Комментари хушас

15 Нарăс, 2017

Ырăпа усала уйăрма вĕренер

Тĕнчене терактсем кисретеççĕ, экстремизм вăй илсе пырать. Шел те, усал пулăм Раççее те тÿрремĕнех пырса тивет. Экстремизм идеологийĕ çамрăксен хушшинче тымар яма ăнтăлни те куçкĕрет. Шăпах çак хăрушлăха ăнланса ЧР Шалти ĕçсен министерстви çумĕнчи Общество канашĕ Шупашкарти коопераци институтĕнче яш-кĕрĕм экстремизм тыткăнне лекесрен сыхланмалли профилактикăн çивĕч ыйтăвĕсене халалласа «çавра сĕтел» ирттерчĕ.

Институт ректорĕ, вăлах ШĔМĕн Общество канашĕн председателĕ Валерий Андреев профессор хăйĕн çамрăклăхне аса илчĕ:

— Эпĕ студент пулнă çулсенче экстремизмпа, нацисен хушшинчи курайманлăхпа çыхăннă ыйтусене теори шайĕнче кăна тишкернĕ. Пурнăçра унашкалли пулма пултарасси пирки калаçу та пуçарман. Интернационалла воспитани тĕп вырăнта пулнă та — çынсем кирек ăçта та ним шикленмесĕр кайса çÿренĕ. Халь вара лару-тăру улшăнчĕ.

Çапах Валерий Витальевич экстремизм идеологине ислампа, тĕнпе çыхăнтарнине ырламасть: террористсен хушшинче мăсăльмансем кăна мар, ытти тĕне ĕненекен çын та нумаййине тĕслĕхсем çирĕплетеççĕ. Çавăнпах киревсĕрлĕхе хирĕç тăма та пĕртте ансат мар. Çамрăксемшĕн пушшех йывăр — вĕсем, çирĕпленсе çитмен ăс-хакăллăскерсем, усал вăйсен вербовка капкăнне çăмăллăнах çакланма пултараççĕ.

Çамрăксен хушшинче экстремизм çивĕчлĕхне наука куçĕпе пăхса институтăн юридици факультечĕн деканĕ Михаил Тимофеев хакларĕ. Вăл иккĕленмест: радикализмăн пĕр тĕсĕ пулнă май экстремизм Раççейшĕн чăннипех пысăк хăрушлăх. «Темиçе çул каялла кăна-ха çав вăйсем алла арматура татăкĕсем тытса пуçтахланатчĕç, паян вара вĕсен — перекен хĕç-пăшал. Агресси çамрăксемшĕн уйрăмах кăтартуллă — çавăнпа чи малтан вĕсемпе усă кураççĕ те. Çыхăнăвăн çĕнĕ йышши мелĕсем, çав шутра Интернет çамрăксен ушкăнĕсене хăвăрт пухма, киревсĕр ĕçсем тума май параççĕ. Тĕрлĕ йĕркесĕрлĕхе явăçтаракан йышра шăпах 15-18 çулсенчи çамрăксем ытларах», — терĕ вăл.

Михаил Сергеевич палăртнă тăрăх — экстремизма çынсене «эпир тата вĕсем» принципа тĕпе хурса пайлани никĕслет. Эпир — лайăххисем, вĕсем — япăххисем, апла тăк вĕсене хĕстермелле, тĕп тумалла. Тĕрлĕ наци, тĕн çыннисене киревсĕр çак шухăшлава тĕпе хурса уйăрни хирĕçÿ çуратать. Унччен Раççейре кунашкалли Çурçĕр Кавказшăн кăтартуллă пулнă, паян вара усал идеологин географийĕ те анлăланнă — хирĕçÿ тĕслĕхĕсем Çĕпĕрте те, ытти çĕрте те пулаççĕ. Преступлени нумайланни те куçкĕрет. Çийĕнчен унччен çынсене тĕттĕм кĕтессенче тапăннă, халь общество вырăнĕсенче уççăнах тапăнма та пултараççĕ. Çамрăксен хушшинчи национализм миграци сферинче уйрăмах вăйлă палăрать — ютран килнисене кÿрентернĕ тĕслĕх чылай.

Юрфак деканĕ вербовщиксен тыткăнне лекесрен сыхланмалли сĕнÿсем те пачĕ: «Енчен те сире урамра чарса çавнашкал калаçу пуçарчĕç тĕк — вĕсене ан итлĕр, «ку маншăн интереслĕ мар» тесе пăрăнса иртĕр. Çав çынсемпе тавлашу пуçарни те вырăнсăр — вĕсем сирĕнтен опытлăрах, ÿкĕте кĕртесси те часах. Çапах та вĕсем сире интереслентерсе яма пултарчĕç тĕк — çав çынсен идеологийĕ пирки хăвăр тĕллĕн тĕплĕнрех пĕлме, вĕсем чĕннĕ çĕре пĕччен мар, аслăрах çынпа кайма тăрăшăр, кун пирки аçăр-аннĕре е вузри кураторсене пĕлтерĕр...» Кирек мĕнле пулсан та яваплăха туймалла: «Шанчăксăр çынсемпе çыхланса çывăх çыннăрсене, тăванăрсене хурлантарма кирлех-и?» Шăпах çамрăксен çак яваплăх туйăмне аталантарни, иккĕленмест Михаил Тимофеев, хăрушлăха сирме пулăшмалла.

Чăваш Енре экстремизм идеологийĕ вăй илнĕ тееймĕн. Çакна пĕлтĕр студентсен хушшинче йĕркеленĕ ыйтăм кăтартăвĕсем те çирĕплетеççĕ. Вĕсемпе ЧР Культура министерствин этноконфесси хутшăнăвĕсен пайĕн пуçлăхĕ Лидия Михайлова паллаштарчĕ. Çамрăксен 86 ытла проценчĕ лару-тăрăва ырласа хакланă. Çакăнта Чăваш Енре тĕрлĕ халăх çыннине хăйсен культурине, йăли-йĕркине аталантармалли майсем туса панин витĕмĕ те пурах. Сăмах май, республикăра паян 33 наци-культура пĕрлешĕвĕ. Çамрăксене илес тĕк — чикĕ леш енчен вĕренме килнисемех мĕн чухлĕн! Республикăри 9 вузра ют çĕршывсенчен килнĕ студентсем пĕлÿ илеççĕ. Çав шутра коопераци институтĕнче 9 çĕршывран килнĕ 38 студент вĕренет, педуниверситетра — 337 яшпа хĕр. Чи нумаййи — Чăваш патшалăх университетĕнче: унта 44 ют çĕршывран пухăннă 1011 çамрăк тĕрлĕ профессие вĕренет.

Чăваш Ен пирки ку енĕпе лăпкă регион тетпĕр пулин те преступленисем кунта та пулаççĕ. ЧР ШĔМĕн экстремизмпа кĕрешекен центрĕн сотрудникĕ Сергей Фомин экстремизмпа çыхăннă преступленисен шучĕ ÿссех пынине цифрăсемпе çирĕплетрĕ. 2012 çулта, сăмахран, 8 преступлени пулнă. 2015 çулта — 17. Пĕлтĕр вара 24 тĕслĕхе регистрациленĕ. Тĕпрен илсен — Интернетра экстремизмпа, национализмпа çыхăннă материалсем сарнă тĕслĕхсем. Уголовлă майпа айăпланисен тĕп йышĕ — 16-30 çулсенчи çамрăксем. Çапах киревсĕр идеологие каварлашса, йĕркеленсе саракансем çуккине палăртмаллах. Унччен çамрăксен пĕр юхăмĕ пулнă — педофилипе, çавнашкал ытти пулăмпа кĕрешетпĕр текенскерсен ĕçĕнче экстремизм сĕмĕллĕ самантсем те пулнă. Калăпăр, «вырăс маршĕ» тени халĕ те асра. Анчах право хуралĕн органĕсем тивĕçлĕ мерăсене вăхăтра йышăннине кура вĕсене пуç çĕклеме паман, халь çав юхăм республикăра çук.

Калаçăва студентсем, тĕрлĕ халăхăн республикăри диаспорисен лидерĕсем хутшăнчĕç. Азербайджансен элчи Азиз Бадиров Совет Союзĕ пулнă вăхăтра пурте кашни республикăна лайăх пĕлнине аса илчĕ. Хăш халăх çынни пулни никама та интереслентермен — пурте пĕр-пĕрне хисепленĕ. Азербайджан каччи студентсен отрядĕнче ĕçленĕ — Отрыванов хушаматлă çамрăк командир пулнă. Бадиров унпа 45 çул иртсен тĕл пулнă — Чăваш Енре! Командир чăваш пулнине азербайджан унччен тавçăрман та! Акă мĕншĕн вăл паян çамрăксен кÿршĕ халăхсен историйĕпе, йăли-йĕркипе интересленмелле тесе шутлать — вĕрентÿре те çакна шута илмелле. Çапла пулсан кăна эпир пĕр-пĕрне хисеплĕпĕр, хирĕçес, пĕр-пĕрне хурлас кăмăл пулмĕ.

«Çавра сĕтеле» Валерий Андреев ректор пĕтĕмлетрĕ. Хăйĕн студенчĕсене чĕнсе каланă май вăл паянхи яшсемпе хĕрсем темиçе çултан сумлă должноçсене йышăнасси, пысăк коллективсене ертсе пырасси пирки каларĕ. Эппин, вĕсем çине тиенекен яваплăх пысăк. Ертÿçĕсенчен тĕслĕх илеççĕ, çынсен хушшинчи çураçушăн, килĕшÿшĕн нумай чухне пуçлăхсем яваплă. Çавăнпа çамрăксем вуз аудиторийĕнчех ырăпа усала уйăрма вĕренни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Акă мĕншĕн ШĔМĕн Общество канашĕ çакнашкал тĕлпулусене коопераци институтĕнче кăна мар, Чăваш Енри ытти аслă шкулта та йĕркелеме палăртать.

Николай КОНОВАЛОВ

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.