Комментари хушас

24 Кăрлач, 2017

Тахçантанпах кĕтекен фестиваль

Çамрăксемпе студентсен пĕтĕм тĕнчери XIX фестивальне çĕр чăмăрĕн тĕрлĕ кĕтесĕнче пурăнакан хĕрсемпе каччăсем чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Кăçал вăл Раççейре юпа уйăхĕн 14-22-мĕшĕсенче иртет.

Пирĕн çĕршыври çамрăксен тата студентсен организацийĕсем çак фестивале Раççейре ирттерме сĕнсе заявка панă, пуçарăва Владимир Путин Президент та ырланă. Демократи çамрăкĕсен пĕтĕм тĕнчери федерацийĕ заявкăна йышăннă, çавна май юпа уйăхĕнче тĕнчери 150 ытла çĕршыври 20 пин ытла çамрăк Мускавра пухăнĕ. XIX фестиваль Хĕрлĕ тÿремре йĕркелекен Студентсен парачĕпе уçăлĕ. Тĕп мероприятисем вара Сочи хулинче иртĕç. Паллă ĕнтĕ: курортра 2014 çулти Олимпиадăна хатĕрленнĕ май тунă тĕнче шайĕнчи инфратытăм пысăк пĕлтерĕшлĕ мероприятисене йышăнма май парать. Фестивале хутшăнакансем Олимп ялĕн отелĕсене вырнаçĕç, унтах ăслăлăх тата ÿнер куравĕсем ĕçлĕç, уçă лекцисем, пултарулăхпа ăсталăх класĕсем, концертсем иртĕç. «Роза Хутор» ту-йĕлтĕр курорчĕ вара спорт мероприятийĕсене йĕркелемешкĕн меллĕ.

«Пысăк фестивале хутшăнакансем валли лайăх условисем тăвасси пĕлтерĕшлĕ, анчах ку çеç çителĕксĕр. Ăна тĕрĕс тата кăсăклă мероприятисемпе пуянлатмалла, хамăр ума лартнă тĕллевсене пурнăçлама май паракан ĕçсем планламалла. Раççей ку хутĕнче те хăйĕн чи лайăх енĕсене, çитĕнĕвĕсене, тĕллевĕсене тата çĕнĕ шайра çыхăнса ĕçлес кăмăл пуррине кăтартма пултарасса, çамрăксен юхăмĕн аталанăвне курăнмалла пысăк тÿпе хывасса шанатăп», — тенĕ Владимир Путин.

Çамрăксен фестивалĕ пирĕн çĕршывра маларах та икĕ хутчен иртнĕ. Историе аса илес тĕк — çак мероприяти 1947 çулта Прагăра «çуралнă». Ăна йĕркелес шухăша 71 çĕршыв ырланă. «Миршĕн тата туслăхшăн» лозунгпа иртнĕ вăл. Ку ĕçе Хĕвелтухăç Европа малалла тăснă. Малтанхи вунăçуллăхра фестивале икĕ çулта пĕрре йĕркеленĕ. Пулăм тĕнчипех анлă сарăлнă, унта хутшăнас тесе нумайрах та нумайрах çĕршыв заявка панă. Çамрăксен пĕтĕм тĕнчери фестивалĕ 1957 çулта Раççейре иртнĕ. Унта хутшăннисен йышĕпе çав çул рекордли пулса тăнă: 131 çĕршывран 34 пин ытла çын. Вăхăт иртнĕçемĕн çĕршывсен тĕрлĕлĕхĕ анлăланнă, анчах хĕрсемпе каччăсен йышĕн рекордне хальлĕхе никам та çĕнетеймен. 1985 çулта Раççей фестиваль хăнисене иккĕмĕш хут йышăннă. Хальхи вăхăтра çак мероприятие тăватă çулта пĕрре йĕркелеççĕ.

Кăçалхи XIX фестивале çивĕч темăсене халаллаççĕ: культура тата глобализаци /наци культура еткерĕ, тĕрлĕ культура представителĕсен хутшăнăвĕ, пултарулăхĕ/; экономика, пĕчĕк тата вăтам бизнес аталанăвĕ; пĕлÿсен экономики /вĕренÿ, çĕнĕ технологисем, шухăшсем/; общество секторĕ, ыркăмăллăх тата волонтерсен юхăмĕ; политика тата хăрушсăрлăх.

Мероприятин тĕп тĕллевĕ — паянхи çамрăк ăру тĕл пулакан йывăрлăхсемпе кĕрешмелли çулсене калаçусем ирттерсе тата культура программи, спорт ăмăртăвĕсем урлă палăртасси-тупасси. Ытти çулти пекех, кăçал та фестиваль символĕ вырăнне тĕрлĕ тĕслĕ шур чечеке /ромашка/ суйласа илнĕ, вăл ăрусемпе йăла-йĕрке çыхăнăвне, тĕнче тăнăçлăхĕпе пĕрлĕхне палăртать. Хальхинче тĕрлĕ тĕслĕ пиксельсем тĕп элемент пулса тăраççĕ, вĕсем информаци ĕмĕрĕнче тата технологи прогресĕнче пĕтĕм тĕнчери çамрăксен пĕрлĕхĕн палли евĕр курăнаççĕ. Шухăшсен тĕрлĕлĕхĕ — XIX фестивалĕн тĕп уйрăмлăхĕ.

Мероприятие 18-35 çулсенчи хĕр-упраçпа яш-кĕрĕм хутшăнма пултарать: çамрăксен коммерципе çыхăнман организацийĕсен тата политика партийĕсен пуçлăхĕсем, МИХсен ĕçченĕсем, артистсем, писательсем, кинематографистсем, спорт секцийĕсен йĕркелÿçисем, инженерсем, университет преподавателĕсем, ăслăлăх сотрудникĕсем, студентсен хăйтытăмлăхĕн членĕсем, предпринимательсем, ют çĕршывра пурăнса вырăс чĕлхипе тата культурипе кăсăкланакансем.

«Квотăпа килĕшÿллĕн Чăваш Республикинчен фестивале 125 çын хутшăнма пултарать. Кандидатсене икĕ тапхăрпа — куçăн мар тата тĕл пулса калаçса — суйлаççĕ. Фестиваль сайтĕнче тата автоматизациленĕ «Раççей çамрăкĕсем» информаци тытăмĕнче кандидатсене регистрацилеме пуçланă ĕнтĕ», — пĕлтерчĕ ЧР вĕренÿпе çамрăксен политикин министрĕ Юрий Исаев.

Кăмăл пуррисен фестивале волонтер пек те кайма юрать. Вĕсен 18 çултан аслăрах пулмалла тата ют чĕлхе пĕлмелле. 7 пин ирĕклĕхçĕн хăйĕн вăйне çак енсенче тĕрĕслесе пăхма майсем пур: транспорт логистики, ют çĕршывсен делегацийĕсене кĕтсе илесси тата кăтартса çÿресси, мероприятие хутшăнакансене вырнаçма тата чĕлхе тĕлĕшĕнчен пулăшасси тата ытти те. Волонтер пулас текенсен сайтра анкета ыйтăвĕсене хуравламалла. Чи лайăх претендентсене куçа-куçăн тĕл пулса калаçнă хыççăн ятарлă центрсенче вĕрентĕç.

Пĕтĕм тĕнчери экспертсем çирĕплетнĕ тăрăх — çамрăксемпе студентсен XIX фестивалĕ Раççей Федерацийĕн статусĕпе ят-сумĕн черетлĕ кăтартăвĕ пулĕ, вăл патшалăх чапне ÿстерĕ. Эпир вулакансене фестиваль хыпарĕсемпе паллаштарсах тăрăпăр.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.