10 Ака, 2014
КИРЕК ХĂÇАН ТА ВЫРĂНЛĂ
Сăмах пыл пирки пырать. Пĕлсе усă курсан вăл чылай чиртен пулăшать. Анчах çакна шута илмелле: аллергипе тата сахăр диабечĕпе аптракансен пылпа сипленме юрамасть.
- Организма талăкра кирлĕ микроэлементсемпе тивĕçтерме 1 стакан шыва 2 чей кашăкĕ пыл тата 2 чей кашăкĕ пан улми уксусĕ ярса кунне 1-2 стакан ĕçмелле.
- Инфаркт чухне 1 апат кашăкĕ пыла 1-2 тумлам лаванда çăвĕпе хутăштармалла, вĕренĕ ăшă 1 стакан шыва ярса ирĕлтермелле. Ăшăлла ĕçмелле. Сиплев курсĕ - 3 эрне.
- Гипертони аптратсан 1-ер стакан кăшманпа хĕрен сĕткенĕсене тата пыла хутăштармалла. 1 лимон сĕткенĕ ярса пăтратмалла. Кунне 2-3 хут апатчен 1-ер апат кашăкĕ 2 уйăх ĕçмелле.
- Чĕрен ишеми чирĕ нушалантарсан 1 стакан шăлан сĕткенне 1 стакан пылпа хутăштармалла. Кунне 3 хут апатчен 30 минут маларах 1-ер чей кашăкĕ ĕçмелле.
- Пÿре, шăк çулĕсем чирлесен лимон сĕткенĕпе е шăлан çырлин чейĕпе пĕрле талăкра 80-120 грамм пыл çисен лайăх.
- Ачасен çĕрлехи шăк чараксăрлăхĕнчен вĕренĕ ăшă çур стакан шыва 1 чей кашăкĕ пыл ярса ирĕлтермелле. Кунне икĕ хут - ирхине апат умĕн тата каçхине çывăрма выртиччен çур сехет маларах - çуршар стакан ĕçмелле.
- Невроз, неврастени, истери, ыйхă вĕçни аптратсан 1-2 уйăх талăкра 100-120 грамм чечек пылĕ çимелле: ирхине тата каçхине 30-шар грамм, кăнтăрлахи апат хыççăн 40-60 грамм. Çывăрма выртиччен çур сехет маларах пÿлĕм температуриллĕ çур стакан шыва 1 апат кашăкĕ пыл ярса ĕçни усăллă.
- Пÿрлĕ, час тÿрленмен сурана, кĕсене, пиçсе кайнă ÿте çума, примочка хума 6 апат кашăкĕ лачака тип курăкне /сушеница болотная/ эмальленĕ кастрюле хумалла, вĕренĕ çур литр шыв хушмалла, хупăлчапа витсе 15 минута вĕрекен шыв мунчине лартмалла. Сивĕнсен сăрăхтармалла, малтанхи виçине çитерме вĕренĕ шыв ямалла, пыл хушмалла /1 стакан шыва - 1 апат кашăкĕ пыл/. Е 10 грамм эвкалипт çулçине çур стакан шыва ярса 5 минут вĕретмелле, 2 апат кашăкĕ пыл хушмалла.
- Çăвар ăшĕ суранлансан, кĕсенленсен, шăла, тунине çирĕплетме, миндалинăсем шыçсан ăшă 1 стакан шывра 1 апат кашăкĕ пыл ирĕлтерсе çăвара чÿхемелле.
- Шăла шуратма ăна уйăхра 3-4 хут пыл сĕрмелле.
- Çăварти кăмпа инфекцийĕнчен хăтăлма ăна пыллă шывпа чÿхемелле, çăварта пыла май килнĕ таран ытларах тытмалла. Пыл карасне чăмлани пулăшать.