Комментари хушас

15 Нарăс, 2017

Ял çынни мĕн çинчен шухăшлать?

Иртнĕ эрнере Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн Раççей наука кунне халалланă пĕтĕмлетÿллĕ ăслăлăх сессийĕнче тĕпчевçĕсем кăсăклă докладсем турĕç. Унта ВУЗсен профессорĕсемпе преподавателĕсем, студентсем, наукăпа кăсăкланакансем хутшăнчĕç.

ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов институтпа парламент хушшинчи çыхăнăва çирĕплетме шантарчĕ, «XXI ĕмĕр пуçламăшĕнчи Чăваш Енĕн ял обществи» доклада Патшалăх Канашне çитерме сĕнчĕ. «Ялта мĕн пулса иртнине, унăн пуласлăхне депутатсен пĕлмеллех, — терĕ. — Ăсчахсен ăслăлăх ĕçĕсем, çав шутра наци культурине тĕпчесе çырнисем, ырă йăла-йĕркене тĕп вырăна хуракан Чăваш Ен никĕсне çирĕплетме тивĕç».

Вĕрентÿ министрĕ Юрий Исаев кунта çыракан ăслăлăх ĕçĕсене пысăка хурса хакларĕ. Хăй çак институт директорĕнче тăрăшнă çулсенче кун çути кăтартма планланисене, вăл шутра И.Бичурина тĕпчесе çырнине тата вĕрентÿ пособийĕсене, планпа килĕшÿллĕн пичете хатĕрлеме ыйтрĕ. Культура министрĕ Константин Яковлев институт республика культурине, чăваш чĕлхине, халăх историйĕпе йăли-йĕркине тĕпчес тĕлĕшпе пысăк ĕç тунине палăртрĕ.

Истори ăслăлăхĕсен кандидачĕ, институтăн ертсе пыракан наука сотрудникĕ Валентина Харитонова хăй тата ĕçтешĕсем 2006, 2012 çулсенче республикăра ирттернĕ социологи тĕпчевĕн материалĕсене доклад никĕсне хывнă. Тĕпчев ĕçĕнче ял пурнăçĕнчи улшăнусен социаллă туртăмĕсене хак панă.

Уйрăммăн илсен респондентсене çавнашкал ыйту панă: «Чăваш Ен тĕлĕшпе чун-чĕрене мĕнле шухăш-кăмăл тыткăнлать?» «Республикăра пурăннăран кăмăллă» тесе хуравлакансем 2006 çулта хулара — 35,5%, ялта — 42,6%, 2012 ç. хулара — 26,1%, ялта 47,4% пулнă. «Пĕтĕмĕшле илсен мана тивĕçтерет, çапах та нумайăшĕ çырлахтармасть» тесе хурав панисем 2006 ç. хулара — 43,3%, ялта — 39,5%, 2012 ç. хулара — 45,6%, ялта 37,9% пуçтарăннă.

«Раççейĕн ытти регионне пурăнма куçас кăмăл пур» тесе 2006 ç. хулара — 3,8%, ялта — 1,6%, 2012 ç. хулара — 5%, ялта 2,4% хуравланă. Раççейрен урăх çĕршыва куçса каяс текен шухăшпа 2006 ç. хулара — 1,2%, ялта — 0,3%, 2012 ç. хулара — 3,1%, ялта 0,8% пурăннă. «Чăваш Ен çыннисем кÿршĕ регионсен халăхĕпе танлаштарсан лайăхрах пурăнаççĕ» тенипе 2006 ç. хулара — 11%, ялта — 14,4%, 2012 ç. хулара — 5,2 %, ялта 11,8% килĕшнĕ.

«Эпир пĕрремĕш регионсенчен лайăхрах, иккĕмĕшсенчен япăхрах пурăнатпăр» тесе 2006 ç. хулара — 50,8%, ялта — 46,9%, 2012 ç. хулара — 55,7%, ялта 45,3% шухăшланă.

«Пирĕн республикăра кÿршĕ регионсемпе танлаштарсан начартарах пурăнаççĕ» тесе калакансем 2006 ç. хулара — 27%, ялта — 20,1%, 2012 ç. хулара — 30,7%, ялта 22,4% шутланнă. «Пурнăçăм туллин тивĕçтерет» тесе 2006 ç. хулара — 11,7%, ялта — 12,1%, 2012 ç. хулара — 13,4%, ялта 12,7% хуравланă. «Пурнăçăм тивĕçтерсех каймасть» текенсем 2006 ç. хулара — 22,8%, ялта —18,9%, 2012 ç. хулара — 34,1%, ялта 34,8% пухăннă.

Докладçă ял-хула çыннисен ытти шухăш-кăмăлĕнчен те социаллă пĕтĕмлетÿсем тунă. «Вĕсен пысăкрах пайĕ ырлăхлă лăпкă регионта пурăнатпăр тесе шухăшланă. Пĕтĕмĕшле илсен ял-йыша хăйĕн пурнăçĕ тивĕçтерет. Çапах та хăйĕн пуласлăхне çирĕппĕн шанмасть», — пĕтĕмлетрĕ В.Харитонова.

Институтăн ертсе пыракан сотрудникĕ, философи ăслăлăхĕсен кандидачĕ Иван Ильин доцент доклада сÿтсе явма хутшăнса çапла каларĕ: «2006 тата 2012 çулсенче социологи ыйтăмне ирттерме эпĕ те хутшăннă. XXI ĕмĕр пуçламăшĕнче ял нумай улшăнчĕ. Халĕ ял пурнăçĕ хуларинчен пĕр енĕпе те кая мар. Анчах иртнĕ çулсенче ял-йыш чун-чĕринче коллективлăх туйăмĕ иксĕлме тытăнни пăшăрхантарать. Уншăн ламран лама куçса пынă пурнăç йĕрки, çемье — тĕпре. Çемье çирĕп тĕк патшалăх та çирĕп».

Институт директорĕ, философи ăслăлăхĕсен кандидачĕ Петр Краснов коллектив умĕнчи тĕрлĕ енлĕ тĕллевсемпе паллаштарчĕ, уйрăммăн илсен кăçал тата çитес çулсенче социологи ыйтăмĕсем ирттерсе республика экономикипе социаллă пурнăçĕн аталанăвне хак паракан наука ĕçĕсем те хатĕрлессине пĕлтерчĕ.

Юрий МИХАЙЛОВ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.