Шăпа çырни Шупашкарта кĕтнĕ
Хăвăрт утас енĕпе Шупашкарта иртекен Раççей чемпионатне кайнăччĕ ун чухне. Шăпах çакăнта Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Малти Пукаш каччипе Александр Никитинпа паллашма тӳр килчĕ. Вăл аппăшĕ Ирина хĕсмете кайни пирки каласа кăтартрĕ. Манăн çав самантрах харсăр хĕрпе тĕл пулас килчĕ. Анчах Киров облаçĕнчи çар чаçне епле тухса кайăн? Сĕнтĕрвăрри хĕрĕ тăван тăрăха отпуска килессе аран кĕтсе илтĕм.
Связиста вĕреннĕ Ирина çар чаçĕнче телефон каналĕсене тĕрĕслени, çыхăнăва йĕркелени пирки «Хĕрсем хĕсметрен хăрамаççĕ» статьяра çырнăччĕ. Унсăр пуçне тĕрĕслев комиссийĕ çитиччен подъездсем çуса тасатма та, сумлă хăнасем килсен официанткăна çаврăнма та лекнĕ унăн. Пăтăрмахсăр пирĕн пурнăç пĕр евĕрлĕ пулĕччĕ. Пĕрре дежурствăна ефрейтор пакунĕсĕр кайнăшăн хытах лектернĕ ăна. Пурпĕрех, хăй калашле, çарта пĕрре те йывăр пулман.
2002 çулта контракт мелĕпе хĕсметре юлма та хирĕç марччĕ Ирина. Чăнах, ăçта-ши вăл халĕ? Çаплипех уçă кăмăллă-ши? Виçĕ тĕпренчĕкне пĕчченех çитĕнтернĕ Людмила Никитинăна шыраса тупма май килчĕ. Хĕрĕ тăван республикăна таврăннине пĕлтерчĕ хĕрарăм.
Чăнах, шăпа çырнинчен иртеймĕн. Турă пӳрни Шупашкарта кĕтнĕ Иринăна. Ахальтен мар тăван тăрăхшăн тунсăхланă вăл. Иринăпа Дмитрий тимĕрпе бетон конструкцийĕсен заводĕнче паллашнă. Халĕ Шупашкарта пурăнаканскерсем икĕ ывăл çитĕнтереççĕ: асли Олег 5-мĕш класра пĕлӳ илет, кĕçĕнни Артем ача садĕнче тавракурăмне аталантарать.
Иринăпа ĕç хыççăн тĕл пулма калаçса татăлтăмăр. Каçхи саккăр тĕлнелле кăна киле çитет иккен вăл. Юрать мăнукĕсене Александра Александровнăпа Николай Михайлович пăхма пулăшаççĕ. Ашшĕ те ывăлĕсемшĕн вăхăтне шеллемест. Акă нумаях пулмасть ача садĕнче спектакль кăтартма тетте ăсталама пуçланă. Буратино, Пьеро, Карабас-Барабас ытла та килĕшӳллĕ пулса тухнă. «Çакă чун киленĕçне çаврăнчĕ», — йăл кулать арçын. Унсăр пуçне пушă вăхăтра кантăк çине ӳкерет вăл.
Çемье бюджетне пысăклатас тĕллевпе Ирина заводран тухсан хушма ĕçе пуçăнать. Çапла лара-тăра пĕлменскер вăл. «Ĕçе юратма, сăмаха тытма шăпах çарта вĕрентеççĕ. Йĕркене хăнăхни кулленхи пурнăçра пулăшса пырать», — ăнлантарать икĕ ача амăшĕ. Пуласлăхра пурăнмалли тепĕр кĕтес илесшĕн вĕсем. Хăйсене мар тăк — ачисене кирлĕ пулĕ.
Димăпа тĕл пулни уншăн — пурнăçри чи пĕлтерĕшлĕ пулăмсенчен пĕри. Ирина пĕчĕк чухнех ĕçмен, ĕçе юратакан каччăпа çемье çавăрма ĕмĕтленнĕ. Кукамăшĕ калашле, шăпах çавнашкаллине ыйтса илнĕ хĕр-упраç.
Ылтăн алăллă кĕрӳшĕпе Людмила Александровна та мухтанать. Ăна ачисем Малти Пукашра çурт хăпартма пулăшаççĕ. Александровсем хĕлĕн-çăвĕн Сĕнтĕрвăрри тăрăхне çӳреме ӳркенмеççĕ.
Ирина салтакра паллашнă хĕрсемпе çыхăнăва татман. Хăшĕсем çар хулинчех пурăнаççĕ. Алена, сăмахран, лейтенанта качча тухнă, халĕ унăн мăшăрĕ майора çитнĕ. Çитес çулсенче Киров облаçне çитсе килес ĕмĕтпе пурăнать салтак пăттине ас тивнĕскер.
Нумаях пулмасть Иринăн шăллĕ Николай хĕсметрен таврăннă. «Эпĕ салтака кайса килнĕ аппапа мăнаçланатăп. Унран хĕрсен кăна мар, каччăсен те тĕслĕх илмелле», — палăртать вăл.
Марина ГРИГОРЬЕВА.
Автор сăнӳкерчĕкĕ.