Комментари хушас

4 Нарăс, 2017

Çуралнă кун çĕнĕ проектсен стартне çаврăнтăр

Хисеплĕ “Чăваш хĕрарăмĕ” хаçат редакцийĕ тата унăн вулаканĕсем!

Сире паллă пулăмпа — хаçат тухма пуçланăранпа 20 çул çитнĕ ятпа — чун-чĕререн саламлатпăр!

Вулакан килĕштернĕ çак кăларăмăн ячĕ хăех чунсене вырнаçать. Унăн тиражĕ ăна çынсем хапăлласах йышăннине палăртать. Ахальтен мар “Чăваш хĕрарăмĕн” ят-сумĕ пирĕн хĕр туссен хушшинче ÿссех пырать.

Эпир сире туслăн калатпăр: “Тавтапуç!” Тав сире — Республикăри хĕрарăмсен союзĕн ĕç-хĕлне çутатса тăнăшăн, актуаллă информацие вулакан патне вăхăтра çитернĕшĕн.

Пирĕн юратнă хаçатăн кашни çуралнă кунĕ халиччен пурнăçланă ĕçшĕн мăнаçланмалли сăлтав пулса тăтăр. Унсăр пуçне черетлĕ кашни çуралнă кун çĕнĕрен те çĕнĕ кăсăклă проектсен стартне çаврăнтăр!

“Чăваш хĕрарăмĕн” туслă та пултаруллă коллективне сывлăх, ăнăçу, çитĕнÿ сунатпăр. Пархатарлă аудиторийĕр ÿссе кăна пытăр!

Ольга ЗАЙЦЕВА, Чăваш Республикинчи Хĕрарăмсен союзĕн председателĕ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.