — 2,3%, çĕрулми 11,3% сахалрах туса илнĕ.
Нумай ачаллă çемьесен 88,8% çурт е дача тума çĕр лаптăкĕ тÿлевсĕр уйăрнă. Çав тĕллевпе 249 çемьене шута илнĕ. Ку шутран 101-шĕ уйрăм çурт лартма тĕллев лартнă. 221 çемье лаптăк хуçи пулса тăнă. Кăçал 77-не парасшăн.
Районта виçĕ çула çитичченхи 323 ача садикре вырăн илме черетре тăрать. Канашлура ку ыйтăва Чĕчкен ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Юрий Лукиянов çĕклерĕ. Михаил Игнатьев район администрацине ыйтăва тишкерсе татса пама хушрĕ.
— Кăçал икĕ ФАП, çитес икĕ çул хушшинче тепĕр ФАП, пĕрер ача сачĕпе клуб хута яма палăртнă, — пĕлтерчĕ А.Самаркин.
Çуралнă ачасен йышĕ вилекенсен хисепĕнчен пĕчĕкрех пулнăран район халăхĕ сахалланать.
— Çак юхăма мĕнле чарса лартасшăн? — ыйтрĕ ЧР Пуçлăхĕ. — Демографи начарланнине текех чăтса пурăнма юрамасть. Мĕншĕн тесен çĕршыва ĕç çыннисем кирлĕ.
— Ăна лайăхлатма хам та хутшăнма хатĕр, — хуравларĕ райадминистраци пуçлăхĕ.
М.Игнатьев çамрăк çемьесем ялта пурăнма юлччăр тесе çĕнĕ ĕç вырăнĕ ытларах тума, пурнăç условийĕсене лайăхлатма, кашни уйăхра шалу 30 пин тенкĕрен кая мар тÿлесси патне çитме ыйтрĕ. Унсăрăн районта пурăнакансен йышне ÿстереймĕр терĕ.
Çак ыйту «Урожай» колхоз председательне Алексей Ершова та кулянтарать. Пĕр çулхине Шурăт ял тăрăхĕнчи хусахсене шутласа список тунăскер, вĕсене ĕçпе тивĕçтерес ыйтăва çивĕч лартрĕ.
Райадминистраци пуçлăхĕ кăçалхи тĕллевсем пирки те чарăнса тăчĕ. Комсомольски ялĕнче кашни талăкра 600 кубла метр шĕвĕ каяша биологи тасатăвĕн хатĕрĕнчен кăлармалли объект тума пуçласшăн, инвестицин 9 проектне пурнăçласшăн, çавна май 17 ĕç вырăнĕ йĕркелесшĕн, ытти ĕç те чылай тăвасшăн. Уйрăммăн илсен Аслă Çĕрпÿел ял тăрăхĕнче 400 пуç ĕне выльăх вырнаçмалли ферма ĕçе кĕртесшĕн.
ЧР Пуçлăхĕ канашлăва пĕтĕмлетсе район çирĕппĕн аталаннине, юлашки çулсенче производствăпа социаллă кăтартусене лайăхлатнине, çапах та ÿсĕме хăвăртлатмаллине палăртрĕ.
Юрий МИХАЙЛОВ