Комментари хушас

14 Нарăс, 2017

Сăмах вăййи: Интернет тĕнчинчи хутшăну

Сывă-и? Хаçата çырнипе темех улшăнмĕ, пĕрех алла ручка тытмасăр тÿсеймерĕм. Пурнăç паян Интернетпа çав тери тачă çыхăннă. Унти сайтсем, социаллă сетьсем çынсен шăпине аркатаççĕ, инвалида кăлараççĕ, хăшĕсем хăйсем çине алă хураççĕ. Çак пулăма çамрăксене те, аслăрах çултисене те каласа ăнлантарасчĕ.

Интернетри тĕрлĕ сеть урлă юратнă çынна урăххипе улталани, чуна сутни кĕлеткене сутнинчен те тискертерех пек туйăнать мана. 5 çул каялла 38 çулти Надьăпа паллашрăм. Вăл хуларанччĕ, эпĕ ялта çуралса ÿснĕ. Ун чухне арăмран уйрăлнăччĕ ĕнтĕ. Надя сутуçăра ĕçлетчĕ. Çемьеллĕ, пĕр ачаллă хĕрарăм. Упăшки водитель-мĕн, инçетри хуласене çÿрет. Ывăлĕ вунулттăраччĕ. Мăшăрĕ Санкт-Петербургра пĕрер, икшер уйăх ĕçлесе пурăнатчĕ. Килне икĕ эрнелĕхе кăна килсе каятчĕ. Эпир иксĕмĕр пĕр-пĕрне килĕштертĕмĕр. Кăн-кăвак куçлă, сарă çÿçлĕ, туллирех кĕлеткеллĕ хитре хĕрарăм вăл. Пĕрре курсанах хваттер тара илсе çĕр каçрăмăр. Вăл арçынна савма çав тери маçтăр иккен. Юратма та, савăнтарма та пĕлет... «Упăшкуна мĕншĕн улталатăн?» — ыйтмасăр тÿсеймерĕм эпĕ. «Вăл мана вырăн çинче пачах тивĕçтермест. Эпир пĕр-пĕринпе чуна уçса та калаçмастпăр. Хуçалăха çеç пĕрле тытса пыратпăр», — пулчĕ хурав. Эпĕ хама унăн упăшки умĕнче сĕре аван мар туяттăмччĕ. Анчах та... Пĕлетĕп, дальнобойщиксен ĕçĕ пĕрре те çăмăл мар. Çак хĕрарăм упăшкине улталани чунра килĕшмерĕ. Вăл мана кунне 10-15 смс та яратчĕ, шăнкăравлатчĕ. Эпĕ пушă чухне хуравлаттăмччĕ. Чылай чухне кĕске çырусем хуравсăрах юлатчĕç. Уйăхра пĕрре-иккĕ, ытларах чухне 4-5 хут тĕл пулаттăмăрччĕ. «Юрататăп сана! Эсĕ çеç кирлĕ мана», — тетчĕ. Вăл качча кайичченех, 16-ра чухнех, юратнă çыннинчен хырăм пăрахнă-мĕн. Вунсаккăрта чухне хула йĕкĕтне качча тухнă. Ывăлĕ виççĕ тултарсан тепĕр арçынпа паллашнă. Унпа упăшкинчен вăрттăн 4-5 çул пурăннă. Ун хыççăн хăйĕнчен 10 çул кĕçĕн каччăпа тĕл пулнă. Ман умĕн унăн 5 арçын пулнине пĕлтĕм. Хитре хĕрарăмăн çапла пулмалла та пулĕ терĕм. «Эпĕ малтанах ăна юратман, хисеплемен», — тетчĕ Надя тăтăшах мăшăрĕ пирки. Иккĕмĕш çул тĕл пулма пикенсен ăнлантăм — эпĕ унсăр пурăнаймастăп. Юрататăп пулĕ терĕм... Чылай вăхăт унăн килĕнче тĕл пулаттăмăр. Пĕр вăхăтра унран СМСсем йăнăш килме пуçларĕç. Ăна хĕр тантăш патне ярасшăн пулнă тесе ирттерсе ячĕ. Малтан çур çĕрчченех смс çыраттăмăр. Хутран-ситрен телефона тытмастчĕ, е сÿнтерсе хуратчĕ. Кайран хĕр тус патне е хăнана кайнă тесе тĕрлĕ сăлтав тупатчĕ.

Пĕррехинче Надьăна хам пырассине пĕлтертĕм. «Ĕçе ан кил-ха, манăн киле кĕрсе тухмалла», — темшĕн хирĕçлерĕ вăл. Эпĕ килĕшнĕ пек турăм та ĕçĕ вĕçленнĕ тĕле ун патне çитрĕм, аякран сăнама пикентĕм. Пĕчĕк лавккара ĕçлетчĕ вăл. Лавккаран хура арçынпа тухрĕ. Пирус тивертрĕç... Çак арçынпа манăн Надя тахçантанпах тĕл пулни тÿрех паллă пулчĕ. Эпĕ тарăхса кайрăм, хама аран тытса чартăм. Иккĕшне те пырса çутăлтарса ярас килчĕ. «Юратăвăм, эсĕ ăçта?» — кĕç смс ячĕ Надя. Эпĕ 20 минутран çитессине пĕлтертĕм. Тĕл пултăмăр, манăн куçсем хаяррăн çиçнине сисрĕ вăл. Хваттере чĕнмесĕр çитрĕмĕр. Хам ăна хура арçынпа курнине йăлтах каласа патăм. Мана унпа хăçантанпа улталанине ыйтса пĕлтĕм. Еркĕнĕ Азербайджанран иккен. Икĕ эрне каялла кăна паллашнă-мĕн вĕсем. Надя çывăрса кайсан телефонне тытса пăхрăм. Ку арçын ун патне нумай хут шăнкăравланă, смс янă. «Юрататăп, чуптăватăп», — тет арçынни манăн майрана. Хура арçыннăн телефонне çырса илтĕм. Тепĕр кунне шăнкăравларăм ун патне. «Мĕнле Надя? Манăн Надя нумай», — терĕ хайхи. Эпĕ ăнлантартăм ĕнтĕ. «Мĕнле паллашнă эсир? Тĕрĕссине каласан каçарăп. Каламасан Чăваш Енрен чĕрĕ каяймăн», — терĕм хайхине. Хура çын хăрарĕ, йăлт каласа пачĕ. Вĕсем виçĕ уйăх тăтăшах курнăçаççĕ иккен. «Эпĕ айăплă мар, хĕрарăм хирĕç пулсан ăна нимĕнле арçын та илеймест», — шухăшне палăртрĕ вăл. Надя мана çав тери вăйлă суйнине ăнлантăм. Çын мăшкăлĕ пек туйрăм. Çакăн хыççăн та "хури" Надя патне пыркаланă. Эпĕ тÿсеймерĕм, ăна шыраса тупса патак патăм. Надя çине-çине каçару ыйтрĕ. Чун-чĕре каçараймарĕ пулсан та пĕрех тĕл пулаттăмăрччĕ. Мана лайăхчĕ унпа. «Эпĕ сана çав тери юрататăп», — тетчĕ вăл. Анчах мана темскер канăç памарĕ. Пĕррехинче ăна хĕрлĕ эрех ĕçтертĕм. Хура арçын ăна ялан хăналанă та, сыпкалама хăнăхнăччĕ ĕнтĕ вăл. Çывăрса кайсан телефонне пăхрăм. Ай тур-тур!!! Фейсбукра Болгарири арçынпа смс çÿретет-мĕн савни! Ăна вăл хăйĕн сăнÿкерчĕкĕсене, мунчара ÿкерĕнни таранах, ярса панă. Пĕр-пĕрне юратни, тĕлпулăва кĕтни пирки çыраççĕ. Парне, чечек, хитре картина темĕн чухлĕ! Эпĕ урсах кайрăм. Çур çĕр иртни икĕ сехетре Надьăна кăшкăрса тăратрăм. «Ку мĕскер?!» — терĕм телефонне тытса. «Ку вăйă вăл. Сăмах вăййи», — терĕ вăл ним пулман пекех. «Мĕнле вăйă? Эсир чĕрĕ çынсем, пĕр-пĕрин чун хĕлĕхĕсене хускататăр, юрататăр, чуптăватăр. Тухса кай!» — терĕм. Тарăхнипе çутăлтарса та ятăм. Йĕчĕ-йĕчĕ те такси чĕнсе илсе тухса кайрĕ. Кайран икĕ хут та шăнкăравларĕ, ку пулăма виртуал вырăнне хунине каларĕ.

Вăхăт малаллах шурĕ. Надя мана хăйĕн çуралнă кунне пĕрле паллă тума ÿкĕтлерĕ. Килĕшрĕм ĕнтĕ. Çав каçхине вăл çывăрсан унăн телефонне шăнкăрав килчĕ. Тытрăм та турккă арçынни шăнкăравлать иккен манăн савни патне, телефон урлă çывăх пулма чĕнет. СМСсене кĕрсе пăхрăм та — Надя патне турккăсем, сербсем çыраççĕ, интим сĕнеççĕ. Çарамас ÿкерттернĕ сăнÿкерчĕкĕсене ярса панă. Савни те ярса панă. Надьăна татах ăс кĕртме тиврĕ. Тепĕр сете кĕретĕп — унта савни тепĕр пăлхарпа тĕл пуласси пирки калаçать манран вăрттăн. Татах патак çитертĕм майрана. Пăлхара та, серба та, турккăна та тустарса илтĕм. Ку сетьсем çынсен пуçĕсене арпашăнтарнине ăнланса илтĕм. Юратакансем çумри савнийĕсене асăрхами пулаççĕ вĕсене пула. Вулакансем, ан кĕрĕр çав сетьсене. Вĕсемсĕрех пурнăç илемлĕ. Нимĕнле Одноклассники те, В Контакте те, Фейсбук та, Ватсапп та, Инстаграмм та, Вайбер та кирлĕ мар.

Манăн Надьăна çак сайтсенчен кăларма май килчĕ. «Одноклассникирен» те тухрĕ. «Ниçта та кĕрес килмест. Тавах сана манăн куçа уçнăшăн. Сана ĕмĕрĕпех юратăп. Сан пекки тĕнчере урăх çук», — тет халĕ. Анчах эпĕ Надьăна та, ытти хĕрарăма та тек ĕненместĕп. Кун пек вут-çулăм витĕр тухса хама çунтарни те çитет. Хамран мĕн килнине йăлтах турăм çак хĕрарăмшăн. Халĕ вăл мана ирхине те, каçхине те смс ярать. Ĕçе, киле çитнине пĕлтерет. Çиччĕмĕш уйăх ĕнтĕ ăна хуравламастăп. «Шăпана тав тăватăп санпа тĕл пултарнăшăн. Телейĕм, савăнăçăм, пирĕштийĕм эсĕ манăн. Саншăн кĕлтăватăп. Каçар, каçар мана», — темĕн те çырать вăл мана. Эпĕ ĕненместĕп, эпĕ чунпа хытнă, эпĕ тăраннă хĕрарăм ултавĕнчен.

Радик.

Çĕрпÿ районĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.