Комментари хушас

11 Нарăс, 2017

Çунат сарнă "Ял пурнăçĕнче", вăй-хăват - "Чăваш хĕрарăмĕнче"

Çапла сăвăлла йĕркесемпе пуçларăм эпĕ çыру йĕркисене. Паллах, калас шухăш-кăмăл капланнипе пухăнчĕç хăпартлануллă сăмахсем. Вĕсем юратнă хаçатăмăрăн иртнĕ çулхи 41 /963/-мĕш номерĕнчи "Литература страниципе" паллашсан чун-чĕре вăркăшне вăратрĕç.

Трак тăрăхĕнчи Сунар ялĕнче ăшпиллĕх илсе поэзи лаççинче иксĕлми тăрăшакан Татьяна Борисовăна сăмах панă "Чăваш хĕрарăмĕнче". "Çилпе хурăн" сăвви кăмăл-шухăшĕпе те, поэзи туртăмĕпе те вулакан кăмăлне тивĕçтермелле пиçсе тухнă.

Татьяна Ивановна паянхи тапхăрăн тулли лавне тăвалла туртакан, малашлăха шыракан сăвăçсенчен, çыравçăсенчен пĕри пулса ырă йĕр хывать. Вăл — икĕ кĕнеке авторĕ тата районти Н.Янкас ячĕллĕ преми лауреачĕ час-часах шкулсене тухса çÿрет, çитĕнекен ăрупа асра юлакан тĕлпулусем йĕркелет.

"Чăваш хĕрарăмĕ" ентешĕмĕрĕн пултарулăхĕпе татах та паллаштарасса, Татьяна Борисова вăй илсе пырасса, вулакан умĕнче сумлă авторитет çĕнсе илессе шанатăп.

Георгий ТУСЛИ.

Красноармейски районĕ.

 

 

***

Юхать куççуль, шăпăртатать куçран,
Юхать куççуль. Тăварлă та вăл йÿçĕ —
Чуну кÿтсе çитсен эс кăмăлна
хытар,
Сан куççÿлÿ çапах ытла та йÿнĕ.
 
Сиксе тапать чĕреçĕм кăкăртан,
Ман чунăмра чăтма та çук-çке
хуйăх.
Иртни умра. Тухмасть вăл
асăмран,
Анчах çухатнă телее тупаймăн урăх.
 
***
Шăнса пăрланнă чĕреме
Санăн ывăçу çине
хуратăп.
Эс ăшăт, ачашла, юрат,
Анчах ан ман, вăл пулмĕ
нихăçан та сан.
‰ ‰ ‰
Пăрлак шывра чÿхенчĕ ман чĕрем.
Халь — чул...
Сивĕ чул...
Тахçан... тахçан
Вутла çунатчĕ-çке чĕре
Сана савса, ырă сунса,
Ĕмĕтленсе те хĕмленсе
Тапатчĕ çав чĕре...
Халь — чул.
Сив сăмахпа пусарнă
Хытнă чул.
 
***
Эс мана часах-ха манăн,
Ман сана мĕнле манас?
Пурнăçра татах юратăн,
Манăн халь кама савас?
 
Çĕнĕ юлташсем эс тупăн,
Ман кама юлташ тăвас?
Телейне те, тен, эс тупăн.
Ман телей кампа курас?
Красноармейски районĕ.

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.