Перекетлĕ туянар
Хальхи вăхăтра япала туянмасăр никам та пурăнаймасть. Пĕриншĕн туянасси — киленĕç, хăпартлану пулсан, теприншĕн — пуçа ыраттаракан пулăм. Пĕри ăçта, мĕн туянмаллине, япалан чăн хакне тĕрлĕ журнал-буклетсăрах лайăх пĕлсе тăрать, тепри вара лавккаран лавккана çÿресе хăшкăлать, килĕшÿллĕ, пахалăхлă, юрăхлă япала тупайманнипе вĕчĕрхенет.
Кирлĕ тавар туянма, япалан тĕрĕс хакне палăртма вĕренни усăсăр тăкаксенчен хăтăлма, кăмăл-туйăм пусăрăнчăклăхĕнчен сыхланма пулăшать. Ятарлă кĕнекесемпе, журналсемпе усă курса тавар пахалăхне палăртма пулать. Пурпĕрех чи лайăх учитель — практика. Куçпа курса, алăпа тытса, усă курса пăхни япалана хакламалли чи лайăх мел. Çĕнĕ япала пĕрре çунипех малтанхи пахалăхĕсене çухатрĕ тĕк малашне ун йышши тавара туянмастăнах. Пĕлÿ пĕчĕккĕн пуçтарăнать.
«Хаклă тавар пахарах» е «хыткукар икĕ хутчен тÿлет» текен каларăшсене пуçĕпех ан ĕненĕр. Тепĕр чухне хаклă, илемлĕ чĕркемре те ăпăр-тапăр çакланма пултарать. Тавара тытса, танлаштарса пăхни шанчăклăрах.
Ача-пăча тумтирне туяннă чухне те «çиччĕ виçни» йăнăш пулмĕ. Ача хăвăрт ÿсет, хаклă çипуç пĕр-икĕ çултан пурпĕрех юрами пулать. Кивелмелĕх тăхăнса ĕлкĕрĕ-ши ăна ача? Тен, кăшт йÿнĕреххипех çырлахма пулатчĕ?
«Модăн юлашки «пискĕпе» тăхăнма тăрăшакансен те укçана «çилпе вĕçтерес» хăрушлăх пур. Мода хăвăрт улшăнать, уйрăмах «пискли». Тепĕр çултан, тен, вуçех урăх çи-пуç тăхăнас килĕ.
Халĕ чылай лавкка кредитпа, пайăн-пайăн е тата ытти мелпе тÿлесе татмалла туянма сĕнет. Анчах çак «вăлтана» çакланакансен яланах ытларах тăкакланма тивет.
Çут çанталăкăн кирек хăш тапхăрĕ иртнĕçемĕн йÿнетнĕ суту-илÿ акцийĕ йĕркелесси йăлана кĕчĕ. Кун пек вырăнта пахалăхлă тумтир, атă-пушмак туянса перекетлеме май пур. Анчах та тепĕр чухне çакнашкал акцисенче кирлех мар япала илесси те пулкалать. Ара, тавара самаях йÿнетнĕ те... Мĕнпе тăхăнассине, вăл чăнах та кирлĕ иккенне шухăшласа çирĕплетмесĕр тавара çĕклесе касса умне ан утăр.
Туянакан правине пĕлетĕр-и? «Туянаканăн прависене хÿтĕлесси çинчен» саккун пире туяннă япала тивĕçтермесен ăна каялла лавккана тавăрма май парать. Кашни таварăн тавăрмалли тапхăрĕ тĕрлĕрен. Вăтамран 10-14 кун. Кашни таварăн çак ĕçĕн йĕрки те тĕрлĕрен. Паллах, туяннă япалана килте ватса-çĕмĕрсе, вараласа-пăсса хунă тавара пырса тивмест вăл. Япалан гаранти вăхăчĕ пирки те пĕлмелле. Гарантипе илни тепĕр чухне ăнăçсăр тавара пула тăкакланнин пĕр пайне е йăлтах саплаштарма май парать. Паллах, кун пек чухне тавар чекĕ, гаранти çирĕплетĕвĕ пулмалла.