Комментари хушас

10 Нарăс, 2017

Пурнăç пахалăхне лайăхлатсах пымалла

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ çумĕнчи стратеги аталанăвĕ тата приоритетлă проектсем енĕпе ĕçлекен Канашăн ларăвĕнче экспорта вăйлатассипе, ипотекăпа тата аренда çурт-йĕрĕпе, хăтлă хутлăхпа, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пулăшăвĕсемпе — пĕтĕмлетсе каласан республикăри пурнăç шайĕн пахалăхне лайăхлатассипе — çыхăннă программăсен паспорчĕсене пăхса тухрĕç. Ăна Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пычĕ.

«Пĕтĕм тĕнчери коопераци тата экспорт» программăн паспорчĕпе ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ — экономика аталанăвĕн, промышленноçпа суту-илӳ министрĕ Владимир Аврелькин паллаштарчĕ. Вăл каланă тăрăх — ку программăна 2017-2025 çулсенче пурнăçа кĕртмелле. Çак хушăра продукци экспорчĕн калăпăшĕ 2,7 хут пысăкланмалла, çав шутра машиностроени продукцийĕн — 4,1 хут. Унсăр пуçне Раççей экспорт центрĕн представительствин — Чăваш Республикинчи пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхĕн экспортпа çыхăннă субћекчĕсене пулăшакан координаци центрĕн — пулăшăвĕпе усă куракансен шучĕ те палăрмаллах ӳсессе кĕтеççĕ. Çавăн пекех тавара чикĕ урлă каçармалли тата ытти документа хатĕрлеме кирлĕ вăхăт, таможня операцийĕсене ирттермелли тапхăр чакасса шанаççĕ. В.Аврелькин 2016 çулта Чăваш Енри 282 предприяти экспорт ĕçĕ-хĕлĕпе çыхăннине пĕлтерчĕ, ку вăл виçĕмçулхи кăтартуран чылай пысăкрах. Пирĕн регионта хатĕрленĕ продукцие тĕнчери 66 çĕршыва ăсатнă. «Çывăх вăхăтра продукци экспорчĕ татах пысăкланасса кĕтет­пĕр, тавара Вьетнама, Мексикăна, Китая, Монголие, АПШна, Индие, Непала тата ытти çĕршыва ăсатассине анлăлатма планлатпăр», — терĕ докладçă.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев асăннă çак цифрăсенчен çурри хут çинче çеç ан юлтăр, документра мĕн палăртни йăлтах чăна çаврăнтăр тесен прогнозсене тепĕр хут тĕплĕн тишкермелле терĕ. Тĕнчери лару-тăру улшăнма пултарнине тĕпе хурса паспортăн икĕ вариантне — оптимистлине тата пĕтĕм теветкеллĕхе шута илсе — хатĕрлемеллине аса илтерчĕ.

Предпринимательсен прависене хӳтĕлекен уполномоченнăй Владимир Иванов чĕртаварпа çыхăнман экспорт аталанăвне кӳрекен патшалăх пулăшăвĕ республикăри предприятисен продукцине сертификациленĕ чухне уйрăмах кирлине палăртрĕ. Ларăва хутшăннă усламçăсем хăйсем хатĕрлекен тавара чикĕ леш енне ăсатнă чухне чи малтан хăш самантсене шута илмелли çинче чарăнса тăчĕç.

«Ипотека тата аренда çурт-йĕрĕ» приоритетлă проектăн паспорчĕ пирки ЧР строительство, архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕн заместителĕ Владимир Максимов каласа кăтартрĕ. Вăл 2020 çул вĕçленнĕ тĕле тепĕр 5 пин çемье пурăнмалли условисене лайăхлатма пултарнине пĕлтерчĕ. Унсăр пуçне 3,3 пин çемьен хваттер туянмашкăн е çурт лартмашкăн ипотека кредичĕсем илме майсем пулмалла, ку енĕпе вĕсене патшалăх та пулăшĕ. Докладçă проектра граждансене тара /арендăна/ памашкăн 30 пин тăваткал метр çурт-йĕр хута ямашкăн палăртнине каларĕ.

 

ЦИТАТА

Михаил ИГНАТЬЕВ, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ:

— Строительсене мĕн кирли пирĕн Чăваш  Енре йăлтах пур! Эпĕ республикăра çурт-йĕр çĕклекен организацисен, çавăн пекех тата строительство материалĕсем туса кăларакан предприятисен ертӳçисене ĕçтешсене айккинче ан шырăр, хăвăр хушăра ĕçлĕ çыхăнусем йĕркелесе пĕр çыхăра ĕçлеме тытăнăр тесе чĕнсе калатăп.

/Чăваш Республикин Патшалăх Канашне янă Çыруран/.

Михаил Игнатьев асăннă документа, стратеги тĕллевлĕскере, çывăх вăхăтра тата тĕплĕнрех хатĕрлесе вĕçне çитерме хушрĕ, унта строительство индустрийĕн аталанăвĕпе çыхăннă пайсем пулмалла, Чăваш Енре туса кăларнă стройматериалсемпе усă курмалли сĕнӳсене кĕртмелле терĕ. Вăл граждансен социаллă тĕрлĕ категорине çурт-йĕрпе тивĕçтермелли программăсемпе тата çине тăрарах ĕçлемеллине палăртрĕ. Пурăнмалли условисене лайăхлатас тесе черетре тăракансене пулăшас тĕллевпе Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар хулисенче тата Комсомольски районĕнче мĕн туни пирки ыйтса пĕлчĕ.

Ларура çавăн пекех «Хулара хăтлă хутлăх йĕркелесси», «Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă пулăшусен пахалăхне тивĕçтересси» приоритетлă проектсен паспорчĕсене тишкерчĕç.

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.