Комментари хушас

31 Кăрлач, 2017

Аталанмалли майсем анлă

Иртнĕ эрне республикăшăн хĕрÿ лару-тăрура иртрĕ тесен нимĕн чухлĕ те йăнăшмастăп пуль. Раççей Промышленноçпа суту-илÿ министерствин координаци канашĕн ларăвĕ Чăваш Енре куллен иртмест вĕт — чăннипех пысăк яваплăх. Тепĕр енчен, промышленноç министрĕ Денис Мантуров хăй килет, регионсенчен пухăнакан хăнасем йышлă — хамăра кăтартмалли, промышленноç отрасльне тĕревлемелли, çыхăнусене çирĕплетмелли майсемпе туллин усă курмалла. Регион влаçĕсем çакна тÿрре кăларчĕç пуль тетĕп. Координаци канашĕн апат-çимĕç машиностроенийĕн аталанăвне халалланă ларăвĕнчи, унпа çыхăннă мероприятисенчи сăмах-калаçура Чăваш Ен ĕçне пысăка хурса хаклани куçкĕрет палăрчĕ.

 Курмалăх пур!

Канашăн эрнекуна палăртнă ларăвне хутшăнакансен пысăк пайĕ кĕçнерникунах килнĕ те — хăнасем кĕрĕк арки йăваласа лармарĕç, республикăн промышленноç хăвачĕн презентацине йĕркеленĕ май чылай предприяти ĕçĕпе паллашрĕç. «Чăвашторгтехника», «ЧЭАЗ», «АБС ЗЭИМ Автоматизация», «ЭКРА», «Яхтинг», «Акконд», Трактор музейĕ — пирĕн курмалли-хакламалли пайтах.

Хăнасем Чăваш Енри предприятисенче производствăна лайăх йĕркеленине палăртрĕç. Чылайăшĕ совет саманинчех никĕсленнĕ, анчах ĕçе пĕлсе йĕркелени, оборудование çĕнетсех пыни конкурентлă лару-тăрура та ăнăçлă ĕçлеме май парать. Воронеж облаçĕн промышленноç депар-таменчĕн ертÿçи Иван Шкуматов, сăмахран, республикăра туса кăларакан электротехника унăн облаçĕнче те кирлине пытармасть. Воронеж облаçĕнче атом энергетики вăйлă аталаннă, атом электростанцийĕнче нумаях пулмасть çĕнĕ блок хута янă, çавна май Воронеж энергетикĕсемшĕн ку продукци пушшех интереслĕ. «Çĕнĕ йышши оборудовани шырамашкăн таçта Европăна каймал-ла мар — кунта кăна килмелле», — терĕ департамент ертÿçи.

Хакасин экономика министрĕн пĕрремĕш заместителĕ Александр Терещенко та Чăваш Енпе алла-аллăн ĕçлемелли майсене асăрханă, «кунта промышленноç производстви наукăпа тачă çыхăнура пулнине курса ĕнентĕм», тет. Тепĕр тесен хăнасенчен кашниех хăйсемшĕн кăсăклине тупрĕ-тĕр. Предприятисенче пулнă май вĕсем производствăпа интересленсе паллашни, уйрăм самантсем пирки тĕплĕн каласа пама ыйтни шăпах çакна çирĕплетет.

«Abatпа» апат та тутлă

Самолет Мускавран палăртнинчен каярах вĕçсе килнине кура Координаци канашĕ умĕнхи мероприятисене «васкатма» тиврĕ, çапах Раççей промышленноç министрĕн çулçÿревĕн программинче палăртни пурпĕр туллин пурнăçланчĕ. Вăл, унпа пĕрле вĕçсе килнĕ хăнасем, РФ Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев малтанах «Чăвашторгтехника» АУОра тата унпа пĕр çыхăра ĕçлекен, юнашарах вырнаçнă «Фросто» ОООра пулчĕç.

Чăннипех — ăнăçлă предприятисем. «Чăвашторгтехника» Раççейри тата НППП çĕршывĕсенчи кухня оборудованийĕн производствин рынокĕнчи лидер шутланать. Наиль Хайрутдинов гендиректор палăртнă тăрăх — юлашки çулсенче предприяти производствăна 17 миллион ытла евро инвестици хывнă. Пĕлтĕр кăна 1,3 миллиарда яхăн тенкĕлĕх продукци тиесе ăсатнă. Çак компани «ялавĕ» айĕнче ĕçлекен тĕп тата пĕчĕк предприятисенче пине яхăн çын вăй хурать. «Чăвашторгтехника» ĕçченĕсен уйăхри вăтам шалăвĕ 34 пине яхăн тенкĕпе танлашать.

Денис Мантуров министр предприяти цехĕнче пулчĕ, кунти оборудованипе, туса кăларакан про-дукципе паллашрĕ. Оборудовани тенĕрен, мăнаçланмалли агрегатсем пайтах. Предприяти ертÿçисем çирĕплетсе калаççĕ: эпир пули-пулми машинăсем туянмастпăр, чи чаплине илме тă-рăшатпăр. Унашкаллисен шутĕнче — Японирен кÿнĕ хăватлă пресс. Кухня валли тăвакан хурансене, сăмахран, унччен шăратса çыпăçтарнă — çакă пахалăха тивĕçтермен. Çак пресс вара тимĕр листран пĕрре пуссах кирлĕ изделие хатĕрлет — питĕ паха. Наиль Гаяздинович пытармасть: «Нумай çĕнĕлĕхе ĕçе кĕртетпĕр. Пирĕн конкурентсем те вĕсемпе усă курасшăн. Анчах пирĕн çĕнĕлĕхсенчен хăшĕсене илеççĕ, çапах пуринпе те усă кураймаççĕ — ăнăçлă пулса тухмасть». Денис Валентинович хăйнеевĕрлĕ детальсенчен пĕрне алла илсе ăна мĕнлерех меслетпе хатĕрлени пирки калама ыйтрĕ те — гендиректор кулса кăна ячĕ: «Ку — пирĕн вăрттăнлăх. Кунта халь халăх нумай, кайран, çын сахалрах чухне, калăп...»

«Фросто» ОООра — хатĕр продукци линийĕсем. Кухня валли мĕн кирли пĕтĕмпех пур, тупата. «Abat» брендпа кăларакан, пысăк столовăйсене вырнаçтармалли анлă линисенчен пуçласа хăй-неевĕрлĕ уйрăм машинăсем таранах. Ахальтен мар ĕнтĕ, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев палăртнă тăрăх, «Чăвашторгтехника» оборудованийĕпе паян республикăри нумай-нумай социаллă об˜ектра, çав шутра ача сачĕсемпе шкулсенче усă кураççĕ. Предприяти çавăн пекех федераци программине хутшăннă, унпа килĕшÿллĕн çак кухня оборудованине çĕршывăн 25 регионне ăсатнă. Продукци чикĕ леш енне те нумай каять.

Денис Мантурова вара предприятире çак оборудование хатĕрлемешкĕн хамăр çĕршывра туса кăларакан продукципе ытларах усă курма тăрăшни савăнтарчĕ — локализаци 60-70% танлашать-мĕн. Апла пулин те çак кăтартăва татах та ÿстерме сунчĕ: хамăрăн продукци импорта хĕстертĕр...

«Хĕвел», «Çеçпĕл» тата ыттисем

Тепĕр адрес — «Шупашкар- Арена» пăр кермен. Кунта Чăваш Енри промышленноç продукцийĕн куравне йĕркеленĕ. Машиностроени, электротехника, хими, строительство, çăмăл промышленноç предприятийĕсем — пĕтĕмпе 40 ытла компани — хăйсен продукцийĕпе паллаштараççĕ.

Тинех Михаил Игнатьевшăн меллĕ самант пулчĕ — вăл Денис Мантурова тата Михаил Бабича республикăра пурнăçлакан проектсене пулăшнăшăн тав турĕ. Министр вара Чăваш Енĕн про-мышленноç хăватне пысăка хурса хакларĕ, производствăна диверсификацилессипе, кооперацие аталантарассипе, экспорта вăйлатассипе, импорта хамăр продукципе улăштарассипе çыхăннă сĕнÿсем те пулчĕç.

Сăмах май, промышленноç паян Чăваш Ен экономикин никĕсĕ пулса тăрать. Регионăн пĕтĕмĕшле продукчĕн 30% яхăн пайĕ — унăн тÿпи. Мăнаçланмалли самант: 2016 çул кăтартăвĕсем-пе — промышленноç производствин индексĕн ÿсĕмĕпе — республика Атăлçи округĕнче мала тухнă, çав кăтарту 107,6% танлашнă /Раççейри вăтам кăтарту — 101,1%/.

Денис Мантуров «Çеçпĕл» компани автоцистернисене курса хакларĕ. «Агромаш» трак-торĕсенчен пĕрин кабинине ларсах пăхрĕ. Электротехника кластерĕн экспозицийĕ вара чăннипех пысăк — кунта та тем те пур. Кластера кĕрекен предприятисем Раççей шайĕнчи пысăк-пысăк проектсене хутшăннă. Çав шутра — Саян-Шушь ГЭСĕн реконструкцийĕ, Крыма энергипе тивĕçтересси, Сочири Олимпиада об˜екчĕсене энерги парса тăрассине йĕркелесси тата ыт. те. Çывăх вăхăтра вара пысăк хăвăртлăхлă «Мускав-Хусан» чукун çул магистралĕн строительствине, «Сухой суперджет» самолет производствине, ытти проекта хăйсен электротехникипе тивĕçтермелле.

Шупашкарти электроаппарат завочĕ, авă, хăйĕн продукцийĕн пĕр тĕслĕхне аквариума хунă — вăл шывра мĕнлерех ĕçленине кăтартаççĕ. Сумлă хăнасем хăйсен майĕсене курччăр-асăрхаччăр тесе кашниех тем тума хатĕр. Завод директорĕ Александр Федотов каланă тăрăх — ЧЭАЗ Тинĕс-çар флочĕпе тачă çыхăну тытса ĕçлеме хатĕрленет, эппин, хайхи издели шывра та кăлтăксăр ĕçлени пысăк пĕлтерĕшлĕ.

«Хĕвел» предприятин хĕвел батарейкисене хакланă хыççăн хăнасем «Вырăс çилĕн» экспозицийĕ патне куçрĕç. Кунта та Денис Мантуров çил вăйĕпе электричество кăларакан турбинăсене ăçтан кÿнипе кăсăкланчĕ. Сăмах республикăра «çил паркĕн» проектне пурнăçласси тавра пырать. Предприяти директорĕ Евгений Николаев каланă тăрăх — хальлĕхе нимĕçсен турбинисене вырнаçтарма палăртнă, анчах «Вырăс çилĕ» производствăна локализацилес тĕллевлĕ. Керментен тухас умĕн вара хăнасем курава илсе килнĕ лифт патĕнче чарăнчĕç. Шупашкарти лифт тăвакан завод хута кайнăранпа вăхăт нумай та иртмен-ха, анчах, предприяти ертÿçи Алексей Лапшин каланă тăрăх, саккассем халех нумай ĕнтĕ. Паян уйăхра 100 лифт туса кăлараççĕ, анчах плансем пысăк: çулталăкра 5 пин лифт тума палăртаççĕ. Раççее çулталăкра 30 пин лифт кирлине, хальлĕхе çак виçен çурринчен ытларах пайне кăна хамăр çĕршывра туса кăларнине шута илсен — аталанмалăх пур.

Пулăшу пулĕ

Координаци канашĕн ларăвне Денис Мантуров çĕршыв экономикинчи лару-тăрăва хакланинчен пуçларĕ: «Пĕтĕмĕшле илсен промышленноç кăтартăвĕсем аван. Пĕлтĕрхи утă уйăхĕнчен тытăнса промышленноç ÿсĕмлĕ ĕçлеме пуçларĕ, иртнĕ çул производство индексĕ 1,1% хушăннă — япăх мар кăтарту». Çапах, ун шучĕпе, промышленноçăн тĕрлĕ отраслĕнче ĕç-пуç пĕрешкел мар. Ÿсĕмлĕ ĕçе вара макроэкономика кăтартăвĕсем витĕм кÿнĕ. Унашкаллисен шутĕнче Денис Валентинович тенкĕ курсĕн тăнăçлăхне, çакă импорта хамăрăн продукципе улăштарма май панине, кредитсен процент виçи предприятисемшĕн лайăхланнине палăртрĕ. Çапах чи пĕлтерĕшли — патшалăх пулăшни. Шантарсах каларĕ: РФ Правительстви промышленноçа тĕревлемелли укçа калăпăшне кăçал та упраса хăварĕ.

Ял хуçалăх машиностроенийĕнче юлашки виçĕ çулта Раççей техникин производствине 2,5 хут ÿстерме май килнĕ. Рынокри меллĕ майсемпе усă курса апат- çимĕç машиностроенийĕнче те çак туртăма вăй памалла. Хамăрăн предприятисем ют çĕршывсен компанийĕсене тĕртсе кăларма пултарассине министр «Чăвашторгтехника» оборудованийĕн тĕслĕхĕпе çирĕплетрĕ.

Патшалăх пулăшĕ — тивĕçлĕ мерăсем пур. Унашкаллисен шутĕнче — НИОКР валли уйăракан субсидисем, инвестици кредичĕсен проценчĕсене саплаштарни, Промышленноç аталанăвĕн фончĕн ресурсĕсем. «Çакна каласшăн: пĕлтĕр регионсен фончĕсене йĕркелессипе çыхăннă туртăм палăрнă май пирĕн халь регионсен хушшинче чемпион та çуралчĕ. Чăваш Ен темиçе кун каялла Промышленноç аталанăвĕн фондне 1,5 миллиард тенкĕ хывма йышăну тунă», — терĕ министр.

Ял хуçалăх машиностроенийĕн тĕслĕхне тĕпе хурса апат- çимĕç машиностроенийĕнче те «шалти спрос» тенине хавхалантарасшăн. Çак сĕнĕве Раççей Президенчĕ ырланă, кăçал отрасле субсидисемпе пулăшма 1 миллиард тенкĕ уйăраççĕ. Чи малтанах экспорт валли ĕçлекенсене хавхалантарчĕç. Продукцие турттармалли транспорт, сертификаци, патентсене регистрациленин тăкакĕсене саплаштарма палăртнă. 2025 çулччен апат-çимĕç машиностроенийĕн рынокĕн çурри хамăрăн пулмалла.

Михаил Бабич полпред асăннă отрасле аталантарас тĕлĕшпе патшалăх пулăшăвĕ пысăк пĕлтерĕшлине çирĕплетрĕ. Округра ку енĕпе 155 предприяти ĕçлет. 102 предприяти пĕтĕмпе 8 миллиард тенкĕлĕх пулăшу илнĕ. Çакăн усси курăмлă — вĕсен продукцине çĕршывра кăна мар, чикĕ леш енче те пĕлеççĕ. Михаил Викторович та Чăваш Енре Промышленноç аталанăвĕн фондне 1,5 миллиард тенкĕ хывма пултарнине пысăка хурса хакларĕ. Координаци канашĕн ларăвне Шупашкарта ирттерни отрасль аталанăвне çĕнĕ хăват парасса шаннине çирĕплетрĕ.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăнасене /Мускавсăр пуçне Раççейĕн ултă теçетке регионĕн представителĕсем килнĕ/ Чăваш Енри пĕтĕмĕшле лару-тăрупа паллаштарнă май промышленноç кăтартăвĕсем çинче пайăррăн чарăнса тăчĕ. «Трактор завочĕсем» концерн предприятийĕсем ĕçлейменни вăрттăнлăх мар. Чăн та, унта та ĕç-пуç йĕркеленес шанăç пур. Çулталăк вĕçĕнче çынсене шалу тÿлессипе çыхăннă парăмсене татнă. Банк производствăна тĕревлес енĕпе йышăну тăвас тĕлĕшпе ĕçлет. «Çак предприятисенчи лару-тăру лайăхланасса шанатпăр, мĕншĕн тесен ку экономика тĕлĕшĕнчен кăна мар, социаллă пурнăç енĕпе те питĕ çивĕч ыйту», — терĕ ЧР Пуçлăхĕ.

Михаил Васильевич Чăваш Енри предприятисем хăйсен продукцине паян 86 çĕршыва ăсатни пирки каланă май экспорта татах та пысăклатмалли майсем пуррине палăртрĕ. Республика ют çĕршывсен инвесторĕсене кунта илсе килме ăнтăлать. «Пирĕн пĕр яппун пур ĕнтĕ, халь тепри тĕпленесшĕн», — терĕ вăл. Çав вăхăтрах çынсене тивĕçлĕ ĕç укçи тÿлесси пирки те манмалла мар: «Уйăхри шалу 500 доллартан кая ан пултăр. Хальлĕхе республикăра вăтам ĕç укçи 22,5 пин тенкĕ патнелле. Лайăх шалусăр çамрăксене производствăна илĕртме йывăр. Çавăнпа çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелекенсене çăмăллăхсем пама тăрăшатпăр. Пысăк пĕлтерĕшлĕ проектсем валли çĕр лаптăкĕсене аукционсăр уйăратпăр. Куравра цистернăсене асăрхарăр вĕт — çав производство валли 9,5 гектар уйăртăмăр, çĕнĕ производство кĕçех ĕçлесе каймалла».

Чăваш Енрен тĕслĕх илĕр

Лару вĕçленнĕ хыççăн Денис Мантуров, Михаил Бабич тата Михаил Игнатьев журналистсем патне пырса вĕсен ыйтăвĕсене хуравлама ерçÿ тупрĕç.

Чăваш Ен регионăн Промышленноç аталанăвĕн фончĕн калăпăшĕпе чемпион пулнине тепĕр хут çирĕплетнĕ май Раççей министрĕ ытти регион представителĕсем те республика хыççăн малалла туртăнма тăрăшассине палăртрĕ: «Ку — сывă конкуренци, çакă федераци фондĕнчен регионсем пурнăçлакан проектсене инвестиципе пулăшма кирлĕ».

Апат-çимĕç машиностроенийĕнчи лару-тăрăва та хакларĕ: паян çĕршыври çак рынокра чикĕ леш енчи производительсен тÿпи 87% та иртет. Çавна май хамăрăн предприятисен экспорт хăватне пысăклатмалла. Майсем пур. Шел те, регионсем вĕсемпе туллин усă курма ăнтăлманни те сисĕнет. «Координаци канашĕн ларăвĕччен хăшпĕр регион влаçĕсем хăйсен апат-çимĕç машиностроенийĕн предприятийĕсем пуррине пĕлменни палăрчĕ»,— пытармарĕ Денис Валентинович. Çĕршыв Правительстви енчен пулăшу пулĕ. Чи малтанах рынока çĕнĕ продукципе тухакансем пулăшу илĕç.

Михаил Бабич округра çак отрасльти предприятисен хăйсен кăтартăвĕсене лайăхлатса пырса патшалăх пулăшăвне тивĕçме тăрăшмалли çинчен каларĕ. «Паян Чăваш Енри предприятисенче, куравра пулнă май пурне те тенĕ пекех пĕр ыйту патăмăр: локализаци шайĕ мĕнлерех? Хуравлаççĕ: 40-60%. Урăхла каласан хамăрăн машиностроени валли аталанмалли майсем питĕ пысăк».

Михаил Игнатьев ЧР Промышленноç аталанăвĕн фончĕ бизнеса, унăн малашлăхлă инноваци проекчĕсене пулăшмалли хушма инструментсем йĕркелеме май парассине çирĕплетрĕ: «Ку — питĕ кирлĕ утăм, вăл бизнеса инноваци проекчĕсене пурнăçлама, çав шутра импорта хамăрăн продукципе улăштаракан производствăсем йĕркелеме хавхалантарать. Чăваш Енри апат-çимĕç оборудованийĕн производителĕсен хушшинче ăнăçлă тĕслĕхсем пур. Çакна паян хăнасем те курса ĕненчĕç».

Николай КОНОВАЛОВ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.