Врачсем çителĕксĕр
Республикăри пĕчĕк хуласенче врачсем çитмеççĕ. Çакăн çинчен Правительство ларăвĕнче ЧР сывлăх сыхлавĕн министрĕ Алла Самойлова пĕлтерчĕ.
Кăçал «Земство тухтăрĕ» программăпа килĕшӳллĕн республикăри ялсене ĕçлеме килекен медицина ĕçченĕсен йышĕ 30 çынпа танлашĕ — Обязательнăй медстраховани фондĕнче медиксене пĕр хут компенсаци тӳлевĕ пама çак йыш валли укçа пăхса хăварнă. Иртнĕ çулсенче ку йыш пысăкрахчĕ. Çакă ялсенче паян врачсем çителĕклипе çыхăннă. Министр каланă тăрăх — ялсенчи шурă халатлисен йышне туллин комплектланă.
Вĕсем пĕчĕк хуласенче çитмеççĕ. «Земство тухтăрĕ» хуласенчи медицина учрежденийĕсене пырса тивмест вĕт. Тата 260 врач кирлĕ. Тĕпрен илсен — ансăр специализациллĕ медиксем. Вăтам медперсонал, фельдшерсем тĕлĕшпе çивĕчлĕх пур.
Çав вăхăтрах Алла Самойлова пăшăрхану çуратакан тепĕр саманта та асăнчĕ. «Земство тухтăрĕ» программăна хутшăнса яла кайнă хăшпĕр медик 1 миллион тенкĕ илмелли условисемпе килĕшӳллĕн 5 çул ĕçленĕ хыççăн унтан пăрахса каяс туртăм та палăрать. Эппин, кĕçех ялсенче те каллех врачсем çитменнипе çыхăннă ыйту тухса тăма пултарать.
Çак лару-тăрупа çырлахма юраманни куçкĕрет. Правительство ларăвĕнче республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та кăмăлсăрлăхне пытармарĕ: «Миллион кĕсьере — халь пăрахса кайма та юрать иккен... Капла пулсан пирĕн бюджетра нихăçан та укçа çитмĕ!» Çавăнпа, унăн шучĕпе, ку процеса çирĕп йĕркелесе пымалла. Медиксен ялсенчи, пĕчĕк хуласенчи ĕç условийĕсем лайăххине кăтартни-пропагандăлани те вырăнлă. Сывлăх сыхлавĕн министерствине кăна мар, Вĕренӳ министерствине те сăмах тиврĕ: «Аслă вĕренӳ заведенийĕсене пĕтерсе врач дипломне илекенсем мĕншĕн пĕчĕк хуласене каймаççĕ? Çурри каять, тепĕр çурри вара каймасть...» Ӳпкев, паллах, вырăнлă. Çамрăксенчен нумайăшĕ бюджет укçипех вĕренет вĕт. Анчах регион ертӳçин «мĕншĕн?» текен ыйтăвĕн хуравĕ ларура илтĕнмерĕ.
Николай ДМИТРИЕВ