Комментари хушас

Кăрлачăн 21-22-мĕшĕсенче Мускавра «Единая Россия» партин XVI съезчĕ пулни çинчен «Хыпар» пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ. Унăн ĕçне çĕршыври 728 делегат тата икĕ пин ытла хăна хутшăннă. Çак йышра Чăваш Ен делегацийĕ те пулнă.

Партин Чăваш регион уйрăмĕн секретарĕ, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ Николай Малов, Шупашкар хула пуçлăхĕ Ирина Клементьева, ЧР Патшалăх Канашĕнчи фракци ертӳçи Вячеслав Рафинов, парти Председателĕн регионти общество йышăну пӳлĕмĕн ертӳçи Николай Николаев, Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин с±езд ĕçĕ-хĕлĕ пирки тĕплĕнрех каласа кăтартрĕç.

«Единая Россия» партин Чăваш регион уйрăмĕн секретарĕ Николай Малов с±ездра «çĕршывра пулса иртекен мĕнпур ĕçшĕн парти членĕсем яваплăха туйнине» систерекен шухăш-кăмăл хуçаланнине пĕлтерчĕ. «Парти председателĕ Дмитрий Медведев «Единая Россия» çĕршыв Президенчĕн, Правительствăн тĕрекĕ пулнине палăртрĕ. Мĕнпур указ, йышăну партин çул-йĕр карттин никĕсне выртĕ», — терĕ вăл. С±езда хутшăнакансем çичĕ ушкăна пайланса ĕçленĕ, çĕршыв аталанăвĕшĕн пĕлтерĕшлĕ ыйтусене сӳтсе явнă. «Экономикăна аталантарасси, сывлăх сыхлавĕн, социаллă политика ыйтăвĕсем çинчен калаçрăмăр. Халăхăн суйлав умĕнхи сĕнӳ-хушăвне пурнăçа кĕртесси те — пирĕн тĕп тĕллевсен шутĕнче. Кăçал парти пысăк тăватă проектпа ĕçлеме пуçлать. Картишсене хăтлăлатма, хуласенчи парксемпе скверсене йĕркене кĕртме, ялсенче культура учрежденийĕсене хута яма экономика йывăрлăхĕсене пăхмасăр бюджетра укçа пăхса хăварнă. Çавăн пекех пенсисене, социаллă тӳлевсене инфляци шайне кура индексацилеме, ĕç укçин шайне упраса хăварма вăй çитерессе шанатпăр», — терĕ Вячеслав Рафинов.

Парти председателĕн регионти общество йышăну пӳлĕмĕн ертӳçи Николай Николаев пĕлтернĕ тăрăх — «Единая Россия» вĕренӳ заведенийĕсене, спортзалсене, ачасен медицина учрежденийĕсене хута ярассине, юсаса çĕнетессине те тĕпе хурать. Тĕслĕхрен, Чăваш Енре парти проекчĕпе кадетсен 400 вырăнлă шкулне тăвĕç. Унта Шупашкар ачисем кăна мар, республика ялĕсемпе хулисенче çуралса ӳснисем те пĕлӳ илме пултарĕç.

Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин хăй çĕр çинче ĕçленĕрен с±ездра ял хуçалăх ыйтăвĕсене çĕклени кăмăлне кайнине пĕлтерчĕ. «Малтанхи вăхăтра ял хуçалăхĕ пĕтессĕн туйăнатчĕ. Паян вара пачах урăхла шухăшлатăп. Çĕр çыннине ĕçлеме хавхалантаракан сăлтав халĕ нумай. Патшалăх ял çыннине пулăшма тăрăшать, пĕчĕк процентлă кредитсем, тĕрлĕ субсиди парать», — терĕ вăл.

Раççей аталанăвне ура хурас тĕллевпе çирĕплетнĕ санкцисем пачах тепĕр енлĕ вăйне кăтартнине палăртрĕç парти членĕсем. Аграри секторне ырă витĕм кӳнисĕр пуçне чарусем çĕнĕ производствăсене чĕртсе тăратма, технологисене алла илме пулăшрĕç. Çавна май çитес вăхăтра Раççей экономики нефть çине çеç таянса аталанмасси куçкĕрет, бюджета ытти çăлкуçран та нухрат кĕме майсем çителĕклĕ пулĕç.

С±езд партин пилĕк çулхи ĕç-хĕлне пĕтĕмлетнисĕр, малашнехи тĕллевсене палăртнисĕр пуçне шалти демократи тата кадр ыйтăвĕсене те пăхса тухнă. Парти председателĕ Д.Медведев хăйĕн докладĕнче парти строительствине, ротацие тата ертсе пыракан тытăм ертӳçисене çĕнетсех тăрассине ытларах тимлĕх уйăрма сĕннĕ. С±езд умĕн регионсенче иртнĕ отчетпа суйлав конференцийĕсенче партин вырăнти уйрăмĕсен секретарĕсен пысăк пайĕ улшăннă. Генеральнăй канашра та пысăк улшăнусем пулса иртнĕ, малашне унăн ретĕнче пĕрремĕш тата вырăнти уйрăмсен представителĕсем ытларах пулĕç. Сăмах май, Генеральнăй канаш йышне Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин та кĕнĕ.

Валентина ДАНИЛОВА

Валентина ДАНИЛОВА
Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.