Халăха çунатлантарнă
Нумаях пулмасть Шуршăл ялĕн хисеплĕ çынни Нина Демидова 85 çул тултарчĕ. Ăна çак çавра çулпа «Çутă çăл» фольклор ушкăнĕ саламларĕ. Нина Хрисогоновна Шуршăла 1952 çулта Çĕрпÿри культурăпа çутĕç училищи хыççăн килнĕ. Çамрăк специалист, çав тери ăшă та сăпайлă хĕр, тÿрех ĕçе кÿлĕннĕ.
Вăрçă хыççăнхи йывăр сурансене сиплеме, культура вучахне çĕнĕрен чĕртсе тăратма вăл вăхăтра, паллах, çăмăл пулман. Нина аппа çапах та аптраса ÿкмен. Ял халăхне çунатлантарса вăл тÿрех юрă коллективĕ, драма кружокĕ йĕркеленĕ. Кăнтăрла — библиотекăра, каçхине ял çыннисемпе клубра ĕçленĕ. Ун патне пĕчĕккисенчен пуçласа ватти таранах çÿреме пуçланă. Мĕн чухлĕ концерт хатĕрлемен-ши, мĕн чухлĕ уяв ирттермен-ши, мĕн чухлĕ спектакль лартман-ши вĕсем! Çаксене Шуршăлсем паянхи пекех ас тăваççĕ. «Айтар» спектакль кăна мĕне тăратчĕ! Чăн-чăн театр тейĕн. Ытти ĕç те çав тери нумай, пурне те каласа та пĕтереймĕн.
Эпир ун чух ачапча çеçчĕ. Апла пулин те мăннисемпе пĕрле тăршшĕпех колхоза ĕçлеме тухнă. Питĕ лайăх ас тăватăп: халăх канма ларатчĕ çеç, Нина аппа çав самантрах пĕр çĕклем хаçат-журнал, кĕнеке йăтса пыратчĕ, çынсене вуласа паратчĕ, интереслĕ хыпарсем пĕлтеретчĕ, ăшшăн калаçса илме те манмастчĕ.
Хăйĕн юратнă ĕçне Нина Хрисогоновна 40 çула яхăн тивĕçлĕн туса пычĕ, çав хушăра нумай-нумай хисепе тивĕçрĕ. Вăл ĕçленĕ вăхăтра Шуршăл клубĕ районта çеç мар, республикăра та малтисен ретĕнче шутланса тăнă.
Нина Демидова паян та çав тери маттур, пултаруллă, кăмăллă, вашават. Пире, «Çутă çăл» ушкăна, тулли кăмăлпа кĕтсе илчĕ, савăнăç куççульне те пытармарĕ, артистсемпе пĕрле юрларĕ, ташларĕ. Шуршăл çинчен çырнă истори кĕнекине парнеленĕшĕн питĕ савăнчĕ.
Нина Хрисогоновна Шуршăл каччипе Геннадий Демидовичпа çемье çавăрса икĕ маттур ывăл çитĕнтерчĕ. Паян вăл кĕçĕн ывăлĕпе Юрăпа тата кинĕпе Иринăпа пурăнать. Ытарайми ачисемпе, кинĕсемпе, мăнукĕсемпе, кĕçĕн мăнукĕсемпе савăнать.
А.ПЕТРОВА.
Сĕнтĕрвăрри районĕ.