Комментари хушас

7 Нарăс, 2017

Бюджет пушшех шута юратать

Прокуратура органĕсем бюджет саккунĕсене мĕнле пурнăçланине тĕрĕсленĕ май 2016 çулта йĕркене пăснин 600 ытла тĕслĕхне тупса палăртнă. Çакăн çинчен ЧР прокуратурин пресс-служби пĕлтерчĕ.

Çулталăк тăршшĕпе çав тĕслĕхсемпе 201 норма актне протестленĕ. Судсене 12,5 миллион тенкĕ ытла шыраса илме 11 тавăç тăратнă. Вĕсенчен 8-шне тишкернĕ ĕнтĕ, 7 миллион тенкĕ ытла шыраса илме йышăннă. Должноçри 118 çынна явап тыттарнă. Малтанхи следстви органĕсене панă материалсем тăрăх 11 уголовлă ĕç пуçарнă.

Сăмах бюджет укçине вăрланă тĕслĕхсем пирки пырать. Калăпăр, «Глобус» строительство компанийĕ» ООО ертÿçисен йышĕнчи тупса палăртман çынсем тĕлĕшпе Çĕрпÿ хулинчи стадион строительствипе çыхăннă муниципалитет контрактне пурнăçланă чух бюджет укçи çухалнă тĕслĕхпе уголовлă ĕç пуçарнă. Прокуратура тĕрĕслевĕ çирĕплетнĕ тăрăх — муниципалитет саккасçи проектпа смета документацине 3 миллион ытла тенкĕлĕх трибунăсем туянса вĕсене монтаж тăвассине кĕртнĕ. Анчах подряд организацийĕ йÿнĕреххисене туянса вырнаçтарнă. Апла пулин те саккасçă трибунăсене йышăннă, хаклă оборудовани виçипе тÿленĕ. Çавна май Çĕрпÿ районĕн бюджетне уйрăмах пысăк виçепе сиен кÿнĕ.

Елчĕк районĕн прокурорĕ панă тĕрĕслев материалĕсем тăрăх икĕ уголовлă ĕç пуçарнă. Ку тĕслĕхсенче граждансем ĕçсĕрлĕхшĕн сăлтавсăр пособи илнĕ — вĕсем тĕлĕшпе суд тивĕçлĕ айăплав палăртнă ĕнтĕ.

Çĕмĕрле тата Куславкка прокурорĕсем граждансенчен саккуна пăсса укçа илнĕ тĕслĕхсене тăрă шыв çине кăларнă. Вĕсен çурт-йĕр валли социаллă тÿлев илмелле пулнă, анчах вырăнти пуçлăхсем ял тăрăхĕсен бюджечĕсене укçа хывмасан çав тÿлеве памастпăр тесе хăратнă та — граждансен ыйтăва пурнăçламах тивнĕ. Икĕ тĕслĕхре те вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен должноçри çыннисем тĕлĕшпе уголовлă ĕçсем пуçарнă.

Республика прокуратури «2013-2020 çулсенче Чăваш Республикинче транспорт тытăмне аталантарасси» патшалăх программине мĕнле пурнăçланине тĕрĕсленĕ. ЧР Транспорт министерстви федераци субсидийĕсемпе тухăçлă усă курманнине, çавăн пекех субсиди илекенсем бюджет укçине мĕнле тăкакланине кирлĕ пек тĕрĕслесе тăманнине çирĕплетнĕ. Çавна май транспорт министрĕн ячĕпе представлени çырнă — ăна тивĕçтернĕ. Унсăр пуçне транспорт министрĕ пулнă В.Филиппов тĕлĕшпе РФ КоАПĕн 15.15.3 статйипе адмĕç пуçарнă. Ăна тишкерсе Федераци казначействин республикăри управленийĕ экс-министра 10 пин тенкĕлĕх штрафланă.

Муниципалитетсен дол-жноçри çыннисем бюджетсен хушшинчи трансфертсене памалли условисене пăснă тĕслĕх чылай. Пĕлтĕр çакнашкал тĕслĕхсемпе граждансене кивĕ çуртсенчен куçармалли программăн 2-мĕш тапхăрне пурнăçламалли вăхăта пăснăшăн прокурорсен йышăнăвĕсем тăрăх Улатăр, Муркаш, Çĕмĕрле, Етĕрне районĕсен, Улатăр хулин администрацийĕсен должноçри çыннисене штрафланă.

Тепĕр чух субсиди памалли условисене бюджет укçине илекенсем те пăсаççĕ. Кунашкаллишĕн Патăрьелĕнчи агропромышленноç техникумĕн директорĕ тĕлĕшпе адмĕç пуçарнă — унта субсидие патшалăх заданине пурнăçлама мар, урăх ĕç валли янă. Çакнашкал тĕслĕхсене Шупашкарти Мускав районĕн, Çĕнĕ Шупашкар хулин прокурорĕсем те тупса палăртнă. Айăплисене финанс тĕрĕслевĕн органĕсем административлă майпа штрафланă.

Н.КОНОВАЛОВ

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.