Комментари хушас

24 Кăрлач, 2017

Тĕнче курма пулăшать, ăсталăха ÿстерет

«Пĕтĕм Раççейри студентсен стройкине — вĕренекен çамрăксен хушшинче чи пысăккине — лекни чăнласах та пысăк телей. Вăл пире строительство ĕçĕн вăрттăнлăхĕсемпе тата çывăхарах паллашма, ăсталăха ÿстерме, коллектив пĕрлĕхĕн туйăмне вăйлатма, Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнче çĕнĕ юлташсем тупма пулăшрĕ», — теççĕ Пĕтĕм Раççейри çамрăксен «Раççей Студентсен Отрячĕсем» общество организацийĕн Чăваш Енри уйрăмĕн «Энергия 21» отрячĕн хастарĕсем.

«Мирлĕ атом-2016»

Вĕсем, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн энергетика тата электротехника факультечĕн /«Энергия 21» шăпах унта 2012 çулта йĕркеленнĕ/ 23 студенчĕ пĕлтĕрхи çулла Челябинск облаçĕнчи Озерск хулинче Пĕтĕм Раççейри студентсен «Мирлĕ атом-2016» стройкинче ĕçленĕ. «Росатом» патшалăх корпорацийĕн тата Раççей студентсен отрячĕсен пĕрлехи чи пысăк проектне /вĕсем пĕрле çыхăнса ĕçлесси пирки 2014 çулта килĕшÿ тунă/ пурнăçа кĕртмешкĕн çĕршывăн 23 регионĕнчи строительство отрячĕсен 500 ытла хастарне путевка панă. Атом отраслĕн строительство площадкисем студентсене çулсеренех йышăнаççĕ, вĕсен пурин те «Пĕтĕм Раççейри» статус пулма пултарать, анчах сумлă çак ята çулталăкра пĕр лаптăк çеç тивĕçеет. Шăпах вăл çĕршыври чи лайăх отрядсене пĕр çĕре пухать.

Хăйнеевĕрлĕ конкурсра çĕнтерес тесен отрядсен малтан заявка памалла, студентсен ăсталăхĕпе пултарулăхĕ пирки палăртмалла. «Эпир професси шайне ÿстерес тата «Маяк» производство пĕрлешĕвне /вăл «Мирлĕ атом-2016» стройкăн чи пысăк объекчĕ/ лекес тесе Шупашкарти транспортпа строительство технологийĕсен техникумĕнче хушма пĕлÿ илтĕмĕр, арматурщике вĕрентĕмĕр. Рабочи профессийĕ пуртан тата «Энергия 21» 2015 çулта Çĕнĕ Воронежри АЭСра ĕçленĕрен пире çак стройкăра вăй хумашкăн суйласа илчĕç. «Маяк» пĕрлешÿ темиçе заводран тăрать. Эпир радиоактивлă изотопсен заводĕнче ĕçлерĕмĕр», — каласа кăтартрĕ «Энергия 21» отрядăн комиссарĕ Александр Булаткин.

Чăваш каччисем Озерск хулинче строительство ĕçĕсене пурнăçланă, ĕçмелли шыв пăрăхĕсем валли инженери коммуникацийĕсем тунă тата çуртсен никĕсне арматурăпа çирĕплетнĕ çĕре хутшăннă, çавăн пекех территорие тирпей-илем кĕртнĕ. «Эрнере ултă кун, талăкне вуншар сехет ĕçлерĕмĕр. Паллах, малтанлăха йывăр пулчĕ, хăнăхса çитсен вара питĕ кăсăклă. Пĕлĕшсемпе ĕçлени, коллектив хавхалантарни çав тери пĕлтерĕшлĕ кун пек чухне. Эпир ентешсемпе пĕрле вăй хутăмăр, пĕрле кантăмăр, культура-спорт мероприятийĕсене те пĕрлех хутшăнтăмăр. Ĕç енĕпе илсен эпир 29 отряд хушшинче 6-мĕш вырăн йышăнтăмăр», — лару-тăрупа паллаштарчĕ отряд командирĕ Сергей Егоров. Ĕçне кура — тÿлевĕ. Атом отраслĕнче вăй хуракансен шалăвĕ пĕчĕк мар. Строительство отрячĕсен хастарĕсен вăл уйăхра 25 пин тенкĕпе танлашнă. Хушма ĕçшĕн, паллах, ытларах тÿленĕ. Комиссар каланă тăрăх — пирĕн ентешсем уйăхра вăтамран 45 пин тенкĕ ĕçлесе илнĕ. Çакă студентсене пушшех хавхалантарнă.

«Мирлĕ атом» стройкăна савăнăçлă лару-тăрура уçма «Росатом» патшалăх корпорацийĕн генеральнăй директорĕ Сергей Кириенко та хутшăннă. «Эсир кирлĕ те пĕлтерĕшлĕ ĕç тăватăр. Объектсенче вăй хурса /пĕрисем тирпей-илем кĕртеççĕ, теприсем штукатурка тăваççĕ, виççĕмĕшĕсем пулас стройка валли конструкцисене салатаççĕ т.ыт.те/ эсир патшалăх тĕллевне — пирĕн çĕршывăн оборона хăватне тата атом энергетикинче малта пырассине тивĕçтерессине — пурнăçлас ĕçе тÿпе хыватăр», — тенĕ вăл. С.Кириенко строительство лаптăкĕсенче, отрядсем пурăнакан общежитисене çитсе курнă, командирсемпе тĕл пулнă, çакнашкал проектсен аталанăвне тишкернĕ.

«Хамăр тунă об±екта темиçе çултан кайса курас килет. Эпир унта мĕнле отрядсем тата камсем ĕçленине палăртса çитес ăрусем валли çыру çыртăмăр, ăна капсулăна хутăмăр. Озерскри стройкăра вăй хунă чухне Çĕнĕ Воронежри АЭСра хăпартма хутшăннă объект ĕçлеме тытăнни çинчен илтсен питĕ савăнтăмăр. Пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕçре пирĕн тÿпе те пуррине туйма питĕ кăмăллă, ун пек чухне чĕрере мăнаçлăх туйăмĕ çуралать», — чунне уçрĕç С.Егоровпа А.Булаткин.

Чăваш тумĕ, ташши килĕшнĕ

Хстарсем Озерскра 2 уйăх ĕçленĕ вăхăтра пĕр техникум общежитийĕнче пурăннă. Вĕсем ĕç хыççăн спорт тата культура мероприятийĕсене хутшăннă.

Чăваш Ен чысне тивĕçлипе хÿтĕлес тесе — асăннă стройкăра пирĕн республикăран пĕр отряд çеç пулнă-çке — каччăсем тата ушкăнри пĕртен-пĕр пике Валентина Васильева наци тумне илсе кайнă. Ăна отрядсем хăйсемпе паллаштарнă чухне тăхăннă. Нумайăшĕ çак çи-пуçпа кăсăкланнă, чăвашсем пирки тĕплĕнрех ыйтса пĕлнĕ. Хăйсем пурăнакан блока та килен-каян кунта мĕнле халăх тĕпленнине тÿрех ăнлантăр тесе хитрелетнĕ вĕсем. «Целина» лагерĕсен конкурсĕн жюри членĕсене чăвашсен йăли-йĕркине тĕпе хурса кĕтсе илнĕ. Пултарулăх фестивалĕнче вара чăваш ташшипе паллаштарнă. «Пирĕн костюмсем те, ташă та пурне те килĕшрĕç», — йăл кулчĕç каччăсем. Вĕсем çавăн пекех КВН вăййисене, плакатсен конкурсне хутшăннă.

Стройкăра спорт мероприятийĕсем те тăтăшах йĕркеленĕ: футбол, канат туртасси, спорт ориентирĕ… Вĕсенче те хастарлăх кăтартнă пирĕн ентешсем: чылайăшĕ вĕренÿ хыççăн тĕрлĕ секцие, кружока çÿрет-çке. Паллах, ăмăртусенче кашниех çĕнтереймĕ, çапах çакнашкал мероприятисем çамрăксен командăпа пĕрлĕх туйăмне вăйлатаççĕ. Культурăпа çыхăннисем вара вăл е ку халăхăн йăли-йĕркипе, хăйнеевĕрлĕхĕпе çывăхарах паллашма май параççĕ.

Çĕнĕ туссем тата тĕллевсем

Ентешĕмĕрсем çак стройкăра çĕнĕ юлташ нумай тупни çинчен хавхаланса каласа кăтартрĕç. «Озерскра 2015 çулта хамăрпа пĕрле Çĕнĕ Воронежра ĕçленĕ отряда — Мускаври «Атланты» ССОна — курсан питĕ савăнтăмăр. Вĕсемпе питĕ çывăх туслашрăмăр, эпир пĕр-пĕринпе юлташланасси пирки килĕшÿ те турăмăр, — пĕлтерчĕç Александрпа Сергей. — Пирĕн тăрăхра студентсен строительство отрячĕсем юлашки çулсенче вăй илме пуçларĕç. Федерацин Çĕпĕр тата Урал округĕсенче вара вĕсем СССР салансан та арканман, çавăнпа пирĕн асăннă отрядсенчен вĕренмелли нумай. Нумайăшĕн — хăйĕн йăли-йĕрки. Пирĕн отрядăн та ун пекки пулмалла».

Энергетика тата электротехника факультетĕнче вĕренекенсенчен тăракан ушкăн Раççей студентсен отрячĕсен пĕрлехи тумне тăхăнать. «Целинка» /отряд членĕсен куртки/ çине хастара панă значоксене, ытти наградăна çакаççĕ. «Энергия 21» отрядăн хăйĕн гимн пур, ăна 2015 çулта çырнă. Ку юрăпа Хусанта иртнĕ Пĕтĕм Раççейри конкурсра 3-мĕш вырăн йышăннă. Унăн эмблема та пур. Отряд пысăклансах пырать, çавна май атрибутсене татах пуянлатма шухăш пуррине палăртрĕç командирпа комиссар.

Пĕтĕм Раççейри студентсен стройкине хутшăнакансене çул укçине те, пурăннăшăн та, апатланнăшăн та, медицина тĕрĕслевĕшĕн те «Росатом» тÿленĕ. Атом отраслĕнчи строитель кунне халалласа Челябинскра йĕркеленĕ концерта илсе кайнă. Пĕлтĕрхи юпа уйăхĕнче Мускавра атом отраслĕнчи студентсен отрячĕсен Пĕтĕм Раççейри II слечĕ иртнĕ, унта 2016 çулти ĕçе пĕтĕмлетнĕ, чи маттуррисене наградăсем панă. Чыса тивĕçнисен йышĕнче «Энергия 21» отрядăн командирĕ Сергей Егоров та пур. Ăна пысăк ĕç тухăçлăхĕшĕн, хушусене пахалăхлăн пурнăçланăшăн тата унта хăй те хутшăннăшăн «Росатомăн» Тав çырăвĕпе наградăланă. Студентсене ăслăлăх-вĕренÿ центрĕсене экскурсие илсе кайнă, атом отраслĕн лазер тата нанотехнологийĕсемпе паллашма майсем туса панă. Паллах, йăлтах — тÿлевсĕр. Университет та хастарсене хавхалантарма тăрăшать. Ĕçе лайăх йĕркеленĕшĕн «Энергия 21» комиссарĕ Александр Булаткин тата унăн мастерĕ Иван Пигалев ЧПУн Тавне тивĕçнĕ.

«Студентсен отрядĕнче пулни тĕнче курма пулăшрĕ: Воронежа, Челябинска, Новосибирска, Мускава çитсе килтĕмĕр!» — хавхаланса калаçрĕç студентсем. Çитес çул та стройкăна хутшăнасшăн вĕсем, май килсен пĕтĕм тĕнче шайĕнчинче вăйне тĕрĕслесе пăхасшăн, Беларуçа çитесшĕн. «Плансем пысăк, çавăнпа тăрăшса ĕçлĕпĕр», — терĕ командир. Отрядсен хастарĕсем хĕллехи вăхăтра та пĕр-пĕринпе тачă çыхăну тытаççĕ, штабра тата республикăра иртекен мероприятисене хутшăнаççĕ, ăмăртусенче тупăшаççĕ.

ССОна лекес текен нумай, çавăнпа унта чи тăрăшуллисене, маттуррисене суйласа илеççĕ. Стройкăра е ытти çĕрте ĕçлесе илнĕ укçа студентсемшĕн питĕ вырăнлă. Çапах чи пĕлтерĕшлĕ самантсем — ĕç ăсталăхĕ ÿсни, опыт хушăнсах пыни. Сергей Егоровпа Александр Булаткин каланă тăрăх — халĕ вĕсем строительство ĕçĕсене лайăх ăнланаççĕ, яшсене ку енĕпе шăнман пăр çине лартса яраймăн. Хваттерĕнче хăйсемех юсав ирттерме те пултараççĕ. Çамрăксен ашшĕ-амăшĕ те кăмăллă: вĕсем вăхăтĕнче ССОра пулнă-çке, çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесне çитсе курнă.

«Строительство отрячĕсенче çамрăксем хăйтĕллĕнлĕхе хăнăхаççĕ, вĕсен кĕлетки те пиçĕхет, кăмăлĕ те çирĕпленет. Çавăнпа хăвăр ума тĕллев лартма тата ăна пурнăçа кĕртмешкĕн ан шикленĕр», — сĕнчĕç хĕрсемпе каччăсене маттур студентсем.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.