15 Нарăс, 2017
СТРЕСРАН, ДИАБЕТРАН - ЧЕЧЕК ЧЕЙĔ
Эмел курăкĕн /ромашка лекарственная/ чечекĕнчен хатĕрленĕ чейе температура ӳссен, пуç ыратсан, ывăнсан малтанхи пулăшу вырăнне ĕçме сĕнеççĕ.
- Пуç ыратни, мигрень аптратсан кашни кун эмел курăкĕн чейне вĕрилле ĕçмелле. Приступсем сахалланаççĕ.
- Эмел курăкĕн чейĕ пĕвере çемçен тасатать.
- Вар-хырăм чирĕсем пулсан та çак чечек чейĕ пулăшать. Вăл пыршăлăхра газ пухăнассине чакарать, наркăмăшсене кăларать, варвиттие ирттерет.
- Фильтр-хутаçсемпе сутакан эмел курăкĕн чейне туянмасан, вĕтетнĕ типĕ курăкпа усă курсан лайăхрах. Чейе тĕрĕс хатĕрлемелле. Вĕрекен шывпа пăшăхласа илнĕ заварка чейникне 2 чей кашăкĕ типĕ чечек хумалла, питĕ вĕри шыв 1 стакан ямалла, 10-15 минутран вĕтĕ ала витĕр сăрăхтармалла.
- Эмел курăкĕн чейĕ диабетпа аптракан çынсене те усăллă. Вăл юнри сахăр шайне чакарма пулăшать.
- Стресс сывлăха япăх витĕм кӳрет. Эмел курăкĕн чейĕ çак тĕслĕхре те лайăх, лăплантарать, пăшăрхантаракан пулăм çинчен манма пулăшать. Экзамен е пĕлтерĕшлĕ ытти мероприяти умĕн эмел курăкĕн чечекĕнчен пĕçернĕ пĕр чашăк вĕри чей ĕçме сĕнеççĕ.
- Уйăх хушши вăхăтĕнче ыратнипе нушаланакан хĕрарăмсене те эмел курăкĕн чейĕ усăллă. Тин пĕçернĕ чей амалăх хутланнине, ыратнине ирттерет.
- Шăнса пăсăлсан эмел курăкĕн чейне пыл хыпа-хыпа ĕçсен лайăх. Кăштах лимон, лайм сĕткенĕ е çак çимĕçсен çиелти çӳхе хуппине хушма юрать. Эмел курăкĕ ытти ӳсен-тăранпа та — сар çип утипе /зверобой/, матрӳшкепе /душица/, чапăрпа /чабрец/ — килĕштерет. Тухтăрсем кунне 1-2 чашăк чей ĕçни организма ырă витĕм кӳрет тесе шухăшлаççĕ.
Ан сиенле
- Кирек мĕнле ӳсен-тăран пекех эмел курăкĕ те хăш-пĕр çынна аллергие яма пултарать. Аллерги паллисем: вар-хырăм пăсăлать, пит, ӳт-пӳ çине шатра тапса тухать, канăçсăрлантарать. Апла тăк сире эмел курăкĕн сиплевĕпе усă курма юрамасть.
- Эмел курăкĕн чейне лăплантаракан, шăк хăвалакан препаратсемпе пĕр вăхăтра ĕçме хушмаççĕ. Сăлтавĕ — эмел курăкĕ те çак препаратсем пекех лăплантарнинче тата пӳрене вăйлăрах ĕçлеттернинче.
- Антидепрессантсемпе сипленнĕ чухне те эмел курăкĕн чейне ĕçмелле мар, ку эмел витĕмне ытлашши хăватлатма пултарать.
- Эмел курăкĕн чейне нумай вăхăт ĕçсен пуç ыратма, вăй чакма пултарать. Çавăнпа тăхтав тумалла, организм хăйне мĕнле туйнине шута илмелле.
- Юн пусăмĕ пĕчĕк çынсене эмел курăкĕн чейне кăшт кăна ĕçме юрать, мĕншĕн тесен вăл юн пусăмне чакарма пултарать.
- Гастрит е язва диагноз лартсан та асăрхануллă пулмалла: эмел курăкĕн чейĕ апат хуранĕн лăймака сийне вĕчĕрхентерме пултарать.