Комментари хушас

9 Нарăс, 2017

Нимĕчкассинчи Зоя аппа

Зоя Васильевна Васильева 60 çул ытла Нимĕчкассинче пурăнать пулин те Çĕньял Упи ялĕнче ирттернĕ ачалăхне пачах та манăçран кăлараймасть. "Мăн Çавал хĕрринчи сиплĕ çăлкуç шывне ĕçни, улăх тăрăх çарран чупни, ĕне-сурăх кĕтĕвне пăхни, туссемпе хуçалăх ĕçне хутшăнни, вăрмана кăмпа-çырлана çӳрени асран тухмасть", — терĕ вăл.

Çăкăр хакне пĕлсе ӳснĕ

— Эпĕ йышлă çемьере çитĕннĕ. Василий Захарович Захаровпа Анна Гурьевна Гурьеван кил-йышĕнчи вунă ачинчен пиллĕкмĕшĕ пулнă. Супар шкулĕнче ачасене чăваш чĕлхипе литературине вĕрентнĕ аттене 1942 çулхи пуш уйăхĕнче фронта илчĕç. Эпир, вĕтĕр-шакăр, аннен çуначĕ айĕнче тăрса юлтăмăр. Вăрçă нушине пайтах тӳсрĕмĕр, çăкăр хакне пĕлсе ӳсрĕмĕр. Ун чухне ялта ачасемпе хĕрарăмсем, ватăсем çеçчĕ. Çулла, кĕркунне ял урамĕсенче никам та çукчĕ. Хĕллехи каникул вăхăтĕнче те ыттисемпе пĕрле фермăра вăй хураттăмăр, уй-хирте юр тытаттăмăр. Çапла, Çĕнтерĕве çывхартассишĕн ватти-вĕтти кунне-çĕрне пĕлмесĕр тар тăкнă. Мана ялан лаша кӳлме яратчĕç. Çавăнпа эпĕ ачаллах янавара юратнă, унпа çӳреме вĕреннĕ. Бригадирсем пирĕн ĕçпе питĕ кăмăллăччĕ. Никандр Марков бригадира паян кун та лайăхпа аса илетĕп.

Вăрçă чарăннă кун та куç умĕнчех. 1945 çулхи çу уйăхĕн хĕвеллĕ ирĕ. "Тăрăр, вăрçă чарăннă. Фронтран аçу таврăнать", — терĕ анне хĕпĕртесе ун чухне, — çав вăхăтри савăнăçа паян кун та пытараймасть кинемей.

1945 çулхи утă уйăхĕнче Василий Захарович тăван килне таврăннă. Çемье тинех ассăн сывласа янă. Янкасри çичĕ çул вĕренмелли шкулпа сывпуллашнă хыççăн Зоя ытти çынпа пĕрле вăрман ĕçĕнче тăрăшнă.

— Хĕр пуçăн икĕ çул вăрман касма тиврĕ, — калаçăвне тăсать ĕç ветеранĕ. — Йывăçа çĕре ӳкерсен савăннипе ун çине тăрса ташлаттăмăр. Хăшĕ-пĕри хăлаçа та çитместчĕ. Ун патĕнче вара тăваттăн тĕрмешеттĕмĕр. Хĕллехи кĕске кун Пăва вăрманне лашапа çитеймен, çул çинчи ялсенче çĕр каçни те пулнă. Шартлама сивĕре çĕрулми вырăна çитиччен шăнатчĕ. Яшкана ярсан пылак тутă калатчĕ. Апата черетпе пĕçереттĕмĕр. Кунĕпе вăрманта юр çийĕн ашса ура йĕп-йĕпе пулатчĕ. Ир енне алса, çăматă, чăлха, тăла типсе çитейместчĕç, тепĕр кун йĕпескерсенех тăхăнма тиветчĕ. Йывăр пулсан та савăк кăмăлпа пурăнаттăмăр.

Çемьеллĕ пурнăç

— Манăн шăпа Нимĕчкассипе çыхăнчĕ. Ку ялти Егор Васильев трактористпа çемье çавăртăмăр. Атте сăмахне тĕпе хутăм пулас. Вăл: "Механизатор çемьене укçасăр та, çăкăрсăр та лартмасть", — тетчĕ. Пирĕн кил-йышри арçын ачасем пурте тивĕçлĕ професси илчĕç. Эпир, хĕрсем, темшĕн вĕсен çулĕпе каймарăмăр, — палăртрĕ тăхăр теçеткене çывхаракан ватă.

Асаилĕвĕпе ăçта кăна çитмерĕ пулĕ вăл? Унтанпа вăхăт самаях иртнĕ пулин те чылайăшне паянхи евĕр куç умне кăларать.

— 1956 çулта пĕрлешрĕмĕр Якурпа. Хама çирĕп çунат айне лекнĕнех туйнă. Вут-шанкă ыйтăвне пĕлмен эпĕ. Трак станцинчен çĕр кăмрăкне е брикета мăшăрăм пуçлăхсенчен ирĕк илсе "хурçă учĕпе" эпĕ сисичченех кайса турттарса килетчĕ. Ытти çемье пек транспорт йывăрлăхне туйман эпир. Вăл сухаламан, акман ана-лаптăк юлманах пулĕ. Тивĕçлĕ ĕçшĕн хуçалăхран тонни-тоннипе тырă илнĕ. Çемье бюджетне пуянлатас тесе хăш-пĕр çул Канаша элеватора та кайса сутнă. Хамăр çу кунĕсенче пĕрре те килте ларман. Бригадăра выльăх кăшманне, кишĕре çумкурăкран тасатнă. Купăстана çăвĕпех шăварнă, кĕркунне касса патшалăха ăсатнă. Унсăр пуçне икĕ рет хăмла çитĕнтернĕ. Хуçалăхри нимĕнле ĕçрен те юлман. Киле черетпе пĕрер ачана апат хатĕрлеме хăварнă, ыттисемпе ĕçе васканă, — терĕ кинемей.

Пилĕк ача çуратса ӳстернĕ вĕсем мăшăрĕпе: Леня, Тамара, Костя, Витя, Боян. 11 мăнукпа, 7 кĕçĕн мăнукпа савăнать халĕ ватă. Шел, мăшăрĕ 78 çула çитсен çĕре кĕнĕ.

— Ĕмĕрĕ колхоз хирĕнче иртрĕ унăн. Пурăнмаллаччĕ, ватлăхри ăраскалне ачасемпе, мăнуксемпе пайламаллаччĕ. Йывăр чир ăна пиртен уйăрчĕ. Чылай çул механизаторта ĕçлени сывлăхне хавшатрĕ пулас. Сивĕре те, шăрăхра та пĕр ĕçрен юлман вăл, — шывланнă куçне шăлать Зоя аппа.

Васильевсем хăйсен ĕмĕрĕнче виçĕ çурт хăпартнă. Халĕ 1982 çулта тунă пӳртре пĕчченех кун кунлать хĕрарăм. Кирек епле ĕç патне те алли пынă мăшăрĕн. Çав вăрттăнлăхсене вăл ывăлĕсене вĕрентнĕ. Кантăк рамисене, алăксене хăйсемех ăсталанă Васильевсем.

Кил картинче Егор Васильевич пурăннă чух хатĕрленĕ вутă шаршанĕ-шаршанĕпе тăрать. Мунчине те, ытти хуралтине те кивĕ сăн çапман-ха. Ывăлĕ Боян кӳршĕре пурăнни паха. Амăшĕн сывлăхĕпе куллен кăсăклансах тăраççĕ вĕсем мăшăрĕпе.

Ватлăх туяпа юнать пулин те Зоя аппа ку тарана çитсе те больницăна кайса курман.

— Икĕ ĕмĕрте пурăнса куртăм. Иртнипе хальхи хушшинче питĕ пысăк уйрăмлăх. Паян чăн-чăн çăтмахра пурăнатпăр. Ватта тата мĕн кирлĕ? Пӳрт ăшă, çутă, таса. Сĕтел çинче яланах çăкăр пултăр, — сăмахне пĕтĕмлетрĕ кинемей.

Çурта газ ăшăтать пулин те кăмакине пăстарман вăл. Уявсенче унта кукăль-хăпарту пĕçерет. Ачисене, мăнукĕсене тутлă апат-çимĕçпе хăналать.

Татьяна БОРИСОВА.

Красноармейски районĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.