Комментари хушас

27 Кăрлач, 2017

«Кунĕ пур вĕт çут тĕнчен – пурăнасчĕ ыранччен»

— Гаврил Спиридонович, си­рĕншĕн иртнĕ çул мĕнпе асра юлчĕ?

— Ватăлса пыратпăр та асра юлмаллисемех пуласси иртрĕ пуль... Çырма йывăртарах ĕнтĕ. Пирĕн районăн «Çĕнтерӳшĕн» хаçачĕ нарăсăн 5-мĕшĕнче 85 çул тултарать. Йĕпреç тăрăхĕнчи литпĕрлешӳ Çемен Элкер ячĕпе хисепленет. Унта çӳренĕ калем ăстисен сăнӳкерчĕкĕсем пур манăн. Редактор сăнӳкерчĕксене пăхса Çемен Элкер килни, тĕлпулусем ирттерни пирки асаилӳ çырма ыйтрĕ. Çав ĕçе пикентĕм.

— Эсир чылай сăнӳкерчĕкре сухаллă. Халĕ ав йăлт хырса пăрахнă. Йăлăхтарчĕ-им?

— Пăртак çамрăкрах чухне тăватă ăстрăм та ӳстерсе пăхрăм. Аслăрах курăнассишĕн мар, интересĕшĕн.

— Халĕ мĕншĕн хыртăр тата?

— Чăрмавлăрах вăл. Сухала пăхас, якатас пулать. Ӳсерех кайсан та: «Сухална хыр!» — тесе ятламан-ха та мана мăшăрăм.

— «Кунĕ пур вĕт çут тĕнчен — пурăнасчĕ ыранччен»... Е тата «...поэзин йывăр лавĕпе хăпартăм — Шав тăвалла — тавралăха курма» йĕркесем пур сирĕн...

— Çын 3-4 кун маларахри пирки шухăшласа хумасть. «Ыранччен пурăнасчĕ», — тетпĕр. Ыран татах ыранччен тетпĕр. Сăвă çыраканăн шухăша пуçтарма пĕлес пулать. Маншăн чи хакли — пурнăçра Çын пулни, Çын ятне, Çын чысне ялан çӳлте тытни. «Кашни çынра пулсассăн çакă ырă туртăм Çĕн ĕмĕре кĕмешкĕн алăк уçăлать», — мĕншĕн тесен этем пурнăçĕ çут çанталăк майлă, «хĕвеллĕ те пулать, тăманлă та»...

— Эсир «Хыпара» çур ĕмĕр ытла çырăнса илетĕр. Мĕнле хак паратăр ăна?

— Ултă теçетке çула яхăн вулатăп республикăн тĕп хаçатне. Ялта «Хыпара» эпĕ кăна çырăнса илетĕп. Тата вăл ялти вулавăша килет. Унсăр пуçне «Чăваш хĕрарăмĕ», «Сывлăх», «Çĕнтерӳшĕн» хаçатсем, «Самант» журнал çырăнса илеççĕ.

Мăшăрăмпа иксĕмĕр те «Ялта пурăнать писатель», «Кĕнеке çӳлĕкĕ» ярăмсене кăмăллатпăр. Ялти çыравçăсене аса илни, манманни питĕ лайăх. Эпĕ ялта çуралнă, ĕмĕрĕме ялтах пурăнса ирттеретĕп. Çыракана çырма ялта пурăнни чармасть. «Хыпар» хаçат темиçе çул каяллахипе танлаштарсан «тĕшшине», содержанине кура тата та лайăхланчĕ. Малта пыракан, пултаруллă çынсем çинчен çырни килĕшет. Кашни çын шăпи хăйне май интереслĕ.

— Сирĕн псевдоним — Гаврил Луç. Мĕне пĕлтерет вăл?

— Манăн атте те, асатте те сунарçă пулнă. Вĕсем пăши нумай тытнă. Пĕрре вĕсен йышĕ 99-рах çитнĕ. Хушамат малтан Иванов пулнă. Каярахпа вара Лосев тесе çырма пуçланă. Аттесене аса илнĕ май кăшт каласа хăварам-ха. Атте Спиридон Иванович вăтам хресчен пулнă. Ăна колхоза кĕменнишĕн репрессиленĕ, Çĕпĕре ăсатнă. Эпĕ ун чухне 2 çул та 7 уйăхра пулнă. Анне 5 ачапа тăлăха юлнă. Çĕнĕ пурнăç хуть те кама та пăлхантарнă. Аттене тытса кайсан анне чирлеме тытăннă. Куçĕ вăйсăрланнă. Унтан тата вăйлă чирлесе ӳкнĕ те вар ыратнипе асапланса ĕмĕрлĕхех куçне хупнă. Ун чухне эпĕ 6-ра пулнă. Аттене Çĕпĕрте ăçта пытарнине те пĕлместпĕр. Чĕрĕ юлас тесе 3 аппа та, пичче те харсăр та маттур пулнă. «Çимелли çуккипе кусен чи пĕчĕк ачи вилет пуль», — шелленĕ ялти çынсем. Мана пĕрех усранă вĕсем. Аппасем пурнăçран уйрăлнă ĕнтĕ. Эпĕ пурăнатăп-ха. Чĕрепе, пуç çаврăннипе аптăратăп.

Мана Василий Волгинăн ашшĕ /литпĕрлешĕве ертсе пыратчĕ вăл/: «Санăн псевдонимна «Луç» тесе çырмалла», — терĕ. Лосев вырăнне вара Луç тесе алă пусма пуçларăм.

— Миçе çул çыратăр хушма ятпа?

— Пĕрре юлташпа Александр Кирилловпа ялта кино пулманни пирки çырса ятăмăр. Пирĕн пĕчĕк заметкăна пичетлесе кăларчĕç. Çакă чунăма хускатрĕ, сĕре савăнтăм. 1954 çулта ялта вулавăш уçăлчĕ. Эпĕ сăвăсем вулама юрататтăм. Çавсене вуласа хавхаланса 1955 çулта сăвăсем çырма тытăнтăм. 1956 çулта сăвăсене литпĕрлешĕве кайса патăм. Икĕ çаврăмлă сăвва суйласа илнĕччĕ. Çавăнтанпа Луç тесе çыратăп. Çунат хушăнчĕ. Ун хыççăн вара çырма пăрахман. «Чун çимĕçĕсем» «Çĕнтерӳшĕн», «Хыпар», «Чăваш хĕрарăмĕ» хаçатсенче пичетленнĕ. Кĕнекесене халĕ çыравçăсем харпăр хăй укçипе кăлараççĕ. Вĕсене пенси укçипех кун çути кăтартма вăй çитереймĕн. Юрать, ывăлăмсем пулăшаççĕ.

— Эсир ĕçленĕ вăхăтра ялти культура вучахĕ кĕрлесе тăнă ĕнтĕ.

— Чăнах та çапла. Пĕр сезонра ялти драма кружокĕн членĕсемпе 6 спектакль кăна халăх çине кăлартăмăр. «Ачасем, эпир кăçал сахал спектакль лартрăмăр», — терĕм эпĕ ун чухне вырăнти артистсене. Атту хĕл каçа 10-15 спектакль лартаканччĕ те. Каярахпа вара концертсем кăтартма пуçларăмăр. Эпĕ купăс та, баян та, гитара та каланă.

— Халĕ калатăр-и? Купăс пур-и-ха?

— Пур. Тăвăр тесе тула тухса лартнăччĕ. Хăш чухне баяна илсе кĕрсе турткалатăп. Купăсĕ кивелчĕ. Музыка ăстăлăхне хам тĕллĕнех вĕрентĕм. Пичче Чулхулари автозаводра ĕçлетчĕ. Купăс туянма укçа ярса пачĕ. Туянтăм. Клубра çамрăксене купăс каласа ташлаттараттăм.

— Калăр-ха: эсир хăвăр та сунарçă пулнă-и?

— «Эпĕ сунарçă пулнă», — теместĕп хам пирки. Пăшал та пулман. Çынсем пăшал паратчĕç те кайăк кăвакал тытма тесе кайса çаврăнса килеттĕм. Аслă ывăлăм Артур — чăн-чăн сунарçă. Вăрман ĕçĕпех ятарлă пĕлӳ илчĕ. Лесничире ĕçлерĕ. Шăллĕпе Русланпа Мари Республикинче вăрмана тара илнĕ.

— Сирĕн ачăрсене çырас ăсталăх куçнă-и?

— Руслан салтака кайиччен кăштах аппаланкалатчĕ. Çарта пĕр-ик сăвă çырнă та тек тытман.

— Халĕ вăхăта мĕн туса ирттеретĕр?

— Нимех те тăваймастăп ĕнтĕ халĕ. Кĕнекине те, хаçатне те нумай вулаймастăп. Геннадий Кузнецов «Тăватшар йĕркен» пысăк кĕнеке кăларнă. Çавна вуласа тухрăм-ха. Николай Максимовăн «Шурă акăш çулĕпе» кĕнекине ăса хыврăм. Килти ĕçсене йăлт арăм тăвать. 2007 çулта ĕнене сутрăмăр. Чăхсем кăна халĕ. Лидия Ивановна тата çерçисене пăхать. Веранда çумĕнчи йăмра патĕнче ятарлă икĕ савăт туса панă вĕсене. Хĕвелçаврăнăшне кайăксем валли ятарласа туянатпăр. Пĕлтĕр 45 килограмм ил­се çитертĕмĕр. Пĕлтĕртенпе кăна мар, тахçантанпах тăрантаратпăр вĕ­сене. Нумаях пулмасть Канаш районĕнчен кĕрпе сутма килекенсенчен 24 килограмм хĕвелçаврăнăш туянтăмăр. Пирĕн патра кайăк-кĕшĕк кĕтӳпе пухăнать. Те ялти пĕтĕм кăсăя пуçтарăнать? Вĕсене пăхса савăнатăп.

— Мĕншĕн тăрантаратăр?

— Хĕрхеннипе. Сивве тӳсет-мĕн кăсăя, выçă пулсан сивĕ чухне вилет. Çулла вĕсем хурт-кăпшанкăпа тăранаççĕ. Ака пуçламăшĕнче кăсăясем вăрмана каяççĕ. Пирĕн вăрман инçе мар, 2 çухрăмра кăна.

— Çулла вĕсемсĕр кичем мар-и сире? Ун чухне мĕнпе йăпанатăр?

— Урама тухса ларатăп, Хум хĕррипе уçăлса çӳретĕп.

— Картиш варринчи йăмра интереслентерчĕ. Мĕншĕн касмастăр ăна?

— Хур усраттăмăр. Çуркунне хур сыхламалли йăмра туратти нӳрĕ вырăна ӳкнĕ те шап-шурă тымар янă. Шеллерĕм ăна. Çавна илсе килтĕм те лартрăм. Пирĕн картиш пĕчĕкчĕ. Эпĕ ăна 1953 çулта картиш тулашне лартнăччĕ. Ӳсрĕ. Пĕрре аçа кисретсе вăйлă çапрĕ те пĕчĕккĕн хăркаларĕ. Пысăк турачĕсем лупас патнех çитнĕччĕ. Ывăлсем вĕсене касрĕç. Каснă вырăнтан хунавсем тухрĕç. Вăйлă çиле пула варринчен çурăлнă вăл, хăвăл пулнă. Аçа çапса хăвăлĕ пысăкланнă. «Касмалла пулĕ», — теççĕ ачасем. Ма касмалла-ха ăна? Лартăр, çулла сулхăн туса парать. Эпĕ пурăнатăп тăк вăл та пурăнтăр.

— Телейлĕ-и эсир?

— Кĕнекесем тухсах пынă. Хама телейлех тесе шухăшлатăп. Маларах каланине аса илес тĕк пурнăçăм тăманлă мар, хĕвеллĕ пулчĕ. Манăн сăвăсене поэзи антологине те кĕртрĕç.

— Паян мĕнле ĕмĕтпе пурăна­тăр?

— Пĕр-икĕ калав шухăшласа хуни пур. Ĕлĕк хĕлле вăрман касма кайнăччĕ. Каснине вăкăрсемпе турттараттăмăр. «Хыçалти вăкăрсем Хумри Ишекрен тухаççĕ те малтисем Хурамала кĕреççĕ», — тесе шӳт тăватчĕç ун чухне. Вăрмана 20-25 вăкăрпа турттарнă. Эпир таврăнтăмăр та пирĕн хыççăн теприсем кайрĕç. Пирĕн ялти бригадир унта турат хуçăлса ӳкнипе сарăмсăр вилчĕ. Питĕ куляннăччĕ эпир уншăн. Çавăн çинчен «Вăкăр караванĕ» калав хайласшăн. Кăçал çырса пĕтереетĕп-ши ĕнтĕ?

— «Ялан çыру сĕтелĕ хушшинче ларатăн», — тесе ятламасть-и мăшăрăр?

— Эпĕ чĕрепе, пуçпа чылай вăхăт аптăрарăм. Çак вăхăтчен пурăннишĕн тĕлĕнетĕп хамран. Мăшăрăм Лидия Ивановна вăрмана вутă турттарма та кайнă. «Мĕн çырса ларатăн-ха?» — тесе нихăçан та каламан. Яланах хавхалантарса, пулăшса пырать. Эпĕ çырнисене ăна вуласа паратăп. Таня Максимова фельдшерицăна та кăтартатăп. Система лартма киле килет те çав вăхăтра вулаттаратăп ăна.

Эпир Лидăпа 52 çул килĕштерсе пурăнатпăр. Маларах спектакльсенче те пĕрле вылянă. И.Максимов-Кошкинский çырнă «Константин Иванов» пьесăна та лартнăччĕ эпир. 1959 çулта Шупашкарта Максимов-Кошкинскипе курса калаçрăм. Юрă праçникне кайсан: «Эсир Максимов-Кошкинский мар-и? — терĕм. «Шăп çавă эпĕ. Иоаким Степанович тесе чĕнеççĕ мана», — терĕ. Эпĕ ăна ялти клубра «Константин Иванов» пьеса лартни çинчен каласа патăм. «Драмкружок членĕсене манран салам кала, эпĕ савăнатăп сирĕншĕн», — терĕ Иоаким Степанович.

Роза ВЛАСОВА.

Автор сăнӳкерчĕкĕ

 

Кĕскен

Гаврил Луç, Луç Кавĕрли /Гаврил Спиридонович Лосев/ 1935 çулхи ака уйăхĕн 2-мĕшĕнче Йĕпреç районĕнчи Хумри Ишек ялĕнче вăтам хресчен кил-йышĕнче çуралнă. Çĕнĕ Выçлири 7 класлă шкулта вĕреннĕ, Карелипе Çĕпĕр вăрманĕсенче сахал мар сухăр юхтарнă. 1958-1978 çулсенче тăван ялĕнче клуб заведующийĕнче ĕçленĕ.

Районти «Çĕнтерӳшĕн» хаçатăн Çемен Элкер /2005/, Алексей Талвир /2009/ ячĕллĕ премисен лауреачĕ. Паллăрах кĕнекисем: «Юратупа эп килтĕм тĕнчене» /1999/, «Амăшĕпе хĕрĕ» /2001/, «Тăван тавралăх» /2003/, «Чупать-ха пурнăç урхамахĕ...» /2005/, «Хум хĕрринче çуралнă юрату», «Сонетăмсем — çунатăмсем» /2008/, «Юрату – тĕнче тытăмĕ» /2010/, «Кунĕ пур вĕт çут тĕнчен — пурăнасчĕ ыранччен» /2013/, «Чыспах вĕçлесчĕ хамăр ĕмĕре» /2014/.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.