Чăваш литературине Европа шайне çĕкленĕ
Кам илтмен пуль ку сăвă йĕркисене? Авторне те кашниех пĕлет. Петĕр Хусанкайăн «Таня» поэма сыпăкĕсем те чылайăшĕн асĕнче. Аслă поэтăмăр, литература тĕпчевçи, публицист, тăлмачă çуралнăранпа кăрлач уйăхăн 22-мĕшĕнче 110 çул çитрĕ.
Пĕртен-пĕр ача
Петр Петрович Тутар республикинчи Элкей районĕнчи Сиктĕрме /халĕ Хусанкай/ ялĕнче çуралнă.
«Эпĕ аннен пĕртен-пĕр ачи. Мана çуратнă чухне вăл вăтăрта пулнă. Асаплăн çăмăлланнăскерне тухтăрсем ача текех çуратаймасса систернĕ. Вĕсене ĕненсен мана та пурăнма пÿрмен. Тăвансене пĕртен-пĕр шухăш çеç канăç паман: ачана виличчен тĕне кĕртсе ĕлкĕрмелле. Çавăнпах çут тĕнчене килнĕ хыççăн икĕ сехетренех шартлама сивве пăхмасăр мана ялти чиркĕве илсе кайнă. Пачăшкă тĕшмĕше ĕненнĕ-ши: «Ашшĕн ятне хурас. Тен, пурăнĕ...» — тенĕ. Çакă вилĕм турри Эсрел манăн чуна илме килсен иккĕшĕнчен хăшне суйламаллине тÿрех тавçăрса илеймессе, çак вăхăтра Пÿлĕхçе парне парса ĕлкĕрме май пуррине пĕлтернĕ», — çырнă Петĕр Хусанкай автобиографийĕнче.
1915—1923 çулсенче Петĕр ялти шкулта вĕреннĕ. Унтан — Хусанти чăваш патшалăх техникумĕнче. 1925 çулта вĕренсе пĕтермесĕрех Шупашкара килнĕ вăл. 1924 çулта «Сунталта» унăн пĕрремăш сăввисем пичетленнĕ. Вăл журналпа тачă çыхăну йĕркеленĕ. 1925-1926 çулсенче кунтах куçаруçăра тăрăшнă, литература консультанчĕ те шутланнă.
1927 çулта сăвăç Хусанти Хĕвелтухăç педагогика институтне вĕренме кĕнĕ. Çулталăкран унăн пĕрремĕш кĕнеки — «Уяртсан» — тухнă. 1930 çулта поэт Мускава куçнă. Унта вăл «Коммунар» хаçатра ĕçлеме тытăннă. Редакци хушнипе поэт-журналист Совет Союзĕн нумай хулипе ялĕнче пулса курнă. Кунтах çĕнĕрен çĕнĕ корреспонденцисен, очерксен, сăвăсемпе поэмăсен сăнарĕсене тупнă та.
Вăрçăпа поэзи
Хаяр вăрçă пуçлансан Петĕр Хусанкай Совет çарĕн ретĕнче тăшманпа кĕрешнĕ, стрелоксен 207 тата 273 дивизийĕсенче рядовой, лейтенант, аслă лейтенант пулнă вăл. Дивизи хаçатне кăларнă çĕре те хастар хутшăннă. Фронтри сăввисене Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕн кавалерĕ А.Сувар ятпа пичетленĕ. 1944 çулта йывăр аманнă, сипленнĕ хыççăн Мускавра Театр искусствисен патшалăх институчĕн чăваш студийĕнче куçаруçăра тăрăшнă.
«Вăрçăпа поэзи... «Пăшалсем калаçнă чух — муза шăпланать». Çак тахçантанпа калакан сăмахсене хирĕçлесе вăрçă вăхăтĕнче пирĕн мĕнпур искусствăн музи калаçрĕ. Тăван çĕршывăмăрăн халăхĕсем пĕр чăмăра пухăнса пĕр саслăн юрлани текех пулман та пулĕ. Литературăра та пурте ĕмĕрлĕх упранса юлĕç. Кашни юлашки сăмах пĕртен-пĕр пысăк тĕллев патне пыратчĕ. Çĕршыв, халăх, пиртен кашнийĕшĕн пуласлăхĕ пур-и? «Пур!» — теттĕмĕр те кашниех пĕр пысăк ĕçе тума тăрăшаттăмăр. Илемлĕ литературăн мĕнпур хăç-пăшалĕ — поэма, лирика монологĕ, халăх салтак-ывăлне хушнипе паттăр ăна хуравлани, юрă — пурте çĕнтерме хавхалантаратчĕç.
Эпĕ вăрçа Дон фрончĕн рядовойĕ пулса кĕнĕ. Каярах вăл Паулюс фельдмаршал çарне хупăрласа Сталинград фрончĕпе пĕрлешрĕ. Ас тăватăп, çил-тăманлă кунсемпе шартлама сивĕсенче Ленинградран пирĕн окопсене Николай Тихонов сасси çитрĕ. «Киров с нами» поэма ритмĕсем салтак чĕрисене еплерех пырса тиветчĕç. Снаряд гильзин коптилкин çутинче поэма итлекен салтаксен пичĕсене курасчĕ сирĕн.
Унтах, блиндажсенче, эпĕ 1942 çулта çырнă «Таня» поэмăна вырăсла куçараттăм. Поэма Чăваш Енре анлă сарăлнăччĕ. Унăн уйрăм пайĕсене халăх юрлатчĕ те. Куçарăва Польшăна çитсен çеç вĕçлейрĕм. Ун чухне эпĕ политĕçченччĕ ĕнтĕ. Каярах çар журналисчĕ пулса тăтăм.
Тепĕр чухне фронтра çырнă йĕркесем кун çути курасси иккĕлентеретчĕ те. Хаçатăн черетлĕ номерĕ валли çеç çырман-çке, «хама валли» те. Уйрăмах — сăвăсем. Тĕрĕссипе, чăн-чăн поэт яланах «хăйне валли» çырать. Уншăн вăл апат, шыв, ыйхă пекех. Анчах ун чухне профессионал-поэтсем çеç çырмастчĕç. Çакна эпĕ фронтра йĕри-таврах кураттăм. Çамрăк салтак та, офицер та... тĕрлĕ званинчи çыратчĕ. Пурте — «хăй валли». /«Литература ыйтăвĕсем» журнал. 1964 çулхи 1-мĕш номер/.
1950-1960 çулсенче Петĕр Хусанкай ют çĕршывсене нумай çитнĕ. Çулçÿревсен хушшинче вăл кĕнекесем пичетленĕ. Поэтăмăрăн чикĕ леш енче тухнă кĕнекисен хисепĕ те йышлă. Вырăс тата тĕнче классикĕсен хайлавĕсене те чăвашла куçарнă. Вăлах Пушкинăн «Евгений Онегин», Грибоедовăн «Горе от ума», Шекспирăн «Ромеопа Джульетта», Блокăн «Двенадцать» хайлавĕсене чăвашла калаçтарнă. Чăвашлисене вара вырăсла куçарнă. Хусанкайăн сăввисемпе поэмисене вара вырăс кăна мар, украин, болгар, акăлчан, франци, нимĕç, итали, чех, араб, грузи, тутар тата ытти чĕлхене куçарнă. Унăн сăввисемпе композиторсем юрăсем те хайланă. Ахальтен мар Митта Ваçлейĕ ун пирки «Чăваш сăввин сассине Европа культурин çÿллĕшне çĕкленĕ вăл», — тенĕ.
Нумай çĕрте пулнă май тусĕсем те йышлă пулнă унăн. Аслă поэтăмăра пурте хисепленĕ. Çакна чăваш халăх поэчĕн Порфирий Афанасьевăн асаилĕвĕ те çирĕплетет.
«1987 çулхи кăрлач уйăхĕ. Чăваш халăх поэчĕ Петĕр Хусанкай çуралнăранпа 80 çул çитнине савăнăçлăн уявлама эпир Мускаври литераторсен çуртне пухăнтăмăр. Пирĕн йыхравпа унта тĕнчери тата Совет Союзĕнчи нумай-нумай паллă çыравçă пуçтарăннăччĕ — Пăлхартан, Венгрирен, Украинăран, Белоруссирен, Раççей автономи республикисенчен. Мускаври паллă поэтсемпе куçаруçăсем йышлăччĕ. Çав каçра Калмăк халăх поэчĕ, Социализм ĕçĕн Геройĕ, Патшалăх премийĕсен лауреачĕ Давид Кугультдинов калани уйрăмах асра юлчĕ.
— Эрне каярах, — терĕ вăл, — мана Мускавра Хусанкай каçĕ пуласси çинчен пĕлтерчĕç те çав уява хутшăнма чĕнчĕç. «Пыратăп, епле пырас мар-ха», — терĕм эпĕ. — Элистапа Мускав хушшинче сывлăш çулĕ е чукун çул пулмасан та эпĕ Петĕрĕн çавнашкал чаплă кĕрекине çуран утса та пулин пурпĕрех çитеттĕмччĕ. Мĕн тери этем! Мĕн тери поэт!
Каярах эпĕ Петĕр Хусанкай пирки çавăн пек ăшă та ырă сăмахсем каланине Сергей Михалковпа Егор Исаевран, Расул Гамзатовпа Юсуп Хапалаевран, Мустай Каримпа Хасан Туфанран, Миклай Казаковпа Борислав Степанюкран тата ятлă-сумлă ытти нумай-нумай çынран илтрĕм».
Юлашки статья
«Астăватăп: Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа 70 çул çитет. «Ялава» статья кирлĕ. Кама çыртарас? Шухăшлатăп, шухăшлатăп — Хусанкайран лайăх автор çук. Вăл Çеçпĕл Мишши пултарулăхне нумай тĕпченĕ, сăввисене вырăсла куçарнă, ăна чунтан юратать. Урăха сĕнсен Хусанкайăн кÿренме сăлтав пулать терĕм. Тульккăш вăл йывăр чирлĕ, çырайĕ-ши? Кансĕрленĕшĕн каçару ыйтса Петр Петрович патнех шăнкăравларăм.
— Юрĕ, — килĕшрĕ вăл. — Мĕнле те пулин пулăшăп.
Августăн 29-мĕшĕнче илсе килнĕ Петр Петрович «Ялав» валли çырнă статйине. Эпĕ редакцире пулман та хут татăкĕ çине кăранташпа вăйсăррăн çапла çырса хăварнă: «Сывă пулса тăр. Кайиччен, тен, кураймăпăр». Хăй каллех Мускава тухса кайнă. /Юлашки çулсенче Хусанкай час-часах Мускава çÿретчĕ. Статйи, «Пин-пин чĕре» ятлăскер, Çеçпĕл Мишшине халалланă номертех пичетленчĕ. Çакă Хусанкайăн «Ялав» валли çырнă юлашки статйи пулчĕ...
Çăмăлччĕ Петĕр Хусанкайпа ĕçлеме. Шел, ытла ир пăрахса кайрĕ вăл пире. Ячĕ-шывĕ, пархатарлă ĕçĕ-хĕлĕ тăван халăхра нихăçан çухалмĕ». /Георгий Орлов, «Тăван Атăл», 2007 çул, кăрлач/.
«Ан çун!»
«Юлашки кунĕччен Хусанкай хăйне хăй чăн паттăрла тыткаларĕ. Çынлăха самантлăха та çухатмарĕ. Халăх сăвăçи, ватă салтак паттăрла вилĕмпе вилчĕ тени пĕрре те ÿстерсе калани пулмасть. Эпĕ Хусанкайăн юлашки саманчĕчченех унпа юнашар пултăм. Анчах та ку — çыру мар, аса илÿ. Ăна ÿлĕм çырмалла пулĕ.
«Лерен çырăп-и-ха...» Çыраймарĕ. «Канасчĕ!» — канасси те пулмарĕ. Документланă пехилĕ ак çакă пулчĕ: «Сывă пулса тăр. Ан çун. Çынсем çавах тĕтĕме кăна кураççĕ». Хусанкай çунса кайрĕ. Анчах та хăй евĕрлĕ чунлисем тĕтĕме çеç мар, çулăмне те курчĕç. Çулăмпа çунакан çав чĕре вĕсен пурнăçĕнчи çула та ялкăшса çутатрĕ. Вĕсем те халăхшăн çунакан çын «Ан çун» тесе хăварнине итлесшĕн пулмарĕç. Çунччăрах эппин! /Геннадий Волков, СССР Педагогика ăслăлăхĕсен академийĕн /хальхи Раççей вĕрентÿ академийĕн/ чăн членĕ.
Хусанкая халалласа
Петĕр Хусанкай 1970 çулхи пуш уйăхĕн 4-мĕшĕнче вилнĕ. Ăна халалласа вăл çуралнă Сиктĕрме ялне Хусанкай ятне панă. Тăван ялăнчех унăн ячĕпе музей пур. Ăна 2002 çулта уçнă. Унта поэтăн япалисемпе алçырăвĕсем упранаççĕ. Чăваш халăх поэтне, общество хастарне халалланă вырăнсем Шупашкарта та сахал мар. Петр Петрович ячĕпе тĕп хуламăрта урам, культура керменĕ пур. Ленин проспектĕнчи 38-мĕш çурт çине /кунта вăл пурнăçĕн юлашки вунă çулне ирттернĕ/ — Асăну хăми, вилтăприйĕ çинче бюст вырнаçтарнă. Хĕвелтухăç поселокĕнчи библиотека та унăн ячĕпе хисепленет. Студентсен Хусанкай ячĕллĕ преми пур. 2006 çулта Культура институчĕпе училищи умĕнче чăваш халăх поэтне халалласа палăк уçнă.
Сăмах май, кăрлач уйăхĕн 22-мĕшĕнче вилĕмсĕр поэт 110 çул тултарнине Хусанкайăн тăван ялĕнче анлăн паллă тунă. Чăваш Енрен унта пысăк делегаци кайнă. Уява ЧР Культура министрĕ Константин Яковлев, Петĕр Хусанкай мăшăрĕпе Вера Кузьминапа ывăлĕ Атнер Хусанкай тата сумлă ытти хăна хутшăннă.
Татьяна НАУМОВА хатĕрленĕ.
ЫЙТУ. Петĕр Хусанкай ячĕпе çыхăннă хăш вырăна асăнмарăмăр? 56-03-54 телефонпа чи малтан шăнкăравласа пĕлтерекене парне кĕтет.