Комментари хушас

14 Нарăс, 2017

Ăсчахсемсĕр çĕршыв аталанаймĕ

Халăхра ăсчахсен ĕçĕ пирки ытла та кичем, йăлăхтаракан йышши тесе шухăшласси йăлана кĕнĕ. Чăнах та, архивра, вулавăшра тĕпчесе аппаланса ларасси телекуравпа шоу-кăларăм пăхасси мар — пĕр евĕрлĕх авăрĕнчен ниепле те вĕçерĕнеймĕн.

Наука тĕплĕ ĕçленине, ĕçе вĕçне çитернине кăмăллать. Апла пулин те ку хутлăх кичем тесе шухăшлакансемпе килĕшме çук: ку е вăл япала-пулăмпа кăсăкланакан, хăйĕн ĕçне парăннă ăсчах — яланах шыравра.

Нарăс уйăхĕн 8-мĕшĕнче Раççейре Ăслăлăх кунне паллă тума йышăнни те, ахăртнех, çĕршыва аталану çулĕпе мала ямашкăн хăйсен ăсне, вăй-халне, çут çанталăк панă пултарулăхне шеллеменнисене пуç таяссипе çыхăннă. Календарьте иртнĕ пинçуллăхăн вĕçĕнче паллă тума пуçланă уявăн пĕлтерĕшĕ хăвăрт улшăнса пыракан хальхи саманара нихçанхинчен те пысăк пек туйăнать. Халăх хуçалăхĕн кирек хăш хутлăхне сăнар — çĕнĕ технологисем хута каяççĕ. Импорта хамăрăн çĕршывра кăларакан таварсемпе улăштарасси кунран-кун вăй илсе пырать — ăслăлăх пĕр вырăнта тăманнине çирĕплетекен тĕслĕхсем мар-и вара çаксем?

Республикăра Ăслăлăх кунне чи анлă паллă тăвакан учрежденисенчен пĕри — Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ. Кăçал та асăннă институт ĕçченĕсем уява халалласа анлă программа хатĕрленĕ. Нарăсăн 9-мĕшĕнче наука сессийĕ уçăлчĕ. Унăн пленарлă ларăвне сумлă хăнасем те йышлăн пухăнчĕç: ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов, вĕренÿпе çамрăксен политикин министрĕ Юрий Исаев, культура министрĕ Константин Яковлев, аслă шкулсен, культурăпа ÿнер учрежденийĕсен ертÿçисемпе представителĕсем. Ăслăлăх ĕçченĕсене уявпа саламларĕç, тивĕçлисене тĕрлĕ наградăпа чысларĕç.

Награда тенĕрен, асăннă пухурах Вĕренÿ министерстви йĕркелесе ирттернĕ «Çулталăк аспиранчĕ – 2016» ăмăртăвăн тата республикăри çамрăк ăсчахсен конкурсĕн çĕнтерÿçисене те чысларĕç. Аспирантсен тупăшăвĕнче экспертсен комиссийĕ И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн органика тата фармацевтика кафедрин аспиранчĕ Вера Давыдова, И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн вырăс чĕлхи кафедрин ĕçченĕ Мария Иванова чи маттуррисем тесе йышăннă. Çамрăк ăсчахсен конкурсĕн çĕнтерÿçисем вара — И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУра ĕçлекен хими ăслăлăхĕсен кандидачĕ Михаил Беликов тата Мускав политехника университечĕн филиалĕн — Шупашкарти институчĕн ĕçченĕ, техника наукисен кандидачĕ Денис Федоров.

 Ирина ПУШКИНА

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.